Карягина Марина Фёдоровна
Карягина Марина Фёдоровна (ҫур. 1969 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ, Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ), Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей поэчӗ, ҫыравҫӑ, драматург, журналист, куҫаруҫӑ.
Раççей Федерацийӗн Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1996), Раççей Федерацийӗн Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1997), Чӑваш Республикин кинематографистсен пайташӗ (2019), Раççей Федерацийӗн кинематографистсен пайташӗ (2023)[1].
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1969 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.
Чăваш патшалăх университетĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă. Унти «Çил çунат» литература пĕрлешĕвĕн занятийĕсем те пулас сăвăç чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Халĕ Чăваш Ен телерадиокомпанийĕн телекуравĕн редакторĕ пулса ĕçлет.
Пултарулăх ĕçĕсем
Унăн сăввисем хăй еверлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Марина Карягинăн çак кĕнекесем тухнă:
- «Хумсен пăшăлтатăвĕ» (1995);
- «Ыт-и, тĕкел-и» (1999);
- «Тăваткал тĕлĕксем» (тетрологи, 2002).
- «Хура тумлă арçын» (2007)
Карягина, М. Ф. Аптраман кӑвакал : сӑвӑсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / М. Ф. Карягина; [С. А. Кангина ӳнерҫӗ]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 30, [1] с. : цв. ил.
- Карягина, М. Ф. Кӑтра хӗвел ҫаврӑнӑш = Кудрявый подсолнушек : калав, халапсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли]: рассказ, сказки / М. Ф. Карягина; [З. В. Романова вырӑсла куҫарнӑ ; Т. И. Немцева ӳнерҫӗ]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2010. — 29, [2] с. : ил. — Парал. чуваш., рус.
- Карягина, М. Ф. Кӗмӗл тумлӑ ҫар : [сӑвӑлла трагеди] / М. Ф. Карягина; [Ю. Артемьев ум сӑмахӗ ; Н. М. Балтаев ӳнерҫӗ]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2012. — 81, [2] с. : ил., портр.
- М. Карягина, М. Ф. Сас палли ҫӗршывӗнче : калавсем, юмахсемпе халапсем, эскизсем / М. Ф. Карягина; [Т. И. Немцева ӳнерҫи]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2006. — 47 с. : ил.
- Карягина, М. Ф. Ҫур ҫӗр варринчи хӗвел : сӑвӑсем, поэмӑсем / М. Ф. Карягина. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 158 с. : ил.
- Карягина, М. Ф. Тӑваткал тӗлӗксем : тетралоги / М. Ф. Карягина ; ӳнерҫи С. Юхтар. — Шупашкар : Руссика, 2002.
- 1 кӗнеке : Пӗтӗ чӑмӑр : поэма; худож. С. Юхтар. — 2002. — 47 с. : ил.
- 2 кӗнеке : Талай хули : поэма; худож. С. Юхтар. — 2002. — 47 с. : ил.
- 3 кӗнеке : Тӑваткал тӗлӗксем : поэма; худож. С. Юхтар. — 2002. — 47 с. : ил.
- 4 кӗнеке : Чӗрӗлӗх ташши : поэма; худож. С. Юхтар. — 2002. — 47 с. : ил.
- Карягина, М. Ф. Хум пӑшӑлтатӑвӗ : сӑвӑсем / М. Ф. Карягина; худож. Н. Мордяков. — Шупашкар : Пӑлхар, 1995. — 128 с. : портр.
- Карягина, М. Ф. Хура тумлӑ арҫын : повеҫсем, калавсем / М. Ф. Карягина. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2007. — 205, [2] с. : ил.
- Карягина, М. Ф. Ылтӑн пан улми : калавсем : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / М. Ф. Карягина; [Е. Енькка ӳнерҫи]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. — 124, [3] с. : ил.
- Карягина, М. Ф. Ыт-и — тӗкел-и? / М. Ф. Карягина. — Чебоксары : Руссика, 1999. — 43 с.
- Карягина, М. Ф. Золотое яблоко : рассказы и сказки : [для детей среднего школьного возраста] / М. Ф. Карягина; пер. с чуваш. И. Митта и З. Романовой; ил. Елены Енькка. — Чебоксары : Чувашия, 2014. — 159 с. : ил.
- Карягина, М. Ф. Поэзия : на рус. и чуваш. языках / М. Ф. Карягина; худож. Праски Витти ; М. Ф. Карягина. — Чебоксары : Руссика. — 2007
- Т. 1 : Юрӑсӑр уй : [сӑвӑсем, поэмӑсем] / [А. П. Хусанкай, М. Сарри умсӑмахӗсем]. — 2007. — 79, [4] с. : ил.
- Т. 2 : На реке ран : [поэмы на рус. языке / предисл. А. П. Хузангая] ; А. П. Хузангай. — 2007. — 79, [3] с. : ил., портр.
Хисепӗсем
Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕ (1996)
Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми (2005)
Çемен Элкер ячĕллĕ преми (2008)
В. Николаев ячӗллӗ преми (2011)
Чăваш Республикин патшалăх премийĕ (2013)
Пĕтем Раççейри литература фестивалĕн кĕмĕл медалĕ (2017)
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми (2020)
Пӗтӗм Раҫҫейри С. П. Залыгин ячӗллӗ преми
Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премин лауреачĕ (1996), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ парне лауреачĕ, Ç. Элкер ячĕллĕ премин лауреачĕ, Пӗтӗм Раççейри литература фестивалӗн кĕмĕл медалĕн лауреачĕ (2017)[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Таисия Ташней. Марина Карягинӑна Раҫҫейри кинематографистсен союзне илнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ (26 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Таисия Ташней. Марина Карягина Мускавран кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ (30 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Карягина, М. Марина Карягина: «Пĕрех хамшӑн шӑпӑрт мар шӑпа!» : [сӑвӑҫран илнĕ интервью] / М. Карягина; калаҫаканĕ Р. Прокопьева // Хыпар. — 1996. — 23 чӳк. — С. 3.
- Карягина, М. Ф. Марина Карягина: «Тӗнче сӑнне илсе хам витӗр кӑларап…» : [сӑвӑҫран илнӗ интервью] / М. Карягина; [калаҫаканӗ] Р. Прокопьева // Самант. — 2008. — № 10. — С. 12-13.
- Карягина, М. Ф. Марина Карягина: «Хамри чӑвашлӑха — хамри тӗнчене ӑнланассишӗн ҫыратӑп…» : [М. Карягина сӑвӑҫран илнӗ интервью] / калаҫаканӗ А. Юрату // Хыпар. — 2006. — 27 кӑрлач. — С. # Станьял, В. П. Кĕпе пек хӗрӗ, хӗвеллӗ, тӗллевӗ хӗрӗх, кӗлли пиллӗк : [М. Карягинӑн «Юрӑсӑр уй» кӗнекине хаклани] / В. Станьял // Хыпар. — 2009. — 17 юпа. — С. 11. — (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
- Творчество поэтов-билингвов Чувашии : (о поэзии Г. Айги, Р. Сарби, М. Карягиной, С. Азамат) : учеб. пособие / М-во образования и науки Рос. Федерации, Федер. агентство по образованию, Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева; [сост. А. Н. Николаева; науч. ред. Д. В. Абшева]. — Чебоксары : ЧГПУ, 2009. — 119 с. — Библиогр. в подстроч. примеч.
- Карягина Марина Фёдоровна // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии : справочное издание. — Чебоксары, 2005. — С. 48.
- Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна // Батыревская энциклопедия / сост. И. М. Матрасов, С. А. Карягин, А. И. Мефодьев. — Чебоксары, 2005. — С. 95. : ил.
- Родионов, В. Г. Карягина Марина Фёдоровна (Степанова) / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия : В 4 т. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 232. : ил.
- Хузангай, А. П. Соло-голос : биография отдельного лица / А. П. Хузангай // Лик. — 2005. — № 2. — С. 43-44.