Никитин Ефим Никитич

Никитин Ефим Никитич (1912 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Арапуҫ, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ2000 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей артисчӗ, режиссёрӗ, драматургӗ, публицисчӗ.

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1953), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1968), РСФСР халӑх артисчӗ (1975). 1972 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗ) Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ленинградри сцена ӳнерӗн театр техникумӗнче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗн актёр уйрӑмне тата Дон-ҫи-Ростовра режиссёр курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. 1933—1940-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёр, режиссёр ассистенчӗ, режиссёр, актёр-пукане ӑсти, 1940-мӗш ҫултан Чӑваш патшалӑх 2-мӗш колхоз театрӗнче (Комсомольски ялӗ) илемлӗх ертӳҫи тата актёр пулса ӗҫленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Анӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, ҫыхӑну уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ. 1942 ҫулта аманнӑ, демобилизациленӗ[2].

Ҫӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланнӑ, «Восход» ирӗклӗ спорт обществин Тӗп канашӗн чемпионӗ, тӑршшӗне сикес енӗпе темиҫе хутчен те Чӑваш АССР чемпионӗ тата рекордсменӗ пулнӑ[2].

1943—2000 ҫулсенче — К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ.

2000 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[3].

Пултарулӑх

300 ытла камит тата драма рольне калӑпланӑ. Пысӑк мар эпизодсен ӑсти, вӗсене вӑл сцена ҫинчи ҫутӑ миниатюрӑсем туса хунӑ, эстрада номерӗсем калӑпланӑ. Унӑн сӑнарӗсенче камит гаммин пуянлӑхӗ — ҫемҫе юмортан пуҫласа сатира таранах — уҫӑмлӑн курӑнать. Режиссёр пулса чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче 30 ытла спектакль лартнӑ. Хӑйпултарулӑх театр коллективӗсене ертсе пынӑ. Чӑвашла илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, теле- тата радиопостановкӑсене тата сасӑ ҫырас ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе Чӑваш радиора ачасем валли пьеса-юмахсем ҫырнӑ, унта вӑл тӗп рольсене калӑпланӑ. Кӗлпук Мучи юмахҫӑ пулнӑ май радиопа «Каҫхи юмах» передачӑсенче юмах вуланӑ, радиофильмсем хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.

15 пьесӑпа 12 кӗнеке авторӗ: «Сарпике» (1961, 1966), «Вӑрланӑ пике» (1980), «Хуняма» (1982) тата ытти те. Унӑн пьесисене чӑваш театрӗсем лартнӑ: 2-мӗш Чӑваш колхоз театрӗнче — «Тӑван ҫӗршывшӑн» (1941); К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче — «Сарпике» (1955), «Кӗтмен тӗлпулу» тата «Вӑрланӑ хӗр» (1990); Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче — «Сарпике юрри» (1961), «Юрату юрри» (1968)), «Сарпике» (1991); Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче — «Кукша Иван» (1940), «Шӑнкӑрав хыҫҫӑн»[1].

Театрти ӗҫӗсем

  • Король («Матроспа Школяр», Г.-Х. Андерсен, 1935);
  • Труффальдино («Икӗ хуҫан тарҫи», К. Гольдони, 1939);
  • Тӑхтаман («Нарспи», К. В. Иванов, 1941);
  • Мӑрсай (П. Н. Осипов, «Кушар», 1946, 1971);
  • Африкан Коршунов («Ҫуклӑх кӑлтӑк мар», А. Н. Островский, 1948);
  • Михаля («Константин Иванов», И. С. Максимов-Кошкинский, 1948);
  • Хлопов («Ревизор», Н. В. Гоголь, 1952);
  • Тухатмӑш («Хӗвел чечекӗ», И. С. Тукташ, 1949);
  • Айтар (П. Н. Осипов, «Айтар», 1948);
  • Эрех Ваҫҫи («Икӗ каччӑн — пӗр шухӑш», П. Н. Осипов, 1959);
  • Куҫак (1955) тата Йӑкӑнат (1974) («Кай, кай Ивана», Н. С. Айзман) тата ыттисем те[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Чӑваш Республикинчи, Вӑрмар районӗнчи тата тӑван ялӗнчи вулавӑшсенче артиста асӑнса каҫсем ирттереҫҫӗ[6][7][8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Г. В. Кириллов. Никитин Ефим Никитич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Ефим Никитин. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Дед Кельбук - Кельбук мучи останется в памяти чувашского народа (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (27 юпан 2000). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 17 октября 1975
  6. ^ В память о Ефиме Никитине (выр.). www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ Театр кукол принял участие в торжествах, посвященных 105-летию со дня рождения заслуженного артиста Российской Федерации Ефима Никитина - Чувашский государственный театр кукол (2017-03-23). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  8. ^ День памяти «Эсĕ  ĕмĕрех асра» — Урмарская центральная библиотека(паллӑ мар). urmary-bibl.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Никитин, Е. Н. Маншӑн пулсан — хут купӑс : асаилӳ, пьесӑсем / Е. Н. Никитин; [Г. В. Кириллов пухса хатӗрленӗ ; художникӗ Д. В. Литаврин]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2018. — 237, [2] с., [12] л. ил.
  • Никитин, Е. Н. Не стареет душа молодая : [автобиогр. очерк] / Е. Н. Никитин; [пер. с подстрочника И. Е. Егоровой (Никитиной); худож. ред. В. А. Ендеров]. — 2-е изд., испр. — Чебоксары : [ЧГИГН], 2017. — 77 с., [4] л. ил. : портр., фот.
  • Австрийская, О. «Маншӑн пулсан — хут купӑс» / О. Австрийская // Сувар (Тутарстан). — 2018. — 12 юпа/октябрь (№ 40). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Григорьева, М. «Куҫпа пӑталанса итлеттӗмӗр ӑна…» : ЧАССР, РСФСР тава тивӗҫлӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ Ефим Никитин (1912—2000) ҫуралнӑранпа ҫак кунсенче 100 ҫул ҫитрӗ / М. Григорьева // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2012. — 24-30 пуш (№ 11). — С. 10.
  • Дорофеева-Миро, Т. Ефим Никитин — чӑваш халӑх театрӗн ҫӑлтӑрӗ / Т. Дорофеева-Миро. // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2022. — 1 ака/апрель (№ 12). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Егоров, В. Шӳт ӑстипе асӑрханса калаҫрӑм / В. Егоров // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2014. — 17 ҫу (№ 19). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Казанов, А. Куҫ умӗнчех артист-ентешӗм… / А. Казанов // Хыпар. — 2012. — 17 ака. — С. 4 : фот.
  • Кӗлпук Мучи спортра та маххӑ паман // Хыпар. — 2011. — 7 ҫӗртме. — С. 3. — (Клипs : хушма кӑларӑм / кӑларӑма М. Генов хатӗрленӗ ; № 2).
  • Кириллов, Г. «Ӗмӗр пурӑнассишӗн…» : РСФСР тава тивӗҫлӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Ефим Никитич Никитин (Кӗлпук Мучи) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ / Г. Кириллов // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 3. — С. 77-81 : фот.
  • Лукина, Е. Кулӑш ӑстисен патши / Е. Лукина ; Е. Лукина сӑн ӳкерчӗкӗсем // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2014. — 19 авӑн (№ 38). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Максимова, И. Пирӗн ентеш — Ефим Никитин / И. Максимова // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2022. — 18 пуш/март (№ 10). — С. 6.
  • Михайлова, Э. Артист пулмах ҫуралнӑ / Э. Михайлова // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2017. — 18 юпа. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Никитин, Е. Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар : аса илӳ / Е. Никитин // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 3. — С. 82-104 ; № 4. — С. 98-112.
  • Никитин, Е. Н. Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар : [хӑй ҫинчен каласа пани] / Е. Никитин. // Тӑван Атӑл. — 2022. — № 3 (пуш/март). — С. 88-109 : сӑн ӳкерчӗк ; Тӑван Атӑл. — 2022. — № 4 (ака/апрель). — С. 91-119 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Петрова, Н. Н. Тӗрлӗ енлӗ артист / Н. Петрова // Елчӗк ен. — 2022. — 1 ака (№ 12). — С. 12 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Прокопьев, О. Кӗлпук мучисӗр пурнӑҫ икӗ питлӗ / О. Прокопьев // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2007. — 20 ака (№ 15). — С. 7.
  • Пысӑк ҫухату : [Ефим Никитина асӑнни] // Капкӑн. — 2000. — № 21-22. — С. 14. — Фот.
  • «Рольсӗр юлни — чи пысӑк асап» // Хыпар. — 2017. — 14 пуш/март. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк. — (Культура / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  • Смирнова, Н. Кӗлпук мучи ҫӗнӗ ӗмӗре пурӑнса ҫитеймерӗ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2000. — 31 юпа. — С. 4.
  • Смирнова, Н. «Мӑрсая та вылярӑм, Айтара та сӑнларӑм…» / Н. Смирнова // Хыпар. — 2007. — 27 пуш. — С. 4.
  • Смирнова, Н. Нихҫан сӳнми ҫӑлтӑр / Н. Смирнова // Хыпар. — 2012. — 24 пуш. — С. 8.
  • Унӑн юмахӗсене юратса итленӗ // Хыпар. — 2021. — 9 ака/апрель. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Федоров, В. «Эпӗ вара концерт йӗркелӗп…» / В. Федоров // Хыпар. — 2000. — 8 раштав. — С. 4.
  • Афанасьев, П. Никитин Ефим Никитич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 289.
  • Деда Кельбука не заменил никто // Советская Чувашия. — 2012. — 21 марта. — С. 3.
  • Зайцев, Я. H. Никитин Ефим Никитич / Я. H. Зайцев // Мы — урмарцы : спр. имен / Я. H. Зайцев. — Чебоксары, 1997. -.Вып. 1. — 1997. — С. 121—122.
  • Кириллов, Г. В. Никитин Ефим Никитич (1912—2000) / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 152—157 : фот.
  • Кириллов, Г. В. Никитин Ефим Никитич / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 227—228.
  • Никитин Ефим Никитич // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 152—153.
  • Никитин Ефим Никитич : [некролог] // Советская Чувашия. — 2000. — 28 окт. — С. 6. — На снимке: Е. Н. Никитин.
  • Никитин Ефим Никитич // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 251.
  • Романов, П. В. Никитин Ефим Никитич / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары :Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 293.
  • Романова, Ф. Е. Н. Никитин : (к 60-летию со дня рождения) / Ф. Романова // Чувашское искусство : сб. ст. — Чебоксары, 1973. — Вып. 2. — С. 194—195.