Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗ (Атӑл Опера)(выр. Чувашский государственный театр оперы и балета (Волга Опера)) — Чăваш патшалăх музыка театрӗ никӗсӗ ҫинче 1993 ҫулта йӗркеленӗ театр.
Театр кун-çулĕ
1943 ҫулта Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи Чӑваш опера студине уҫнӑ. Чӑваш студенчӗсем Хусан патшалӑх консерваторийӗн вокал факультечӗн хатӗрленӳ уйрӑмӗнче вӗренме пуҫлама пултарнӑ. 1957 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи пултаруллӑ ачасен ушкӑнне Ленинградри академи хореографи училищине вӗренме янӑ[1].
1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн 1959 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи йышӑнӑвне тӗпе хурса К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗн симфони оркестрӗн никӗсӗ ҫинче Чӑваш патшалӑх музыкӑпа драма театрне йӗркеленӗ. Никӗслевҫи тата унӑн пӗрремӗш илемлӗх ертӳҫи Б. С. Марков пулса тӑнӑ[2][3]:
Хаклӑ юлташсем... Спектакль пуҫланиччен эсир пурте, ман шутпа, пӗлме тивӗҫ, япала ҫинчен каласа хӑвармасӑр пултараймастӑп. Паянхи спектакле хутшӑнакансенчен ҫурри ытла проессионал артистсем мар, вӗсем — театр студийӗсене вӗренес тӗллевпе темиҫе уйӑх каялла килнӗ тӗрлӗ специальнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫынсем. Вӗсем производствӑра ӗҫлекенсем, техникумсенче, институтсенче, шкулсенче вӗренекенсем. Хӑйсен пушӑ вӑхӑтне Мельпомена валли уйӑракансем...Б. С. Марков, пӗрремеш опера спектаклӗ умӗн тухса калаҫнинчен
1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ф. С. Васильевӑн «Шывармань» опера премьери иртнӗ, ҫак куна наци оперин, опера труппин тата Чӑваш оперӑпа балет театрӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе шутлама йышӑннӑ. 1967 ҫулта Г. Хирбю композитор кӗвӗленӗ «Нарспи» оперӑна лартнӑ, ӑна К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗпе палӑртнӑ, ҫав ҫулах А. Аданӑн «Жизель» пӗрремӗш балет спектакльне кӑтартнӑ[3].
1970 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче пӗрремӗш наци чӑваш балечӗ ҫуралнӑ — Ф. С. Васильевӑн «Сарпиге» балет премьери иртнӗ[3].
1969 ҫулта музыка труппине хӑй тӗллӗн Чӑваш музыка театрне уйӑрнӑ, 1993 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ пулса тӑнӑ[4].
Оперӑпа балет театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне 1985 ҫулта тума пуҫланӑ. Архитекторсемпе ҫурт тӑвакансен ушкӑнӗ РСФСР Патшалӑх премине (1987) тивӗҫнӗ. Ҫурта Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче Бегунц тата Тенета архитекторсен проекчӗпе тунӑ[3].
1991 ҫултанпа театр сцени ҫинче ҫулсерен М. Д. Михайлов ячӗллӗ Тӗнчери опера фестивалӗ иртет, 1997 ҫултанпа — ҫулсерен Тӗнчери балет фестивалӗ.
2020 ҫулта Н. А. Римский-Корсаковӑн «Царская невеста» постановки (дирижёрӗ — Д. Н. Банаев, режиссёрӗ — С. И. Шепелев) «Пулӑм» номинацире «Онегин» наци опера премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ[5].
2024 ҫулта театр опера спектаклӗсене лартнӑ ҫӗрте ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑшӑн «Онегин» IX Наци опера премийӗн эксперт канашӗнчен Р. Сагдиевӑн «Тӗп ыйту» спектакльшӗн ятарлӑ парнине тивӗҫнӗ[6].
2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче театрӑн директорӗ Андрей Попов театртан каясси пирки официаллӑ пӗлтернӗ[7].
Репертуар
Опера
Театр репертуарне тӑван ҫӗршыв тата ют ҫӗршыв опера классикин хайлавӗсем[8] кӗреҫҫӗ. Б. С. Марков 30 ытла опера, оперетта, музыка камичӗсене лартнӑ, вӗсен хушшинче: «Евгений Онегин» П. И. Чайковский (1961), «Хамӑръял» Ф. С. Васильев (1962), «Татнӑ вальс», «Поэт чӗри» А. В. Асламас (1963), «Кармен» Ж. Бизе (1972) тата ыттисем те[2].
Театрта ҫавӑн пекех ҫак оперӑсене лартнӑ: «Алеко» С. В. Рахманинов тата «Паяцы» Р. Леонкавалло, «Севильский цирюльник» Дж. Россини, «Тоска» тата «Мадам Баттерфляй» Дж. Пуччини, «Риголетто», «Травиата», «Трубадур» тата «Бал-маскарад» Дж. Верди, «Пиковая дама» тата «Иоланта» П. И. Чайковский, «Борис Годунов» М. П. Мусоргский, «Князь Игорь» А. П. Бородин, «Царская невеста» Н. А. Римский-Корсаков, «Свадьба Фигаро» Моцарт, «Сельская честь» П. Масканьи, «Сказки Гофмана» Ж. Оффенбах.
Труппа репертуарне ҫавӑн пекех «Граф Люксембург», «Летучая мышь», «Принцесса цирка», «Сильва», «Марица» опереттӑсем кӗреҫҫӗ.
Балет
Театрӑн балет труппин постановкисен никӗсӗ — классика репертуарӗ[8] («Баядерка» тата «Дон Кихот» Л. Минкус, «Лебединое озеро», «Спящая красавица» тата «Щелкунчик» П. И. Чайковский, «Золушка» тата «Ромеопа Джульетта» С. Прокофьев). Театрӑн пӗрремӗш балет спектакльне — А. Аданӑн «Жизельне» — 1967 ҫулта лартнӑ. 1970 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Ф. С. Васильевӑн «Сарпике» балет премьери иртнӗ, вӑл чӑвашсен пӗрремӗш наци балечӗ пулса тӑнӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан театр сцени ҫине композиторӑн тепӗр балетне — «Арҫури» — кӑларнӑ. Малалла наци хореографи репертуарне В. А. Ходяшевӑн «Чудесная вышивальщица» (А. Андреев лартнӑ), А. Н. Лоцеван «Укаслу» (В. А. Бударин лартнӑ) балечӗсемпе, А. П. Галкинӑн «Пӳрнеске» (В. А. Бударин лартнӑ) ачасен балечӗпе пуянлатнӑ. парнеленӗ. 2007 ҫулта Чӑваш Республикин Президенчӗн гранчӗпе А. Н. Лоцеван «Каҫхи шурӑмпуҫ ҫути» наци балетне лартнӑ.
Театрӑн балет спектаклӗсен шутӗнче ҫавӑн пекех «Вальпургиева ночь» («Фауст» оперӑран), «Дама с камелиями», «Женитьба Бальзаминова», «Кармен-сюита», «Конёк-Горбунок», «Лолита», «Любовь под вязами», «Нунча», «Приключения доктора Айболита», «Тысяча и одна ночь».
Ачасем валли хатӗрленӗ спектакльсем
«Али-Баба», «Алые паруса», «Хрустальный башмачок», «Кентервильское привидение», «Теремок», «Бременские музыканты», «Снежная королева»[8].
Ӑнлантарусем
- ^ Как Чебоксары чуть не стали центром советского балета — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Альбертовна, Алена. 100 лет со дня рождения Бориса Маркова, заслуженного деятеля искусств РСФСР, народного артиста РСФСР - Чувашский академический драматический театр (2024-03-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Волга Опера в Чебоксарах (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Чувашский театр оперы и балета. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 2020 (выр.). oneginaward.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 2024 (выр.). oneginaward.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Общее собрание коллектива (2026-08-07). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Волга Опера | Официальный сайт(паллӑ мар). Волга Опера. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
Каçăсем
- Театр сайчĕ
- В.Давыдов-Анатри Борис Марков пирки
- Гала-концертом завершился оперный фестиваль в Чувашии 2012 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Гала-концерт в селе Аликово 2011 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Культура: Чăваш артисчĕсем Европăран таврăннă
- Оперăпа балет театрĕ сезона «Нарспи» оперăпа уçĕ
- Çĕнĕ «Кĕлпикене» нимĕçсем те килĕштернĕ
- Оперӑпа балет театрне хӑтлӑх кӗртме 13 миллион тенкӗ уйӑрнӑ
- Театр умӗнче чӑваш орнаменчӗ пулӗ
- Фестивальти «Сарпике» балет: «чӑнах та кӑсӑклӑ»
- Оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырнӑ