Юпа, 28
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери анимаци кунӗ[1].
Греци — Охи кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Ҫар авиацийӗн кунӗ[2].
Раҫҫей Федерацийӗ — Асаттесемпе асаннесен кунӗ[3].
Пулăмсем
- 1628 — Ла-Рошель, франци протестантизмĕн тĕп тытăмĕ, парăнать
- 1886 — Бедлоу утравĕ çинче Çĕнĕ Йорк бухтинче Ирӗклӗх статуйине (капăрл.) уçнă
- 1893 — Пётр Чайковский виличчен вуннă кун маларах Петербургра пурăнакансем пĕрремĕш ăстрăм унăн Патетика симфонине итленĕ
- 1918 — Австро-Венгри арканăвĕ: ирĕклĕ чехословак патшалăхĕ çуралать
- 1919 — АПШ конгресĕ «типĕ саккуна» йышăнать
- 1941 — Франклин Рузвельт СССР çине ленд-лиз саккунăн сĕмне сарать
- 1942 — Нальчике нимĕç нацисчĕсен çарĕсем оккупацине илнĕ.
- 1965 — Иккĕмĕш Ватикан соборĕ: Nostra Ætate деклараципе еврей халăхĕн Христос пирки айăплăхне сирнĕ
- 1995 — Баку метровĕнче электропуйăса вут хыпса илнĕ, 289 çын пĕтнĕ
- 2005 — Францире пăлхавсем пуçланнă. Пăлхавсем малтан Парисĕн çурçĕр енчен пуçланса пĕтĕм патшалăха ярса илнĕ. Çавăн пекех Бельгипе Германине те кăштих ярса илнĕ.
Ҫуралнӑ
- 1922 — Воробьёв Алексей Александрович, сăвăç.
- 1936 — Овчаров Виктор Викторович, сăвăç, тăлмач.
- 1957 — Рымбаева Роза Куанышевна, совет саманин тата Казахстанӑн эстрада юрӑҫи, кино актриси, педагог.
- 1921 — Ортикова Екатерина Михайловна, совет тапхӑрӗнчи торф кӑларакан рабочи, стахановка, патшалӑх тата обшество ӗҫченӗ.
Вилнĕ
- 1704 — Джон Локк, британи вĕрентекенĕпе философĕ, эмпиризм тата либерализм элчи.
- 1912 — Исикава Такубоку, паллă яппун çыравçи.
- 1969 — Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорăн ĕçне малалла тăсаканĕ.
- 2005 — Назарова Маргарита Петровна, тигрсен укротительници, артистка.
Ӑнлантарусем
- ^ International Animation Day — 28th October , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи копийӗ АСИФА
- ^ Масштабные манёвры и новое вооружение: как встретили 2020 год пилоты армейской авиации
- ^ День бабушек и дедушек. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.