Чамжаева Полина Ивановна
Чамжаева Полина Ивановна (ҫур. 1960 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ, Пĕчĕк Малти Тукай, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш актриси. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ[2][3].
Биографи
1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.
1979 çулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин театр уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ (курс ертӳҫи — В. П. Романов), 1979 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хунӑ. 45 ҫул ытла театрта ӗҫленӗ хушӑра 150 яхӑн роль вылянӑ.
Тӗп рольсем: Маргарита («Масаркасси ясарӗн 77-мěш матки», Б. Чиндыков), Сарра («Юрату турри», Л. Сачкова), Сайте («Сӑваплӑ вут», Ю. Скворцов), Наташа («Семья вурдалака», В. Сигарев), Маша («Три сестры», А. Чехов), хуҫа арӑмӗ («Ирпе, автан авãтсан», М. Ладо), Валя («Кӳршӗсем», В. Гуркин), Сухви («Шӑпа», М. Михайлова), Эльбану («Кӗмӗл тумлӑ ҫар», М. Карягина) тата ытти те.
Теле тата радиопередачӑсене, постановкӑсене ҫырма хутшӑннӑ. Тӗрлӗ телефильмсенче ӳкерӗннӗ: «Тӑвалла» (1980), «Кӗпер» (1983) фильмсенче, «Нарспи» телепоэмӑра (2000) тата 10 ытла илемлӗ фильмра.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчӗ (1995);
- Чӑваш Республикин халăх артисчӗ (2001);
- В. Митта ячӗллӗ преми (2003);
- Чăваш Республикин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр ӳнерĕн конкурсĕнче «Хĕрарăм чи лайăх ролĕ» номинаци лауреачӗ (2000).
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Полина Чамжаева: сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать : актриса пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ материалсем, асаилӳсем, ҫырусем / Г. А. Матвеева пухса, ҫырса, куҫарса хатӗрленӗ ; [худож. С. А. Бритвина]. – Шупашкар : [Ҫӗнӗ Вӑхӑт], 2018. – 175 с., [16] л. ил.
- Ачча, В. Илӗртӳлӗхпе, ытарайми кӑмӑлӗпе тыткӑнлать / В. Ачча // Канаш ен (Канаш р-нӗ). – 2010. – 30 ҫӗртме. – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.
- Владимирова-Чамжаева, П. П. Владимирова-Чамжаева: «Театрта выляса кăтартмалла мар, пурăнса кăтартмала / П. Владимирова-Чамжаева ; И. Иванов çырса илнĕ // Çамрăксен театрĕ. – 2004. – № 8.
- Владимирова-Чамжаева, П. Полина Владимирова: «Эпĕ утса мар, чупса çӳретĕп» / П. Владимирова-Чамжаева ; Р. Скворцова çырса илнĕ // Çамрăксен хаçачĕ. – 1998. – 3 çĕртме.
- Власова, Р. Вӗршӗнсем вӗҫеҫҫӗ пулӗ унӑн уттинче... : [«Полина Чамжаева: сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке ҫинчен] / Р. Власова // Хыпар. – 2018. – 30 юпа/октябрь. – С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Микуш, И. Артист пулмах ҫуралнă... / И. Микуш // Тăван Атăл. – 2006. – № 3. – С. 65-69. – Хупл. 1 страницинче артисткăн сăн ӳкерчӗкӗ.
- Прокопьев, В. «Манăн выляс та выляс килет...» // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă ҫыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 62-68.
- Прокопьева, Р. Тӗнчери мӗн пур ырӑлӑх унра пек туйӑнать... / Р. Прокопьева // Халӑх шкулӗ = Народная школа. – 2019. – № 1. – С. 68 : сӑн ӳкерчӗк.
- Чамжаева, П. «Пӗр сӑнарӑн пурнӑҫӗ те кирлӗ мар мана»: [чӑваш халӑх артисткипе Полина Чамжаевӑпа калаҫни / А. Юрату ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2018. – 6 раштав (№ 48). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Шумилова, В. Чуна – ал тупанӗ ҫине / В. Шумилова // Самант. – 2019. – № 1 (кӑрлач/январь). – С. 17 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ярдыкова, З. «Илӗртӳллӗ те тумхахлă çул» тĕрленчĕкрен / З. Ярдыкова // Хыпар. – 2001. – 22 çĕртме.
- Кириллов, Г. В. Чамжаева (Владимирова) Полина Ивановна / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 445.