Айхи Геннадий Николаевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Айхи Геннадий Николаевич (чăн хушамачĕ – Лисин; 1934 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ, Ҫӗньял (Патӑрьел районӗ)|Ҫӗньял Чӑваш АССРӗ2006 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ, Мускав) – чăваш тата вырăс поэчĕ, куçаруçă.

Чăваш Республикин халăх поэчĕ (1994). Андрей Белый ячĕллĕ преми лауреачĕ (1987), Пастернак преми (2000, пĕрремĕш лауреат), Франци Академийĕн преми (1972), Петрарка ячĕллĕ преми (1993) тата ытти преми лауреачĕ. Литература тата искусство Орденĕн командорĕ (1998)[1].

Биографийӗ

Чăваш Енри Çĕньял ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă, национальноçĕ – чăваш. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ. Айхи çамрăклах чăвашла сăвăсем çырнă, 15 çултанпа чăваш периодикинче пичетленме тытăннă. Унăн пултарулăхне паллă чăваш поэчĕсен Çеçпĕл Мишшин тата Петĕр Хусанкайăн сăввисем вăйлă витĕм кӳнĕ. 1953 çулта Патăрьелти педагогика училищине пĕтерсе Горький ячĕллĕ Литература институтне вĕренме кĕнĕ, унта Михаил Светловăн пултарулăх семинарĕнче ăсталăхне туптанă[2].

1958 çулхи пуш уйăхĕнче ăна «социализмла реализм мелĕн шухăшĕсене хирĕçлекен сăвăсен тăшманла кĕнекине çырнăшăн» институтран кăларса янă[3] («Асамлăх кулленлĕхĕ». Оригиналта пĕрремĕш: «Халăхсен туслăхĕ», 1993, №12). Пастернак тата Назым Хикмет витĕмĕпе Айхи вырăсла та çырма пуçланă, Мускавра юлма йышăннă – вунă çул (1961—1971) В.В. Маяковский ячĕллĕ патшалăх музейĕн изосекторне ертсе пынă[4].

Вырăсла сăвăсем çырнă вăхăтрах Айхи тĕнче поэзине чăвашла куçарнă, «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» анталогисем хатĕрленĕ. Чăваш поэзине тата чăваш культурине тĕнчере пропагандăлассинче Айхин пĕлтерĕшĕ пулнине палăртнă. 1960 çулсен пуçламăшĕнче Айхин сăввисем хăш-пĕр çĕршывра вырăсла тата ют чĕлхесемпе пичетленме тытăннă, Раççейре унăн вырăсла сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1991 çулта тухнă.

Айхин пурнăçĕнче тата пултарулăхĕнче Раççей ӳнерçи Игорь Волух пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Вĕсен туслăхĕ 1961 çулта пуçланнă. 1988 çулта Т. Адерсенăн Волух пирки çырнă монографин умсăмахĕнче Геннадий Айхин «Игорь Волух патне – вун икĕ параллель» сăвви пичетленнĕ. 1997 тата 2001 çулсенче Мускавра Волухăн куравĕнче Айхипе пĕрле «Çулăм йĕрĕсем» экспозици йĕркеленĕ, ăна Нобель лауреачĕн Тумас Транстрёмерăн 70 çулхине халалланă[5].

Айхи пултарулăхне чăваш тата Атăлçи тăрăхĕнчи ытти фольклор, халăх культури вăйлă витĕм кӳнĕ, вăл яланах халăх ăс-тăнĕн авалхи архетипĕсене хускатнă. Çав вăхăтрах вырăс тата уйрăмах Европа (чи малтанах француз, çавăн пекех нимĕç, уйрăмах Пауль Целан) поэзийĕн авангарчĕн йăли-йĕркине малалла тăснă. Ку текста графика тĕлĕшĕнчен илемлетнипе, хăйне евĕр пунктуаципе, калаçу синтаксисĕнчен вăйлах уйрăлса тăнипе, текстран текста куçакан тĕп сăмахсемпе (юлашки Айхи поэзине футуризмпа мар, символизмпа çывăхлатать) курăнать.

Айхи пултарулăхĕнче япала шухăшĕн тата ăна пурнăçланин философиллĕ хирĕçлевĕ пур, чылай чухне хăй ăна «двойник» тет. Айхи – абстрактлă метафорăсен поэчĕ, вĕсене яланах расшифровка тума çук, кашнин хăйне евĕр ăнланма май пур. Унăн сăввисенче фрагментлă сăнарсем тата шухăшсем тĕл пулаççĕ, чылай чухне уйрăм сăмахсемпе кăна палăртнă, вĕсене интерпретаци тума йывăр. Айхи поэзинчи хăйне евĕрлĕх, новаторлăх семантика вăййинче мар, çĕнĕ, хальхи йышши сăмахсем шыранинче курăнать.

Айхи сăввисемпе София Губайдулина, Валентин Сильвестров, Валентин Бибик, Александр Раскатов, Виктория Полевая, Ираида Юсупова тата ыттисем кĕвĕ çырнă. Ăна литература енĕпе Нобель премине илме пĕрре мар тăратнă.

Г.Н. Айхи 2006 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ, ăна тăван ялĕнчи масар çинче пытарнă.

Çемье тата харпăр пурнăçӗ

Геннадий Лисин – чăваш çыравçин Ева Лисинăн пиччĕшĕ. Вăл – композиторăн, сĕрме купăсçăн, музыка деятелĕн Алексей Айхин тата актрисăн виджейăн Вероника Айхин ашшĕ (ăна «Вероника тетрадьне» халалланă).

1990 çултанпа Геннадий Лисин мăшăрĕпе Галина Борисовна Куборская-Айгипе Мускав хĕрринчи «Ĕç поселокĕ» станци çывăхĕнче пĕрремеш хутра икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăннă.

Пултарулăхĕнчи уйрăмлăхсем

Айхи сăввисем авангардизмпа уйрăлса тăнă. Метафорăсемпе уса курас енĕпе уйрăлса тăракан поэт йăлана кĕнĕ пунктуацие тата синтаксиса пăхăнман. Унăн вырăсла çырнă чылай сăввинче рифмăсем çук тесен те юрать.

А тот косогор

“чтоб голову склонить

мой косогор печальный!

и волосы по ветру

как будто темью в воздух: всё вдаль и вдаль – паденьем!

по ветру до могилы

(душа лишь одинокая – душа!)

и шевеленьем – шёпот (с остатками рыданья)

с полынью – будто с явью

(как в-крохах-осязаемо!)

единственного в мире

(как будто – вот: душа! – и руку – будто в воду!)

и очень-моего

сырого одиночества[6]

Айхи поэзийĕнче синтаксис структурисене[7] графика мелĕпе палăртманни текста тата унăн шухăш доминатне композиципе стилистика принципĕпе тунă пек шутланать. Экспрессивлă синтаксис мелĕсем ытти стилистика мелĕпе килĕшсе тăраççĕ: сăмахсене темиçе хут каланипе, антитезăпа, анафорăпа, танлаштарупа. Синтаксис структурисене пайламанни сăвăсен семантикине пысăклатать.

Астăвăм

Çĕньялти вăтам пӗлӳ паракан шкула[8] тата Шупашкарти проспекта Айхи ятне панă[9]. Вăл чăваш поэзине тата чăваш культурине тĕнчипе сарнă. Айхи «Чăваш поэзийĕн антологине» хатĕрленĕ, ăна тĕнчери тĕрлĕ чĕлхепе куçарма пулăшнă. Анталогие акăлчанла, венгрла, итальянла, французла тата шведла куçарнă[10].

Публикацисемпе куҫарусем

  • Сӑвӑсем 1954—1971. — Мюнхен: Verlag Otto Sagner, 1975. — 214 с.
  • Палӑртнӑ хӗлле: Сӑвӑсен пуххи. — Париж: Синтаксис, 1982.
  • Виҫӗ сӑвӑ. (Гравюры Николая Дронникова). — Париж, 1991. — 35 с.
  • Кунта. Суйланӑ сӑвӑсем. 1954—1988. — М.: Современник, 1991. — 288 с.
  • Халӗ яланах юр: Тӗрлӗ ҫулти сӑвӑсем. 1955—1989. — М.: Совет ҫыравҫи, 1992.
  • Тӗттӗмри ҫуртасем тата темиҫе юрӑ. — М.: Раритет-537, 1992. — 160 с.
  • Вероника тетрачӗ: Хӗрӗмӗн пӗрремӗш ҫур ҫулӗ. — М.: Гилея, 1997. ISBN 5-85302-052-8
  • Сӑмах-ула курак: Тӗрлӗ ҫулти сӑвӑсем. (Н. Дронников ӳкерчӗкӗсем). — Париж: Дронниковъ-Коноваловъ, 1998. — 56 с.
  • Музыкӑна халалласа (Франц Шуберт ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ май). — Шубашкар: Руссика-Лик Чувашии, 1998. — 52 с. ISBN 5-87315-002-6
  • Юрланине - тайма пуҫ: Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен юррисемпе - ҫӗр вариаци. — М.: ОГИ, 2001. — 56 с.
  • Кайнин тӑсӑмӗ: Сӑвӑсемпе поэмӑсем. 1966—1998. — М.: ОГИ, 2001.
  • Сильва тӗнчи. — М.: Издательство «А и Б». 2001.
  • Аякри калаҫу: Статьсем, эссе, калаҫусем, савӑсем. — СПб.: Лимбус Пресс, 2001. — 304 с. ISBN 5-8370-0149-2
  • Двойник уйсем. — М.: ОГИ, 2006. — 232 с. ISBN 5-94282-335-9
  • Сӑвӑсем. Комментириллӗ издани. Пухӑ / Г. М. Натапова хатӗрленӗ. — М.: Радуга, 2008. — 424 с. ISBN 978-5-05-006801-9
Сочиненисен пуххи
  • Ҫырнисен пуххи / сост. Г. Б. Айги-Куборская. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009.
  • Ҫырнисен пуххи. В 7 тт. — [Состав. Галина Айхи тата Ал. Макаров-Кроткий]— М.: Гилея, 2009. — 1200 с. (Том 1. Уҫланкӑсен пуҫламӑшӗ; 2-мӗш том. Хӗллехи ашкӑнусем; 3-мӗш том. Чӗррисен провинцийӗ; 4-мӗш том 4. Вероника тетрачӗ; 5-мӗш том. Уй-Раҫҫей; 6-мӗш том. Листасем — уяв ҫилне; 7-мӗш том. Кайнин малалли.); 750 экз. — ISBN 978-5-87987-051-0; ISBN 978-5-87987-053-7

Патшалăх наградисем

  • Венгри Культура министерствин Эндре Адине халалланă медаль (1987)
  • Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕ (1990)
  • Чăваш Республикин халăх поэчĕ (1994)
  • Искусство тата литература Орденĕн командорĕ (Франци, 1998)
  • Чăваш Республикин Хисеп грамоти (2004)

Общество тата журнал наградисем

  • Митта Ваçлей премийĕ (Чăваш АСССРĕ, 1987)
  • Андрей Белый премийĕ (1987)
  • А. Кручёных ячĕллĕ преми (1991)
  • Петрарка премийĕ (1993)
  • Стругăри поэзи фестивалĕн «Ылтăн кăшăл» премийĕ (Македони, 1993)
  • Чăваш патшалӑх университечĕн хисеплĕ докторĕ (1994)
  • Б.Л. Пастернак ячĕллĕ преми (2000) – пĕрремĕш лауреат
  • «Ра ачисем» журнал премийĕн лауреачĕ (2004)
  • Вырăс футуризмĕн ашшĕ Давид Бурлюк ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери паллă[11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Геннадий Айги — биография чувашского поэта (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Памяти Геннадия Айги посвящается. batyr.cap.ru (20 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Чупринин С. И. Русская литература сегодня: путеводитель. — М.: ОЛМА Медиа Групп, 2003. — С. 58.
  4. ^ Айги Г. Н. Собрание сочинений. Çырнисен пуххи.(чăв.) / Сост. Атнер Хузангай. — Чувашское книжное издательство, 2019. — Т. 4. — С. 44. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2812-2.
  5. ^ Презентация для урока по творчеству Г.Айги "Художественный мир Айги". Геннадий айги - биография, фотографии Г н айги ходьба прощанье. hastudia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  6. ^ Возраст первотворений - Геннадий Айги(паллӑ мар). «45-я параллель». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  7. ^ Джамалова М.к. ОСОБЕННОСТИ СИНТАКСИЧЕКОЙ СТРУКТУРЫ СТИХОТВОРЕНИЙ ГЕННАДИЯ АЙГИ (ru-RU) // Международный научно-исследовательский журнал. — 2017-02-15. — Вып. № 02 (56) Часть 1. — ISSN 2227-6017. — DOI:10.23670/IRJ.2017.56.062. 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ По данным сайта МОУ «Шаймурзинская средняя общеобразовательная школа» 2013 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Распоряжение главы администрации города Чебоксары от 2 февраля 2011 года. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  10. ^ И. Капитонова. Поэтический мир Геннадия Айги. Государственная книжная палата Чувашской Республики (2009). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  11. ^ Международная отметина имени отца русского футуризма Давида Бурлюка. Новая карта русской литературы. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Даенин Е. Е. «Слово надо выстрадать» (о поэзии Геннадия Айги) // В мире книг. — Москва. — 1988. — № 3. — С. ???
  • Лексикон русской литературы XX века = Lexikon der russischen Literatur ab 1917 / В. Казак ; [пер. с нем.]. — М. : РИК «Культура», 1996. — XVIII, 491, [1] с. — 5000 экз. — ISBN 5-8334-0019-8.
  • Новиков Вл. Свобода слова. — Литературная газета. — 25 сентября 1991.
  • Новиков Вл. Айгисты. — Знамя. — 1997. — № 8. — С. 238—239.
  • Новиков Вл. Свободы не бывает слишком много. К спорам о поэзии Геннадия Айги. — Дружба народов. — 1997.- № 11.
  • Новиков Вл. Поэзия 100 %. — Литературное обозрение. — 1998.- № 5/6.
  • Новиков Вл. Больше чем поэт. мир Геннадия Айги // Айги Г. Разговор на расстоянии. — СПб: Лимбус Пресс, 2001. — С. 5 — 14.
  • Новиков Вл. Так говорил Айги. Устный дискурс поэта // Russian Literature. — 2016. — № 1. Vol. 79. P. 73 — 81.
  • Новикова Л. Мастерство молчания. — Вечерний клуб. — 19 июля 1994.
  • Робель Леон. Айги / Перевод с французского О. Северской. — Аграф, 2003. — 224 с. — 3000 экз. — ISBN 5-7784-0217-1.
  • Творчество Геннадия Айги: литературно-художественная традиция и неоавангард: Материалы международной научно-практической конференции. — Чебоксары, 2009.
  • Илья Кутик. «Айги-Ареопагит: Опыт „аналитической“ аппроксимации» (эссе) на сайте Postnonfiction.org
  • Robel Léon. Aigui (collections «Poetes daujourdhui»). — 1993.
  • Житенёв, А.А. Одностроки-«страницы» в рукописях Г. Айги // Новое литературное обозрение. — 2022. — №1. — С. 247—262.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем