Сарпике (балет)
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
«Сарпике» балет — сцена ҫинче лартнӑ пӗрремӗш чӑваш балечӗ. 1970 ҫулта Чӑваш музыкӑпа драма театрӗнче лартнӑ[1]. Либреттона Ефим Никитин драматург юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ[2]. Балетра Сарпикепе Сартиван каччӑн юратӑвне, вӗсен телейне таптама хӑтланакан Сахха тухатмӑш усал ӗҫӗсене сӑнарласа панӑ.
Истори
Балетӑн премьери 1970 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗ 50 ҫул тултарнине халалланӑ уяв мероприятийӗсен шутӗнче иртнӗ[3]. Балет наци академи хореографи ӳнерӗн никӗсне хывнӑ, унта халӑх ташшипе классика ташши ҫураҫса килӗшсе тӑраҫҫӗ[4].
Пӗрремӗш спектаклӗн балетмейстер-постановщикӗсем — Н. Н. Никифоров, В. Ф. Богданов; ӳнерҫи — С. А. Умнов; хормейстерӗ — А. А. Фишер; дирижёрӗ — П. Ф. Филиппов. Сарпике сӑнарне Галина Васильева калӑпланӑ, Сартиван — Александр Фёдоров, Сахха — Лариса Ивановская; Эсремет — Николай Никифоров, Савалей — Геннадий Щербинин[5].
Пӗрремӗш спектаклӗн сценографине те илемлӗ, хӑйевӗрлӗ калӑпланӑ: сцена хыҫӗ нота тетрачӗн страницисене сӑнарланӑ, вӗсенчен, кӗнекерен тухнӑ пек, сӑнсем тухнӑ. Костюмсем халах тумтирӗпе эрешӗсене имитациленӗ, пуантсене ҫӑпатапа тӑла евӗр калӑпланӑ, пусмисене эрешленӗ[3].
«Сарпике» балетӑн ҫӗнӗ версийӗсене 1978, 1986, 2012 ҫулсенче лартнӑ. Малтанхи иккӗшӗн либретто авторӗ Е. Н. Никитин пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗн — Е. Н. Никитин тата Р. Г. Ибатуллин (Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн балетмейстер-постановщикӗ), тӑваттӑмӗшӗн — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстер-постановщикӗ Е. Г. Лемешевская[5], четвёртой — балетмейстер-постановщик Чувашского государственного театра оперы и балета Е. Г. Лемешевская[1].
Хальхи постановка
2012 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш балечӗ 45 ҫул тултарнине халалланӑ XVI Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗнче «Сарпике» балетӑн ҫӗнӗ версине кӑтартнӑ. Фестиваль программинче ҫавӑн пекех тата икӗ наци балечӗ пулнӑ: Коми Республикин оперӑпа балет театрӗн «Яг-Морт» (Я. Перепелица) тата Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Шурале» (Ф. Яруллин)[6][7].
Балетмейстер-постановщик — Е. Лемешевская; художник-постановщик — В. В. Фёдоров; музыка ертӳҫи — О. С. Нестерова; ҫутӑ ӳнерҫи — А. Кельганов, Сарпике — Чӑваш Республикин халӑх артистки Татьяна Альпидовская, Сартиван — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Айдар Хисамутдинов, Сахха — Анастасия Абрамова, Эсремет — Алмаз Ахметзянов.
«Сарпике» балетӑн кӗввипе ӗҫлеме Анна Стрельникова Мускав композиторне чӗннӗ. Вӑл чӑваш халӑх юрри-кӗввине тӗпчесе темиҫе курӑну хушса ҫырнӑ. Спектакль оригиналтан 30 минут вӑрӑмрах пулса тухнӑ[8].
Спектаклӗн художникӗ Валентин Фёдоров каланӑ тӑрӑх, мифологипе наци символикине этнофутуризм мелӗпе кӑтартса панӑ. Ҫӑмӑллӑх кӳрекен, вӗҫеве ҫывӑх тумтирсене шифонран ҫӗленӗ, вӗсене батик мелӗпе алӑ вӗҫҫӗн ӳкерсе илемлетнӗ[8].
Спектакль сюжечӗ ансат: хӑйӗн юратнӑ каччине ҫӑлас тесе тем тума та хатӗр чӑваш хӗрӗ ҫинчен. Анчах та ҫак ансат историне хитре, кӑсӑк тата илӗртӳллӗ кӑтартмалла — ҫакӑн пек тӗллев лартрӑм хам ума. Ҫӗнӗ ташӑсем шухӑшласа кӑларнӑ чух чӑваш тавракурӑмне, чӑваш ташшин илемне сыхласа хӑварасси малти вырӑнта пулчӗ. Сӑмахран, Сарпикене ҫӳлелле йӑтнӑ чух унӑн кӗпи ҫӗкленмелле мар, балетра вара ун пекки пулкалать[9].Е. Г. Лемешевская хореограф
Ку балет пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, вӑл чӑваш юрри-кӗввинчен, илемлӗ чӑваш ташшисенчен тӑрать. Унӑн тӗп шухӑшӗ — юрату темле чӑрмава та, темле йывӑрлӑха те ҫӗнтерет. Ҫак туйӑма кашни ҫын, кашни куракан ӑнланасса шанас килет[10].О. С. Нестерова дирижёр
Либретто
Чӑваш халапӗсем ҫинче никӗсленнӗ балет сюжечӗ ҫутӑпа тӗксӗмлӗхӗн ӗмӗрлӗх кӗрешӗвне тата ҫутӑ ҫавах ҫӗнтернине уҫса парать. Сарпике чипер пикепе Сартиван каччӑ, пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑскерсем, хӑйсен таса юратӑвне ӗмӗрне те сутмасса тупа тунӑ. Анчах вӗсен телейне усал амаҫури Сахха тата унпа пӗр каварлӑ Эсремет, вӑрман чӑтлӑхӗсен хуҫи, чӑрмантарма хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем тем пек усал ӗҫ тусан, тухатласан та юрату ҫӗнтерет[11].
Пӗрремӗш акт
Пӗрремӗш курӑну
Аташса кайнӑ шуйттан ҫурисем ӗҫчен, мирлӗ ҫынсем пурӑнакан ял патне пыраҫҫӗ. Уҫланкӑра яш-кӗрӗм савӑнать, вӗсен хушшинче — савнӑ мӑшӑр: Сарпике чиперккепе Сартиван каччӑ. Хӑйсен канӑҫне сыхласа ял ҫыннисем усалсене пилеш турачӗсемпе хӑваласа яраҫҫӗ[12].
Иккӗмӗш курӑну
Шуйттан ҫурисем Сахха аппӑшне тата ашшӗне — вилӗм туррине — Эсремете пӗтӗмпех каласа пама хӑйсен вӑрманне васкаҫҫӗ. Сарпикепе Сартиван ҫинчен каласа панине илтсен Сахха ҫын телейне ӑмсанать, ҫӗр ҫинчи юрату ҫинчен ӗмӗтленет. Анчах вилӗм турри Эсремет ҫынсен пурнӑҫӗнчи килӗшӳлӗхпе юратӑва хӑваласа яма, вӗсен хушшине хуйхӑпа харкашу акма, вилӗмлисен савӑнӑҫне тӗксӗмлетме шухӑш тытать. Хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫа кӗртме вӑл Саххана чӑваш хӗрӗ туса ҫав яла ярать. Шуйттан ҫурисем ӑна ҫул кӑтартаҫҫӗ[12].
Виҫҫӗмӗш курӑну
Чӑваш ялӗнчи ир. Халӑх вӑранать, ачасем чупса тухаҫҫӗ. Сарпике пырса тухать. Сартиван савӑнса ташша ярать, пурне те унӑн савӑнӑҫне пайлама чӗнет.
Пӗр-пӗринпе киленекен Сарпикепе Сартиван вӗсене Саххапа шуйттан ҫурисем кӗтсе тӑракан вӑрман патне ҫывхарнине те асӑрхамаҫҫӗ. Савнисене уйӑрас тесе Сахха хӗре тухатланӑ лилисен илемӗпе илӗртет. Ҫамрӑкӑн ӑс-тӑнне минретсе тухатмӑш ӑна тӗттӗм вӑрмана илсе каять.
Сарпике савнийӗ ҫухалнине курса, кунта усал вӑйсӑр пулманнине ӑнланса, ӑна кирек мӗнле хакпа та ҫӑлма шутлать, Сартивана шырама тухса каять[12].
Иккӗмӗш акт
Тӑваттӑмӗш курӑну
Каҫ ӗнтрӗкӗ. Усал-тӗселӗн йӑви. Шуйттан ҫурисем Сартивана сыхлаҫҫӗ. Сахха каччӑра хӑй ӗмӗтленнӗ юратӑва вӑратма пӗтӗм вӑйӗпе тӑрӑшать, анчах ҫаплипех хирӗҫле туйӑм кӗтсе илеймест. Сарпике таҫта ҫывӑхрах пулнине сиссе, Сахха Сартивана ирӗксӗрлесех хӑйне качча илтерме, ҫапла вара юратакан чӗресене аркатма шутлать[12].
Пиллӗкмӗш курӑну
Шыра-шыра халтан кайнӑ Сарпике савнийӗпе тӗлпулас шанчӑка ҫухатмасть. Анчах тухатланӑ лилисем каллех ун ҫулне пӳлеҫҫӗ, ҫултан пӑрса тӳрремӗн Эсремет патне илсе ҫитереҫҫӗ. Савнисен хуйхи-суйхипе, уйрӑлӑвӗпе киленсе, ҫӗнтерӳпе киленсе шуйттансем анкӑ-минкӗ ташӑ пуҫлаҫҫӗ. Сарпике умне Сахха ытамӗнчи ним те астуман Сартиван тухса тӑрать. Сарпикен юратӑвӗ, унӑн вӗри куҫҫулӗсем ҫеҫ Сартивана чӑнлӑха тавӑраҫҫӗ, ӑна шуйттан тухатӑвне сирсе пӑрахма пулӑшаҫҫӗ. Таса мар вӑйсем эйфорире пулнипе усӑ курса савнисем тарма тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫухалнине курса усал-тӗсел хыҫран ыткӑнать[12].
Улттӑмӗш курӑну
Яла чупса ҫитсен Сарпикепе Сартиван хӑйсене хӑрушсӑрлӑхра туяҫҫӗ. Вӗсене хӑваласа ҫитнӗ шуйттансем те иккӗшӗн телейне аркатма вӑй ҫитереймеҫҫӗ. Этем юратӑвӗн аслӑ вӑйӗпе, ял ҫыннисен туслӑхӗпе тӗл пулса, чан сассипе сехӗрленсе ӳкнӗ тӗттӗм вӑйсем сирӗлеҫҫӗ те ҫынсен пурнӑҫӗнчен тӗппипех ҫухалаҫҫӗ[12].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ.
- «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсӗн лауреачӗ («Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинацире, 2013).
- «Болдинская осень» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале хутшӑннӑ (Чулхула, 2014)[12].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Артемьев Юрий Михайлович, Геворкян Валентина Владимировна, Фомин Эдуард Валентинович, Чернова Лия Васильевна. Периферийные жанры чувашской литературы: либретто балетной постановки // Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — 2018. — № 3 (99).
- ^ Никитин Е. Сарбиге. Чувашское книжное издательство (1966). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Государственный исторический архив Чувашской Республики (англ.). giachr.kaisa.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Сарпиге. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики » Сарпиге. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Союз театральных деятелей Чувашской Республики » Публикации » Сарпиге и лесные чудища (выр.). std-chuvashia.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Букет легенд и преданий — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Первый чувашский балет - «Сарпиге», получил новую жизнь - ГТРК Чувашия (выр.). chgtrk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Три национальных балета покажут на одной сцене(паллӑ мар). moygorod.online. Мой город. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Первый чувашский балет "Сарпиге" открыл Театральный марафон в Пензе - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ «Сарпиге» Ф. Васильев - Чувашский государственный театр оперы и балета. opera21.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Сарпиге | Волга Опера. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
Вуламалли
Артемьев Юрий Михайлович, Геворкян Валентина Владимировна, Фомин Эдуард Валентинович, Чернова Лия Васильевна. Периферийные жанры чувашской литературы: либретто балетной постановки // Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — 2018. — № 3 (99).