Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1961 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мешӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче ҫуралнӑ.

Хусан патшалӑх культура институтӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ. Мускаврадокументалист, документлӑ фильмсен режиссерӗ Игорь Беляев патӗнче, квалификацие ӳстермелли курссенче вӗреннӗ. 1992 ҫултанпа – Чӑваш телестудийӗн телеоператорӗ. «Салампи» фильмсем кӑларакан пӗчӗк предприяти уҫнӑ, унта кинолентӑсемсӗр пуҫне наци кӗввипе клипсем ӳкернӗ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче операторсемпе кинорежиссёрсем валли курс йӗркелесе вӗрентсе кӑларнӑ[1].

Ӗҫӗсем

Ю. Яковлев литературоведпа пӗрле «Народ в серебряном одеянии», «Елена» документлӑ фильмсем, «Чӑваш Ен» фонд ирттернӗ социаллӑ культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ Чӑваш Республикин Президенчӗ Николай Фёдоров ҫинчен «Николай Фёдоров» фильм ӳкернӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн илемлӗ фильмсем ӳкернӗ: «Сурӑм хӗрӗ», «Юман», «Юхха», «Арбат», «Аннене анне тееҫҫӗ» тата ытти те.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Карсаков, Владимир Федорович (телеоператор; 10.09.1961-02.09.2019) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Вӑл Угаслов ҫинчен кино ӳкернӗччӗ… / И. Трифонова сӑн ӳкерчӗкӗ // Сувар (Тутарстан). — 2019. — 6 сентябрь/авӑн (№ 35). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Карсаков, В. Владимир Карсаков: «Манӑн тӗп тивӗҫ» / В. Карсаков ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2013. — 27 утӑ. — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Карсаков, В. Кино тивӗҫӗ — халӑха хӑйне ӑнланса илме пулӑшасси / В. Карсаков ; [Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2016. — 9 раштав/декабрь. — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Карсаков, В. Чӑваш фильмне халӑх юраттӑр тесен / В. Карсаков ; Д. Моисеев ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2011. — 13 ҫу (№ 19). — С. 4.
  • Карсаков Владимир Федорович // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2010. — Т. 2. — С. 110.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем