Пӗтӗм тӗнчери анимаци кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери анимаци кунӗ (акăл. International Animation Day) — анимаципе е мультипликаци ӳнерӗпе апла е капла ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынсен тӗнче шайӗнчи уявӗ. Ҫулсерен юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв историйӗ
«Пӗтӗм тӗнчери анимаци кунне» уявламалли куна ӑнсӑртран суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫак кун 1892 ҫулта Францири ӳнерҫӗ тата изобретатель Эмиль Рейно Парижри Гревен музейӗн «Фантастика кабинечӗ» залне пухӑннӑ халӑха «ҫутатса тӑракан пантомимӑсем» (экран ҫинче курӑнакан хусканакан ӳкерчӗксем, е ансатла каласан — мультфильмсем) кӑтартнӑ.
Анимацин аван вӑхӑчӗсем те, чаплах маррисем те пулнӑ. 1894 ҫулта ӳкернӗ ӳкерчӗксем ҫинчен вӑхӑтлӑха маннӑ, анчах та хускануллӑ ӳкерчӗксен шухӑшне Люмьер тӑвансен изобретенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫинчен каллех аса илнӗ. Каярахпа, компьютерсемпе анлӑ усӑ курма пуҫласан компьютер анимацийӗ ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак технологисем ҫав тери вӑйлӑ аталанса кайнӑ, пӗлмен ҫынна экран ҫинче мӗн курнине уйӑрма та йывӑр — унта чӑн-чӑн ҫын-и е ӳкернӗ анимаци-и?
2002 ҫулта «Пӗтӗм тӗнчери анимациллӗ фильмсен ассоциацийӗ» (акăл. The International Animated Film Association, ASIFA) е «АСИФА» (уйрӑммӑн палӑртсан, унӑн Парижри уйрӑмӗ) Эмиль Рено хӑйӗн изобретенине халӑх умӗнче кӑтартнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа ҫак уява йӗркеленӗ.
Пӗтӗм тӗнчери анимаци кунӗ умӗн тӗнчен мӗнпур кӗтесӗнчи художник-аниматорсем хӑйсен фильмӗсен программисем пирки каласа параҫҫӗ, ӳкернӗ хайлавӗсене хӑтласа премьерӑсем ирттереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра кунашкал анимаци киносеансӗсем пӗр вӑхӑтрах тӗнчери 104 ҫӗршывра, ҫав шутра Раҫҫей Федерацинче те, иртеҫҫӗ.
Истори тӗлӗшӗнчен хутпа ҫирӗплетнӗ анимаци (мультипликаци) ҫуралнӑ маларахри кун пирки каласа пани вырӑнлӑ. Ҫак ӳнер тӗсне пуҫарса янӑскерсем тесе шутланакан французсем анимаци 1877 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шӑп ҫав кунне хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Франци изобретателӗ Эмиль Рейно (фр. Emile Reynaud) праксиноскопа патентланӑ. Кӑшт маларах, 1877 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче, Эмиль Рейно Франци академин пайташӗсен умӗнче доклад каланӑ та праксиноскоп (акăл. praxinoscope) кӑтартнӑ. Аппарата печени курупкинчен тата тӗкӗрлӗ параппанран пуҫтарнӑ пулнӑ, унпа усӑ курса витӗр курӑнакан хӑю ҫинчи фазӑллӑ ӳкерчӗксем пӑхма май пулнӑ, ҫапла вара куҫа хусканусем курӑннӑ.
Ҫапла вара мультипликаци ӳнерӗ кино жанрӗнчен 20 ҫула яхӑн аслӑрах. Анимаци тата ача-пӑча тематикин темиҫе сайчӗ пуҫарупу тухнӑ, вӗсем шӑпах ҫак кунта, ҫурлан 30-мӗшӗнче, Раҫҫейре «Мультипликаци кунӗ» ҫӗнӗ професси уявне кӗртме сӗннӗ. Пуҫарӑва РФ Кинематографистсен союзӗн ертӳлӗхӗ, Раҫҫей анимацийӗн ӑстисем тата студийӗсем, темиҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗ, нумай пинлӗ аудиториллӗ вун-вун интернет-сайт администрацийӗ ырланӑ, уява сӗннине пулӑшас тӗллевпе 1000 ҫын ытла алӑ пуснине пуҫтарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви условисем тупӑнсан Раҫҫейре мультипликаци кунне кӗртмешкӗн пулӑшма хатӗррине палӑртнӑ[1].