Нарспи (поэма)
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
«Нарспи» — Константин Ивановӑн чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑлла хайлавӗ. Тӗп сӑнар ятне панӑ, 2078 йӗркерен тӑрать. Ку шута «минус-сӑвӑ» тенисене кӗртмен[1]. Урӑхла каласан, ҫук йӗркесене, ытларах чухне ҫырура строфана туллин тултарассишӗн виҫӗ пӑнчӑ лартса пичетлеҫҫӗ[2].
1907 ҫул вӗҫӗнче — 1908 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ, пӗрремӗш хут «Чӑваш халапěсем» («Сказки и предания чуваш», Чӗмпӗр, 1908) кӗнекере Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи Пелепей уесěнче (халӗ — Пушкӑртстан Республикин Пелепей районӗ) ҫырса илнӗ тата К. Иванов ҫырса калӑпланӑ сӑвӑлла халап пек кун ҫути курнӑ[3][4].
Хайлава тӗнчери 16 чӗлхене куҫарнӑ.
Поэмӑн кун-ҫулӗ
«Нарспие» кӗнекен ум сӑмахӗнче чӑваш ҫыравҫи Н. В. Шупуҫҫынни 1930 ҫулта ҫапла ҫырнӑ:
1907 ҫулта ман пата Константин Иванов тусӑм Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен кӑларса янӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗртех — куҫару комиссийӗнче — ӗҫлет текен хыпар ҫитрӗ. Эпӗ тӳрех ун патне тухса кайрӑм. Куҫару ӗҫӗ-хӗлӗпе ӑс паракан пирӗн И. Я. Яковлев, М. Ю. Лермонтов пултарулӑхне кӑмӑллакан, пире Михаил Юрьевич хайлавӗсене куҫарма ыйтрӗ. Пӗр вӑхӑтрах хамӑрӑн хайлавсене те ҫырма пуҫларӑмӑр. Ҫавӑн чухне К. Иванов хӑйӗн паллӑ хайлавне «Нарспие» пуҫланӑ. Чӑвашсен йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартассине вӑл «Туй» сыпӑкран пуҫларӗ.
Ырă евчӗ сăрапа,
Туя хирӗç вăл тухать.
Ун чухне Чӗмпӗрте пирӗнпе пӗрле Чалтун ятлӑ хуралҫӑ пурӑнатчӗ. Вӑл тӗрлӗ халап-юмаха питӗ лайӑх пӗлекен ҫынччӗ. Пӗр лӑпкӑ каҫ вӑл пире чӑвашсен телейсӗр хӗрӗ Нарспи ҫинчен каласа пачӗ. Иван Яковлевич 17 ҫулти поэтӑн литература туртӑмӗпе кӑсӑклансах тӑнӑ, ҫамрӑк талантӑн пултарулӑхне туллин уҫма хавхалантарӑнӑ.Современная Нарспиана: итоги и перспективы[5]
Поэма кӑларӑмӗсем
- Пӗрремӗш хут пичетленнӗ: Иванов К. В. Нарспи: поэма / К. В. Иванов // Сказки и предания чувашски халапсем. — Симбирск: Типография А. и М. Дмитриевых, 1908. — 114.
- Иванов К. В. Нарспи: поэма / К. В. Иванов. — Хусан, 1919. — 38 с.
- Пӗрремӗш хут ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ кӑларӑм: Иванов К. Нарспи / К. Иванов; Мясников. — Мускав: СССР-ти халãхсен тãван издательстви, 1930. — 133[6].
Хайлав тытӑмӗ
Поэма 14 пайран тӑрать.
«Нарспин» литература форми
Иван Яковлев хайлавне сӑвӑлла повесть тесе палӑртнӑ[7], 1922 ҫулта Николай Шупуҫҫынни пӗрремӗш хут поэма ят панӑ. Малашне тӗпчевҫӗсем (М. Я. Сироткин, Е. В. Владимиров тата ыттисем) хайлав жанрне «Нарспире» лиро-эпикӑллӑ поэмӑн йӗрӗсене тупса палӑртнӑ.
Г. Я. Хлебников унта литературӑн эпосран лирика патне, унтан драма патне куҫакан тӑрӑмне упраса хӑварнӑ поэмӑна курнӑ. С. А. Александров «поэма-предание» терминпа усӑ курнӑ[8]. Ю. М. Артемьев ку хайлава поэмӑран ытларах трагеди тесе шутлас йӑла пур. А. П. Хусанкай унта лирикӑлла поэма курать[3].
Строфика
К. В. Ивановӑн малтанхи хайлавӗсенче композицин 3 шайне уйӑраҫҫӗ: строфа, блок тата сыпӑк. «Нарспире» поэт 20-мӗш йӗркери блоксемпе усӑ курнӑ, вӗсене уҫнӑ ҫӗре тӳрех те, ӑнсӑртран та килмен, кунашкал блок Я. Турхан «Варуҫҫана» (1902) поэминче тӗл пулать. Эпикӑлла каламашкӑн шӑпах пилӗк катерлӑ блоксем меллӗрех пулмалла. Автор малтанхи шухӑшӗпе пуҫлӑхсен калӑпӑшӗ 140 йӗркерен ытла пулмалла пулман. Малашне вӑл уйрӑм сыпӑксен калӑпӑшне ҫирӗп пӑхӑнса тӑрассинчен пӑрӑннӑ, вӗсен ҫумне ҫӗнӗ блоксем хушнӑ. Поэмӑпа ӗҫленин виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ фабулӑн уйрӑм пайӗсен пропорцийӗсене вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ. Хайлав архитектоникине пӑхӑнса тата текстри ылтӑн касӑлу вырӑнӗпе кульминаци пӗр килессине пурнӑҫласа поэт поэмӑна пуҫламӑш сыпӑксем хушнӑ. Ҫавӑн пекех рифмӑсен тӗсӗсем чи малтан"Сарӑ хӗр" (Хӗрлӗ хӗр) тата"Юмӑҫ патнче" (Юмӑҫ патӗнче) сыпӑксем пулнине ҫирӗплетме май параҫҫӗ. «Нарспие"ҫичӗ сыпӑклӑ силлабикӑпа ҫырнӑ. Поэмӑн хӑш-пӗр сыпӑкӗсенче вулакан сисӗнекен ритм пӑтӑрмахӗсене кӗнеке редакторӗ кӗртнӗ.В. Г. Родионов[3]
Пилӗкшер тӑватйӗркерен тӑракан сӑвӑлла блоксене С. П. Горский «Иванов строфисем» тенӗ[9].
Содержани
Поэмӑна вӑйлӑ ҫын пирки шухӑш витӗрех витерсе тӑрать, унӑн ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене кӑтартнӑ, автор пурне те пултаракан ҫутҫанталӑкпа ӗҫчен ҫыннӑн килӗшӳлӗхне тупма тӑрӑшать:
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен:
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.
Нарспи сӑнарӗнче поэт этем харкамлӑхӗн тата чура моралӗн хевтесӗрлӗхне хирӗҫ хӑйӗн тата халӑх протестне кӑтартнӑ. Ялти халӑх, тӑванӗсем, Нарспи чун хавалне ӑнланмаҫҫӗ, ӑна ватӑ Тӑхтамана ирӗксӗрлесе качча тухма хистеҫҫӗ, анчах та хӑюллӑ хӗр пуян тӑхтамансемпе михетерсене хирӗҫ ҫӗкленет, урӑхла каласан — ӗлӗкхи йӑласене хирӗҫ.
Нарспи савнийӗн — чунӗпе те, ӳт-пӗвӗпе те илемлӗ Сетнер — сӑнарӗ яр уҫҫӑн та хӗрӳллӗн шӑраннӑ. Вӑл Нарспие виҫесӗр юратать.
Сӑнарсем
- Нарспи — тӗп сӑнар;
- Сетнер — Нарспи савнийӗ;
- Тӑхтаман — Нарспи упӑшки;
- Михетер — Нарспи ашшӗ.
Сюжет[10]
Драмӑлла поэма. Пуяс тесе Михетер йӑлт пӗтерсе хурать.
Силпи ялӗнче (1-мӗш сыпӑк «Силпире» — ял ҫинчен ҫырса кӑтартни) пуян Михетер пурӑнать, унӑн Нарспи ятлӑ хӗрӗ пур (2-мӗш сыпӑк «Сарӑ хӗр»). Нарспи чухӑн Сетнере юратать. Анчах ашшӗ ӑна пуян ватӑ арҫынна ҫураҫнӑ.
3-мӗш «Ҫимӗк умӗн» сыпӑкра Нарспи Сетнере туй пирки пӗлтерет. 4-мӗш «Туй» сыпӑкра хатӗрленӳ тата туй пуҫламӑшӗ пулса иртет.
Сетнер амӑшӗ (5-мӗш сыпӑк — «Юмӑҫ патӗнче») юмӑҫ патне каять те Сетнер чирлӗ мар-и тесе ыйтать. Анчах юмӑҫ Сетнерӗн хурлӑхлӑ шӑпи ҫинчен калать. 6-мӗш сыпӑк «Тарни». Нарспи Сетнерпе тухса тарать. Туйӑн пӗрремӗш кунӗ иртнӗ-ҫке-ха. Вӗсене шыраҫҫӗ. Унтан вӗсене тытаҫҫӗ, Нарспи ашшӗ Сетнера хӗнет; амӑшӗ ӑна туйран илсе каять. Ӗҫкӗ малалла тӑсӑлать. Мӗн пулса иртнине авланакан каччӑ пӗлмест.
7-меш «Икӗ туй» сыпӑк. 4-мӗш кунне Хушӑлкана туй тухса каять. Вара кӗрӳ каччи вӗҫтерсе ҫитет. Масар ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне унта Сетнера кураҫҫӗ. 8-мӗш сыпӑк — «Хушӑлкара», туй вӗҫленнӗ, Сетнер ял патне ҫитсе тӑрать.
9-мӗш «Ҫимӗк иртсен» сыпӑк. Нарспи упӑшкин пӗртӑванӗн ывӑлӗпе Сенттипе калаҫать. Ватӑ упӑшки Нарспие хӗнет.
10-мӗш сыпӑк «Нарспи ӗҫӗ». Нарспи Тӑхтаман упӑшкине наркӑмӑш пама шухӑшлать. Апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне наркӑмӑш хушать. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн упӑшки вилет. Нарспи тарать. Сентти ирхине Нарспи инкӗшӗ патне килет, анчах Тӑхтаманӑн вилӗ ӳтне асӑрхать. 11-мӗш «Силпире» сыпӑкра иртнӗ Ҫимӗке сӳтсе яваҫҫӗ.
12-мӗш «Вӑрманта» сыпӑк. Сетнер вӑрманта Нарспие кӗтсе илет. Анчах Тӑхтаман чунӗ Нарспие шырать.
13-мӗш Сетнер килне Нарспи ашшӗ кӗрет, хӗрӗ ҫинчен ыйтать. Нарспи ашшӗ-амӑшӗпе калаҫать. Нарспи юлать, унӑн ашшӗ-амӑшӗ тухса каяҫҫӗ.
14-мӗш сыпӑк. Михетере ҫаратаҫҫӗ … вӗлереҫҫӗ …
Вӗсене пулӑшма Сетнер чупса ҫитет, вӑл та пуҫне ҫиет... Нарспи ҫакӑнса вилет …
Çапла иртрӗ пурăнăç,
Пуçӗ пӗтрӗ çамрăклах,
Ашшӗ-амăш ухмахран
Пӗтрӗ хуйхă-суйхăпах.
Курчӗ çутă тӗнчене
Пӳлӗх-Турă пӳрнипе,
Ӳсрӗ, пулчӗ сарă хӗр
Атте-анне пăхнипе.
Пӳлӗх-Туррăн кăмăлӗ
Ăслă турӗ хăй хӗрне,
Атте-анне ирӗкӗ
Çирӗ сарă хӗр пуçне.
Выртрӗ хӗсӗк тупăка,
Ячӗ юлчӗ ял çинче.
Ун хурлăхлă юррисем
Юлчӗç çынсен асӗнче.
Халь те пулин Силпире
Асăнаççӗ мӗскӗне.
Ялан, çумăр çумасан,
Шыв сапаççӗ тăприне.
«Нарспи» мюзиклта ӗҫ-пуҫ 12-мӗш сыпӑкпа вӗҫленет.
Поэма куҫарӑвӗсем
Хайлава вырӑсла 9 сӑмах ӑсти куҫарнӑ: А. Петокки, В. Паймен, П. Хусанкай, Б. Иринин, А. Жаров(выр.)чăв., А. Смолин, Н. Кобзев, В. Мишшан, А. Хабаров.
- 1940: ирҫелле. Алексей Рогожин куҫарнӑ. Кӗнеке 1958 ҫулта кун ҫути курнӑ[11].
- 1941: пушкӑртла. Мустай Карим куҫарнӑ. Поэмӑна Ӗпхӳре кӑларнӑ: Пушкӑрт патшалӑх издательствинче(выр.)чăв. 1941 ҫулта ‚ Пушкӑрт кӗнеке издательствинче 1960 ҫулта. Мустай Карим, Пушкӑртстан халӑх поэчӗ:
Константин Иванов ятлӑ тӗлӗнтермӗшрен эпӗ нихӑҫан та тӗлӗнме пӑрахмӑп. Эпӗ ҫакна унӑн анлӑ чапне ҫеҫ мар, тӗнчине, янӑравлӑхне, ырӑ шӑршине, унӑн кашни поэзи йӗркине тӗпе хурса калатӑп. Мӗншӗн тесен «Нарспие» пушкӑрт чӗлхине куҫарнӑ чух эпӗ ҫав шедевр ҫумне сӗртӗнни, унпа хутшӑнни маншӑн калама ҫук пысӑк уяв пулчӗ. Ивановра эпӗ нацин хавхалануллӑ сывлӑшне кӑтартакан аслӑ палӑрӑмне куратӑп. Вӑл чӑваш сӑмахне вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗх тата вӑрӑм ӗмӗрлӗ пурнӑҫ пиллерӗ. Ку вӑл урӑх нимӗнпе танлаштарайми вӗҫев.
- 1941: тутарла. К. Иванов поэмине Хусанта 1941 ҫулта Татгосиздат кӑларнӑ. Константин Иванов пултарулӑхне сума сӑвакан тутарсем чӑваш халӑхӗн вилӗмсӗр поэмипе тӑван чӗлхепе паллашма пултарчӗҫ. Поэмӑна тутарла Тутарстан Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ренат Харис куҫарнӑ[12].
- 1953: украинла. Ярослав Шпорта(выр.)чăв. куҫарнӑ[13].
- 1958: ҫармӑсла. Анатолий Бик(выр.)чăв. куҫарнӑ. Мари кӗнеке издательстви(выр.)чăв. ӑна 1958 ҫулта кӑларнӑ[14].
- 1961: пӑлхарла. Поэмӑна куҫаракансем: чӑвашларан вырӑсла — П. Хусанкай; вырӑсларан пӑлхарла — Николай Марангозов. Кӗнеке 1961 ҫулта «Народна младеж» (София) кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ангел Тодоров, пӑлхар ҫыравҫи:
… «Нарспи» поэма пичетрен тухнине пӑлхар ҫыравҫисем, чӑваш литературин тусӗсем пысӑк савӑнӑҫпа кӗтсе илнӗ.
- 1962: азербайджанла. Микаил Рзакулизаде(выр.)чăв. куҫарнӑ[15].
- 1962: удмуртла. Алексей Афанасьев тата Михаил Можгин(выр.)чăв. куҫарӑвӗсемпе Нарспипе Сетнер удмуртла калаҫма тытӑннӑ.
- 1977: венгрла. Анна Беде куҫарнӑ[16].
- 1990: якутла. Семён Руфов куҫарнӑ[17].
- 1990: нимӗҫле. «Нарспие» нимӗҫ чӗлхине И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В. А. Иванов 1990 ҫулта К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле куҫарнӑ[18].
- 1991: таджикла[19].
- 2007: турккӑлла. Турккӑ лингвистика ушкӑнӗ (Türk Dil Kurumu) К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине турккӑ тата чӑваш чӗлхисемпе пичетлесе кӑларнӑ. Турккӑлла — чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен Эмине Йылмаз тюрколог, Хаджетеппе (Анкара) университечӗн профессорӗ — куҫарнӑ. Кӗнекере чӑвашла текста икӗ орфографире (кириллица тата латиница(выр.)чăв.) пичетленӗ.
- 2013: итальянла[20].
- 2018: акӑлчанла. Питер Франс куҫарнӑ, кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ[21].
Ытти хайлавсене витӗм кӳни
Литературӑра
Поэмӑн театр постановкисем
К. В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче ҫичӗ хут лартнӑ[22]: 1922, 1940, 1944, 1948, 1959, 1979, 1989 ҫулсенче. Вунӑ ҫул хушшинче (1979 ҫултан пуҫласа 1989 ҫулччен) ӑна ҫулсерен лартнӑ.
Нарспи сӑнарне тӗрлӗ вӑхӑтра Ольга Ырсем, Вера Кузьмина, Валентина Иванова, Нина Григорьева, Светлана Михайлова, Таисия Ерусланова, Рона Ананьева, Анфиса Долгова калӑпланӑ.
«Нарспи» опера
«Нарспи» драматургсемшӗн кӑна мар илӗртӳллӗ шутланать, вӑл чылай композитора кӑсӑклантарнӑ, поэма сюжечӗпе хӑйӗн пултарулӑхӗнче Ленинград композиторӗсем Иосиф Пустыльник(выр.)чăв. (либретто авторӗсем Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Пётр Градов) тата Владимир Иванишин(выр.)чăв. 1940 ҫулта (либретто авторӗ Петӗр Хусанкай), Григорий Хирбю кӗвӗленӗ.
«Нарспие» опера тӑрӑх, кӗввипе либреттине Григорий Хирбю ҫырнӑ, спектакле чӑваш сцени ҫинче 1967 ҫулта чӑваш музыка театрне никӗсленӗ Борис Марков лартнӑ.
«Нарспи» — чӑваш оперин тӗслӗхӗ, ун пекки тек ҫук. Ҫав спектакль театрӑн сцени ҫинче пӗчӗк улшӑнусемпе халӗ те пырать, ӑна 1967 ҫулта Нарспи партине вылянӑ Тамара Чумакова ҫӗнетнӗ.
«Нарспи» мюзикл
«Нарспи» — мюзикла Шупашкарти филармони сцени ҫинче 2008 ҫулхи пушӑн 20-21-мӗшӗсенче лартнӑ. Пӗрремӗш чӑваш мюзиклӗ шутланать. Кӗвви Николай Казаковӑн. Борис Чиндыков либретто ҫырнӑ. Тӗп рольсене Наталья Ильц (Нарспи) тата Александр Васильев (Сетнер) калӑпланӑ.
Кинематографра
«Нарспи» (режиссёр — Андрей Васильев, 2014 ҫул) — Андрей Сергеев поэма мотивӗсем тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» мюзикл ҫинче никӗсленнӗ музыка фильмӗ[23].
Вӗренӳре
Чӑваш Республикинчи шкулсенче «Нарспи» чӑваш чӗлхипе тата литератури урокӗсен шкул программине кӗрет[24][25].
Поэма пирки ҫыравҫӑсен шухӑшӗсем
Петӗр Хусанкай, Чӑваш халӑх поэчӗ:
Чӑн-чӑн халӑхлӑх, пысӑк ансатлӑх, пысӑк кӑмӑл-туйӑм вӑйӗ, композици йӑрӑслӑхӗ, пейзаж пуянлӑхӗ, сӑнарсен сӑн-сӑпачӗпе килӗшӳлӗхӗ, вӗсен характерӗсен вӗҫленӗвӗ, сюжетӑн хӑвӑрт аталанӑвӗ, пурнӑҫ трагедилӗхӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тӗлӗнмелле тӗрӗс-тӗкел виҫелӗх, туйӑм, халӑх психикин тарӑнӑшне кӗрсе ӳкни — акӑ мӗн илӗртет пире «Нарспире». Поэмӑна вун ҫич-вунсакӑр ҫулхи яш-кӗрӗм ҫырни пуринчен те ытларах тӗлӗнтерет.
«Нарспи» — чӑннипех те тарӑн халӑх хайлавӗ, вӑл, пӗр енчен, чӑваш халӑх йӑли-йӗркин пултарулӑхне малалла тӑсать, тепӗр енчен — ун чухнехи вырӑс поэзийӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсен шайӗнче тӑрать. Поэма чаплӑ илемлӗх пахалӑхӗсемпе пуян, вӗсем ӑна ҫирӗп ҫитӗнӳпе вӑрӑм кун-ҫул кӳреҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Соболевская Е. К. Минус-стих, его природа и онтологические основания: К вопросам метафизики стиха // Русская литература : Историко-литературный журнал. — 2001. — № 4. — С. 68—82.// Literary.RU Обновляемая база публикаций по вопросам литературы со свободным участием.
- ^ «Нарспие» мӗнле пичетлемелле? [Текст] : [«Нарспи» позмӑна ҫӗнӗрен пичетлесси ҫинчен] / Элли Илле // Хыпар. — 2005. — 1 пуш. — (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ ; № 1 ; с. 2 уйр. паг.)
- ^ 1, 2, 3 Родионов В. Г. «Нарспи». Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ Сказки и предания чуваш = Чăваш халапĕсем — Симбирск : Типография А. и М. Дмитриевых, 1908. — 114 c. (pdf). elbib.nbchr.ru. Национальная электронная библиотека Чувашской Республики.
- ^ Р. А. Голанцева. И. Я. Яковлев — вдохновитель создания оригинального произведения К. В. Иванова "Нарспи"//Современная Нарспиана: итоги и перспективы: Материалы межрегион. науч.-практ. конф./Сост. и науч. ред. А. Ф. Мышкина. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2008. – 228 с. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Поэме «Нарспи» — 100 лет//Государственная книжная палата Чувашской Республики, 2008 год
- ^ Яковлев И. Я. Моя жизнь : Воспоминания. — М. : Республика, 1997. — С. 457—458. — 696 с. — ISBN 5-85438-024-2.
- ^ Александров, С. А. Некоторые особенности поэтики поэмы-предания «Нарспи»/С. А. Александров // Творческое наследие К. В. Иванова: [сб. ст.] / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1990. — С. 3-33.
- ^ Иванов Н. И. Чăваш сăвви. Ш., 1977—123 с. — 8 С(ЧУВ) И 20.
- ^ Константин Иванов. Нарспи. — 15. — Типография №1, 1967. — 120 с.
- ^ Иванов К. В. Нарспи : поэма / К. В. Иванов; [пер. А. Рогожина]. — Саранск, 1958. — 92 с. — Мордов.
- ^ Поэма К.Иванова «Нарспи» переведена на татарский язык
- ^ Iванов, К. Нарспi : поема / Костянтин Iванов; перекл. з чув. Я. Шпорти. — Киів : Художньоi літератури, 1953. — 96 с. — На укр. яз.
- ^ Иванов, К. Нарспи : поэма / К. В. Иванов ; Анатолий Бик кусарен. — Йошкар-Ола : Книгам лукшо Марии издательство, 1958. — 95 с.
- ^ Иванов К. Нарспи : поэма / Константин Иванов. — Баку: Азербайджанское издательство детской и юношеской литературы, 1962. — 65 с. — азерб.
- ^ Ivanov Konstantin. Narszpi, szep leany / Konstantin Ivanov; [пер. А. Беде]. — Eger, 1977.
- ^ Иванов, К. Нариспии : поэма / Константин Иванов ; Семен Руфов тылбааhа. — Якутскай : Саха сиринээби кинигэ издательствота, 1990. — На якут. яз. // Национальная библиотека Чувашской Республики
- ^ Поэма «Нарспи» на немецком языке
- ^ Иванов, К. Нарспи : (достон) / К. В. Иванов; мутарчим Аслам Адуам; муҳаррир Садрй Умар. — Душанбе : Адиб, 1991. — 96 сад.
- ^ Gabriele Tecchiato, Materiali per una nuova Antologia Ciuvascia. I. Kĕśtentinĕ V. Ivanov-Părtta (1890—1915), Narspi. В: Le spigolature dell’Onagro, Matteo Compareti — Rudy Favaro (eds.), Venezia, 2013, pp. 111—171
- ^ Поэма «Нарспи» издана на английском языке // Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики. — 2019. — 3 кӑрлачӑн.
- ^ Поэма «Нарспи» на сценах чувашских театров
- ^ Кинозарисовки из библиотеки. «Нарспи» и другие
- ^ Чувашская литература. Программа для 10-11 классов русскоязычной школы/Сост. Н. Г. Иванова. — Чебоксары: Чуваш. республ. ин-т образования, 2005. — 36 с.
- ^ Чувашская литература. Хрестоматия для 10-11 классов школ с многонациональным составом учащихся и русских национальных школ. Часть 1/Автор-составитель В. Н. Пушкин.- Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1997. — 350 с.
Вуламалли
- Константин Иванов, «Сочинения», Чебоксары, 1990, ISBN 5-7670-0331-9.
- Константин Иванов, «Нарспи», Чебоксары, 1985.
- Александров, С. А. Поэтика Константина Иванова : вопросы метода, жанра, стиля / С. А. Александров. — Чебоксары, 1990.
- Родионов В. Г. Чувашский стих: Проблемы становления и развития. Чебоксары, 1992.
- Константин Иванов: новые исследования. — Чебоксары, 2000.