Иванов-Паймен Влас Захарович

Влас Захарович Иванов-Паймен (1907 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ, Çирĕклĕ Тук, Оренбург облаçĕн Грачевка районĕ1973 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ, Самар) — чӑваш совет ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналист, редактор, тӑлмач. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1972)[1][2].

Пурнӑҫӗ

Чухӑн хресчен ҫемйинче Ҫирӗклӗ Тук ялӗнче ҫуралнӑ.

Граждан тата совет-поляк вӑрҫисенче(выр.)чăв. ҫапӑҫнӑ. 1918 ҫулта пуҫламӑш шкул вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Ҫарпа политика шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн уйрӑм ҫар дружинин взвод политрукӗ пулса ӗҫленӗ, поляк фронтӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[1].

1924—1925 ҫулсенче Карлински ялӗнчи шкулта пионервожатӑй пулса ӗҫленӗ.

1927 ҫулта совпартшкула вӗренсе пӗтернӗ, 1930 ҫулччен Самар хулинчи вӑтам тата вӑтам техника вӗренӳ учрежденисенче преподаватель пулса ӗҫленӗ[3].

1930—1933 ҫулсенче Самарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ, рабфакра тата каҫхи комвузра философи преподавателӗ пулса ӗҫленӗ[1].

В. Паймен Вӑтам Атӑлҫире чӑваш чӗлхипе кӗнекесем, хаҫат-журнал кӑларассине йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ.

1933—1936 ҫулсенче — Самар облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем валли ятарласа кӑларакан Енри чӑвашла «Колхозник» хаҫатӑн яваплӑ редакторӗ[1][2]. Вӑл ертсе пынипе «Пӑр тапранчӗ» илемлӗ литература журналӗ, кайран «Вӑтам Атӑл» пичетленсе тухнӑ[3]. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Енри уйрӑмне йӗркелесе яраканӗ пулнӑ. 1934—1938 ҫулсенче — Вӑтам Атӑлҫири Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (унӑн шутне 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Ӗренпур ен те кӗнӗ) правлени председателӗ, «Волжская нива» журнала (1936 ҫултанпа — «Волжская новь» альманах) редакциленӗ[1][2].

1934 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (ӑна йӗркеленнӗ кунтанах). Совет ҫыравҫисен Пӗрремӗш съездӗн делегачӗ (1934).

1938 ҫулта ӑна литераторсен контрреволюциллӗ терроризм организацийӗнче тӑрать тесе айӑпласа аресленӗ. 1940 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче СССР НКВД ҫумӗнчи Уйрӑм канашлӑвӗ 8 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. 1949 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче СССР МГБ ҫумӗнчи Уйрӑм канашлӑвӗ пурӑнмалли вырӑна кӑларса яма йышӑннӑ, 1951 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхех Красноярск Енне кӑларса янӑ. 1955 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче СССР Аслӑ сучӗн Ҫар коллегийӗ ӑна реабилитациленӗ[1].

Реабилитациленӗ хыҫҫӑн, 1955—1960 ҫулсенче, РСФСР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Куйбышеври уйрӑмӗн правлени бюровӗн пайташӗ, «Волга» альманахӑн яваплӑ секретарӗ тата тӗп редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[1][4].

Пултарулӑхӗ

Иванов-Пайменӑн литература ӗҫӗ 1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче сӑвӑсемпе калавсенчен пуҫланнӑ[3]. «Ҫӗпре» повесть (1927) ӑна тивӗҫлӗ шайри ҫыравҫа кӑларнӑ, унта коллективизаци умӗнхи ялти класс кӗрешӗвне ҫырса кӑтартнӑ пулнӑ[2]. 1927 ҫулта Октябрь революцийӗн 10 ҫулне халалланӑ конкурсра кӗнеке премие тивӗҫнӗ[3].

20 ытла кӗнеке авторӗ[3][4] (ытти даннӑйсемпе — вунулттӑ[2]). Чӑваш прози аталанӑвӗнчи паллӑ тапхӑр вырӑнӗнче Атӑлҫи халӑхӗсем Совет влаҫне йӗркелеме кӗрешни ҫинчен ҫырнӑ унӑн «Кӗпер» роман-эпопея (2 кӗнекепе, 1964—1966) тӑрать. Геннадий Хлебников критик палӑртнӑ тӑрӑх, ку роман — ӗмӗрхи наци пусмӑрӗнчен хӑтӑлса ҫӗнӗ пурнӑҫа тухакан ялӑн ҫӗнӗ ҫулӗ ҫуралнин историйӗ, ҫавӑн пекех икӗ халӑхӑн — чӑвашсемпе вырӑссен — туслӑхӗ ҫуралнине кӑтартакан роман[3]. Ҫак хайлавшӑн 1972 ҫулта ҫыравҫӑ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премине тивӗҫнӗ[1][2].

Вырӑсла «Горький в Самаре» (1937) тата «Чапай» (1938) кӗнекесем[2], «Тридцатитысячник Пётр Смирнов» (1956) тата «Городок в степи» (1956) очерксем ҫырнӑ[1].

К. В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине (Куйбышевра 1958 ҫулта пичетленнӗ)[1], А. Каттай, С. Шавлы, В. Урташ тата ытти чӑваш сӑвӑҫисен сӑввисене вырӑсла куҫарнӑ[4][3]. Чӑвашла вара У. Шекспирӑн сонечӗсене (куҫару ӗҫне Воркута ҫывӑхӗнчи чукун ҫул тӑвакан лагерьте пурнӑҫланӑ), Г. Лонгфелло тата Р. Киплинг хайлавӗсене куҫарнӑ[1][4].

Суйласа илнӗ хайлавӗсем

Вырӑслисем:

  • «Горький в Самаре» (1937)[2];
  • «Чапай» (1938)[2];
  • «Тридцатитысячник Пётр Смирнов» (очерк, 1956);
  • «Городок в степи» (очерк, 1956);
  • «Три встречи» (1961);
  • «Клеёнчатая сумка» (1964);
  • «Мост» (роман, 1964—1966)[1];
  • «Невыдуманные рассказы» (1989)[2].

Чӑвашлисем:

  • «Ҫӗпре» (повесть, 1927)[2];
  • «Колхоз ҫулӗпе» (1930);
  • «Ҫӗнтерекен вӑй» (1934);
  • «Вӑтам Атӑл»;
  • «Калавсем» (1962);
  • «Аттесен палӑкӗ» (1969);
  • «Тантӑшӑмсем» (1977)[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

2001 ҫулхи раштавра Самар облаҫӗнче чӑваш культурин кунӗсене уявланӑ май, чӑваш литературин классикӗ Влас Захарович Иванов-Паймен пурӑннӑ тата ӗҫленӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Хӑма ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Самар хули, Самар урамӗ, 203-мӗш ҫурт. Унта вырӑсла тата чӑвашла ҫак ҫуртра В. З. Иванов-Паймен пурӑнни пирки ҫырнӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15 Иванов-Паймен Влас Захарович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Иванов-Паймен Влас Захарович. Оренбургская областная библиотека имени Крупской. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Иванов-Паймен Влас Захарович. СМИБС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Иванов-Паймен, Влас Захарович. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  5. ^ Мемориальная доска Власу Иванову-Паймену. Самара Сегодня (13 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.

Вуламалли

  1. Семенова, О. Самарсем ăна хисеплеççĕ / О. Семенова // Хыпар. — 2001. — 18 раштав. — С. 4.
  2. Симаков, В. Синкерлĕ шăпа пуçламăшĕ / В. Симаков // Хыпар. — 2006. — 20 ака. — С. 3. — (Чăваш тĕнчи ; № 4).
  3. Юман, А. В. Иванов-Паймен çырăвĕсем / А. Юман // Хыпар. — 2002. — 14 чӳк. — С. 4.
  4. Иванов-Паймен Влас Захарович // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. — Чебоксары, 2013. — С. 61-77.
  5. Иванов-Паймен Влас Захарович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 167.
  6. Метин, П. Н. Иванов-Паймен Влас Захарович / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 101.
  7. Станьял, В. П. Влас Захарович Иванов-Паймен: 1907—1973. На гребне суровой эпохи / В. П. Станьял // Писатели. — Чебоксары, 2008. — С. 142—148. — (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 6).

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем