Мартьянова Любовь Васильевна

Мартьянова Любовь Васильевна (литературӑра — Любовь Мартьянова, 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Карапаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2022 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ, Карапаш, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чăваш сăвăçи, ҫыравҫи, куҫаруҫи, редактор.

1986 çултанпа СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ.

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1950 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче çуралнӑ[1].

1958—1969 çулсенче Карапашри, Кӗчкейри, Октябрьскинчи шкулсенче пӗлÿ илнĕ. Шкул пӗтерсен Шупашкарти пир-авăр комбинатӗнче ӗçленӗ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. Университетра Виталий Родионов, Раиса Сарпи, Вениамин Пехил, Василий Кервен паллӑ поэтсемпе, литература ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗреннӗ[2].

Чăваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Турхан вăтам шкулӗнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1977 çултанпа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Тăван Атăл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ: корректортан пуҫланă, 1980 çулта поэзи пайӗн редакторӗ пулма уйӑрса лартнӑ.

Тивӗҫлӗ канура тӑван ялӗнче пурӑннӑ. 2022 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ[3].

undefined

Пултарулăх

Университетра вӗреннӗ ҫулсенчех ҫырма пуҫланӑ: малтанхи сӑввисене студентсен «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвӗн хаҫатӗнче тата «Коммунизм ялавě» хаҫатра (халӗ — «Хыпар») пичетленӗ. Сӑвӑсен пӗрремӗш кӗнеки – «Эп чӗртнӗ вучах» – 1982 ҫулта тухнӑ[4].

Мартьянова хайлавӗсене «Современная литература народов России» ярӑмӑн «Поэзия» (М., 2017) антологине кӗртнӗ[1].

Поэтессӑн хайлавӗсене — калавӗсемпе сӑввисене — вӑтам тата аслӑ шкул вӗренӳ программисемпе учебникӗсене кӗртнӗ[4].

Кӗнекисем

  • Мартьянова, Л. В. Эп чӗртнӗ вучах : сӑвӑсем / Л. В. Мартьянова. — Шупашкар, 1982. — 64 с.
  • Мартьянова, Л. В. Сенкер ачалӑх : калавсем / Л. В. Мартьянова/ — Шупашкар, 1983. — 64 с.
  • Мартьянова, Л. В. Шурӑ юр юрри : сӑвӑсем / Любовь Васильевна Мартьянова. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке изд-ви, 1986. — 64 с.
  • Мартьянова, Л. В. Йышӑнман сӑмахсем… / Л. В. Мартьянова. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 157 с.
  • Мартьянова, Л. Йышӑнман сӑмахсем… : сӑвӑсем / Любовь Мартьянова ; Светлана Савельева вулать ; Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗ. — Шупашкар, 2020. — Устная речь : аудио[4].

Юрӑсем

Ун сăввисемпе чӑваш композиторӗсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ: «Чечек акрăм та»,«Сарӑ çулçӑсем», «Ан ятла», «Аса ил», «Хура тутӑр хурлӑн ӳкрӗ урайне» (композитор В. Романов), «Кӗрхи юрӑ» (композитор Ю. Шепилова), «Иртнине манра ан шыра» (композитор Светлана Асамат) тата ыттисем.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Василий Егорович — ӗмӗр тăршшӗпех Октябрьскинче фотографра вăй хунӑ.
  • Амӑшӗ Галина Семеновна шкулта ӗçленӗ, вырăс чӗлхипе литературине, историе, нимӗç чӗлхине вӗрентнӗ, чире пула 50 çултах вилнӗ.
  • Пиччӗшӗ Вячеслав 34 çулта аварие лексе вилнӗ.
  • Пӗр хӗр ҫитӗнтернӗ, Мирослава мӑнкукӗ пур[2].

Хисепӗсем

  • Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ[5].

Астӑвӑм

  • 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тӑван ялӗнчи хӑй пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[6].
  • Поэта асӑнса тӑван ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вулавӑшсенче, Шупашкарта сӑвӑ каҫӗсем ирттереҫҫӗ[7][8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 А. Н. Тимуков. Мартьянова Любовь Васильевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 «Çавра çил варринчи манăн кун» | ХЫПАР. hypar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Аксаринская библиотека Исаева. Сегодня ушла из жизни Любовь Васильевна Мартьянова (выр.). ВКонтакте (18 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Мартьянова, Любовь Васильевна (поэт; 16.12.1950-18.10.2022) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Васьлей Митта - Лауреаты премии им. Василия Митты. www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  6. ^ В деревне Карабаши состоялось открытие памятной доски в честь знаменитой землячки Любовь Васильевны Мартьяновой (выр.). МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского муниципального округа (19 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  7. ^ Вечер памяти Л.В.Мартьяновой «Эп чĕртнĕ вучах» (выр.). МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского муниципального округа (19 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  8. ^ Вечер памяти Любови Мартьяновой (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики (16 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Сенкерлӗхре эп кӗтнӗ кӗвӗ : Л. Мартьянова 50 ҫул тултарнӑ май литература каҫӗ ирттермелли сценари / Чӑваш Республикин Наци библиотеки, Ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата меслетлӗх пайӗ. — Шупашкар, 2000. — 14 с.
  • Артемьев, Ю. Ҫамрӑк ӑру сасси Ю. Артемьев // Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе сӑнарсен илемӗшӗн / Ю. Артемьев. — Шупашкар, 1984. — С. 108-118.
  • Атаманова, Е. Ялта чун вылять / Е. Атаманова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2014. — 19 утӑ (№ 29). — С. 1-2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Власова, Р. Кун килет те каять ҫаврӑнса…» / Р. Власова // Хыпар. — 2022. — 21 юпа/октябрь (№ 119/120). — С. 15.
  • Волков, Л. Ҫамрӑклӑх ҫаврӑмӗсем / Л. Волков // Коммунизм ялавӗ. — 1986. — 21 нояб.
  • Еливанова, Г. Хӑйне питӗ курасшӑнччӗ / Г. Еливанова // Тантӑш. — 2011. — 13 кӑрлач (№ 1). — С. 3.
  • Ильина, Н. Символ тата сӑнар / Н. Ильина // Ялав. — 2000. — № 11. — С. 93-96.
  • Кервен, В. Ӑна Сенттипе танлаштарас килет / В. Кервен // Тӑван Атӑл. — 2022. — № 11 (чӳк/ноябрь). — С. 121-123.
  • Любовь Мартьянова // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 525.
  • Мартьянова, Л. «Ачам пин хут хаклӑрах» / Л. Мартьянова ; Г. Матвеева ҫырса илнӗ // Хыпар. — 1994. — 13 ҫу.
  • Мартьянова, Л. Ӑҫта кайма эс тухнӑ ҫиле хирӗҫ? / Л. Мартьянова ; Сарри Мишши ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 1999. — 19 ҫӗртме (№ 23). — С. 4.
  • Мартьянова, Л. Любовь Мартьянова: » Хама эп «сӑвӑҫ» тесе калама пултараймастӑп» / Л. Мартьянова ; П. Ҫӑлкуҫ ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 1991. — 18 сент.
  • Мартьянова, Л. В. Любовь Мартьянова: «Ял ҫынни пулма тепӗр хут вӗрентӗм» : [ҫыравҫӑпа калаҫни / А. Александров ҫырса илнӗ] // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Сӗнтӗрвӑрри районӗ). — 2022. — 15 кӑрлач (№ 2). — С. 2.
  • Мартьянова, Л. В. «Ҫавра ҫил варринчи манӑн кун» : [Любовь Васильевна Мартьянова ҫыравҫӑпа калаҫни / Р. Власова ҫырса илнӗ ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ] // Хыпар. — 2016. — 23 ҫурла/август. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Мартьянова, Л. В. Хайлавсемпе малтан кӳршисем паллашаҫҫӗ : [Любовь Васильевна Мартьянова ҫыравҫӑпа калаҫни / О. Иванова ҫырса илнӗ] // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Сӗнтӗрвӑрри районӗ). — 2022. — 6 ҫурла (№ 59). — С. 2.
  • Мартьянова, Л. В. Шӑрчӑк сассиллӗ шӑплӑхра : [Л. В. Мартьянова поэтпа калаҫни] / Л. В. Мартьянова ; [калаҫаканӗ] Л. Сачкова // Тӑван Ен. — 2010. — 3-9 сентябрь (N 105/107). — С. 6.
  • Мартьянова, Л. «Эпӗ урӑх вӑхӑт ҫынни. Паянхи пурнӑҫа хӑнӑхма мана питӗ йывӑр» / Л. Мартьянова ; А. Замыгина ҫырса илнӗ // Республика. — 1998. — 2-8 апр. (№ 14). — С. 12.
  • Мартьянова, Р. Пирӗн мӑнаҫлӑх : Любовь Мартьянова сӑвӑҫа асӑнса, хӗрӗх кунӗ тӗлне / Р. Мартьянова // Тӑван Атӑл. — 2022. — № 11 (чӳк/ноябрь). — С. 118-121.
  • Прокопьева, Р. «Халь-халь шӑтса юхса тухас пек чун тӗпӗнчи сенкер тӗнче»… / Р. Прокопьева // Тантӑш. — 2011. — 13 кӑрлач (№ 1). — С. 3.
  • Сатур, С. «Сенкерлӗхре эп кӗтнӗ кӗвӗ» / С. Сатур // Хыпар. — 1996. — 17 кӑрлач.
  • Табакова, М. С. Хисеп те кирлӗ : (Л. Мартьянова сӑввисем тӑрӑх) / М. З. Табакова // Актуальные проблемы культуры речи = Пуплев культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем : сб. ст. — Чебоксары, 2011. — С. 117-124.
  • Теветкел, Н. «Ҫавраҫил варринче манӑн кун» / Н. Теветкел // Хресчен сасси. — 2000. — 19 раштав.
  • Тимаков, В. «Ак кунта ман телейӗм ҫыранӗ» / В. Тимаков // Хыпар. — 2000. — 19 раштав.
  • Филиппова, В. Поэт-ентеше халалласа — асӑну хӑми / В. Филиппова // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Сӗнтӗрвӑрри районӗ). — 2023. — 21 ака (№ 15). — С. 7.
  • Чекушкин, В. Хӑй сасси, хӑй кӑмӑлӗ / В. Чекушкин // Тӑван Атӑл. — 1990. — № 11. — С. 50-52.
  • Чермаков, И. «Сан телейшӗн савӑнам…» / И. Чермаков // Тантӑш. — 1996. — 12 кӑрлач. — С. 6.
  • Ялкир, П. Сӗнтӗрвӑрри поэтессисем / П. Ялкир // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2000. — 5 ҫурла. — С. 5.
  • Афанасьев, П. Мартьянова Любовь Васильевна / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 260-261.
  • Мартьянова Любовь Васильевна // Чувашский рассказ = Чӑваш калавӗ. — Чебоксары, 2016. — Т. 1: Дети леса. — С. 491.
  • Мартьянова Любовь Васильевна // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 257-258.
  • Мартьянова, Р. Потеряли достояние чувашской поэзии / Р. Мартьянова // Наше слово = Пирӗн сӑмах. — 2022. — 2 нояб. (№ 84). — С. 7.
  • Мартьянова, Р. Талантливой землячке — 70 лет / Р. Мартьянова // Наше слово = Пирӗн сӑмах (Марпосад. р-н). — 2020. — 16 дек. (№ 96). — С. 6.
  • Никитина, Ж. «Когда над тобою радуга!» / Ж. Никитина // Республика. — 2000. — 29 дек. (№ 55). — С. 5.
  • Тимуков, А. Н. Мартьянова Любовь Васильевна / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 264.
  • Тимуков, А. Н. Мартьянова Любовь Васильевна / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 52.
  • Хузангай, А. Молния на ладони / А. Хузангай // Поиск слова / А. Хузангай. — Чебоксары, 1987. — С. 111-114.
  • Ялгир, П. Мартьянова Любовь Васильевна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 66.

Темӑпа ҫыхӑннисем