Раççей патшалăхĕн академи Большой теа́трĕ (ГАБТ), Раççей патшалăхĕн академи оперăпа балет театрĕ, е ахальрех Больщой теа́тр — Раççейри чи пысăк тата мĕнпур тĕнчери оперăпабалеттеатрĕсем хушшинче чаплисенчен пĕри. Мускав варринче, Театр лапамĕнче, вырнаçнă.
Театăрăн кун-çулне 1776 çулхи пуш уйăхĕнчен — «театрти тĕрлĕ кăтартусене, çаплах концертсене, воксалсене тата маскарадсене» тытса тăма Екатерина II хĕрарăм патша ырă кăмăлĕпе килĕшнипе кĕпернепрокурорĕПётр Васильевич Урусов кнеç пуçарнинчен — шутлаççĕ. Кнеç театр никĕсне Петровка урамĕнче (Неглинкăн сылтăм çыранĕнче) хывать — çавăнпа ăна Петĕр театрĕ тенĕ. Анчах та Урусов театрĕ уçăлаччинех çунать, кнеç вара ĕçне хăйĕн компаньонне, акăлчан ĕç çыннине Майкл (Михаил) Медокса куçарса парать. Медокс ĕнтĕ Мăн Петĕр театрне туса лартать.
Медоксăн Петĕр театрĕ 25 çул хушши тăрать — 1805 çулхи юпа, 8 вут çулăма каять. Çĕнĕ çурта К. И. Росси Арбат лапамĕнче туса лартать. Вăл та, йывăçран хăпартнăскер, 1812 çулта, Наполеон ахăр саманинче, кăвайта кĕрет.
Театр 1825 çулхи кăрлачăн 6 (18)-мĕшĕнче «Торжество муз» лартнипе уçăлать.
1842 çулта театр император театрĕсен петербургри дирекцин йышне кĕрет; Петербургран Мускава опера труппи куçса килет.
1853 çулта, пуш уйăхĕн 11мĕшĕнче театр каллех çунать; тулаш чул хӳмисемпе тĕп енĕн колоннади кăна çулăмран сыхланса юлать. Виçĕ çул тăршшинче театр керменне А. К. Кавос архитектор етсе пынипе çĕнĕрен хываççĕ. Пушарта пĕтнĕ алебастртан хайланă Аполлон скульптури вырăнне кĕме портикĕ умĕнче Петр Клодтăн бронзăллă квадригине лартнă. Фронтонĕнче гипсран ăсталанă икĕ пуçлă ăмăрткайăк — Раççей империн патшалăх символне — вырнаçтарнă. Театр хăйĕн алăкĕсене 1856 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче уçать.
2005 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Большой театрăн тĕп сценине реконструкцине куçараççĕ. Теп сцена çинче хупăниччен юлашкинче (2005 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче) Мусоргскин «Борис Годунов» оперине кăтартаççĕ. Уçăлассине кĕтмелли вăхăт — 2011 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Глинкăн«Руслан и Людмила» (режиссёр-постановщик — Дмитрий Черняков) оперипе уçма палăртнă.
2009 çулта Раççей ПТК ытла нумай тăкаланă пирки пуçилӳ ĕçне пуçарать[2]. По данным Счётной палаты, за период реконструкции Большого театра её стоимость выросла в 16 раз[3].