Айзман Николай Спиридонович
Айзман Николай Спиридонович (1905 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ, Алькеш, Шупашкар вулӑсӗ, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1967 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, театр артисчӗ тата режиссёрӗ.
СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1939), Чăваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1940)[2].
Пурнăçĕ
1905 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Шупашкар муниципаллӑ округӗ) Алькеш ялӗнче (халӗ Шупашкар хулине кӗрет) ҫуралнӑ.
Н. Айзман Шупашкарти музыка училищинче (1925) вӗренме кӗнӗ, ҫулталӑкран Чӑваш драма театрӗ ҫумӗнчи драма студине (1926) куҫнӑ, унтаи И. А. Слободский ертсе пыракан патшалӑх драма студин курсне (1928) вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн пултарулӑх биографийӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе ҫыхӑннӑ. Актер, режиссер ассистенчӗ пулса ӗҫленӗ, кайран – режиссер (1927-1953). Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче 100 ытла роль калӑпланӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ.
Литература пултарулӑхне халӑх пултарулӑхӗн хайлавӗсене пухнинчен пуҫланӑ. Пӗрремӗш пичетленсе тухнӑ хайлав – «Йӑмраллӑ ял» пьеса. Чӑваш камит драматургийӗн аталанӑвне чылай тӳпе хывнӑ. 60 яхӑн драма хайлавӗҫырнӑ. Чи анлӑ сарӑлни — «Кай, кай Ивана» камит.
Тӗп кӑларӑмсем: «Кай, кай Ивана», «Лиза Короткова», «Патриотсем», «Алла алӑ ҫусан», «Вӑрман кайӑкӗсем», «Опера ҫурални», «Тӑватӑ ҫул иртсен», «Ҫулсем-йӗрсем», «Эх, пуҫана — ҫур ҫуна», пьесӑсем.
Ĕçĕсем
60 пьеса ытла çырнă. Вĕсене халĕ те театрсенче лартаççĕ. «Кай, кай Ивана» спектакле Чăваш Енре çеç мар, ытти респуликăсенче те лартаççĕ.
Чи паллă пьесисем
- "Кай, кай, Ивана!"
- «Йăмраллă ял» (1929)
- «Шав»
- «Театр»
- «Телейлĕ каç»
- «Тăшман çывăрмасть»
- тата ыттисем.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1940).
Астӑвӑм
- Н. Айзман ятне Шупашкар хулинчи урама панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Айзман Николай Спиридонович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Культурное наследие Чувашии
Вуламалли
- Театральная энциклопедия. Том 1/Глав. ред. С. С. Мокульский - М.: Советская энциклопедия, 1961.- 1214 стб. с илл., 12 л. илл.
- Сироткин М. Я., Очерк истории чувашской советской литературы. — Чебоксары, 1956.
- Краснов И., Николай Айзман — чǎвашла паллǎ драматургě // Тǎван Атǎл. — 1959.
- Андреев, А. Драматурги ăсти / А. Андреев, Н. Дедушкин // Айзман, Н. Кай, кай Ивана / Н. Айзман. – Шупашкар, 1975. – С. 5-10.
- Андреев, А. Искусство ăсти / А. Андреев // Ялав. – 1975. – № 12. – С. 27.
- Антонов, М. Пурнăç уттинчен юлман / М. Антонов // Коммунизм ялавĕ. – 1985. – 15 дек.
- Арланова, Е. Нихăçан та кивелмен, йăлăхтарман хайлавсен авторĕ / Е. Арланова // Хыпар. – 2005. – 21 раштав.
- Арланова, Е. Пултаруллӑ драматург : Н. С. Айзман ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май / Е. Арланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2010. – 18-24 раштав (№ 50). – С. 10.
- Арланова, Е. Пурнăç уттинчен юлмасăр / Е. Арланова // Тăван ен (Шупашкар р-нĕ). – 2005. – 17 раштав. – С. 7.
- Давыдов-Анатри, В. Тутлă çăкăр-тăвар // Давыдов-Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В. Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1981. – С. 92-95.
- Дедушкин, Н. Комеди – çивĕч хĕç пăшал // Дедушкин, Н. Кун-çул уттипе / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1975. – С. 206-211.
- Еливанова, Г. «Хăть те хăçан та «Кай, кай Ивана» спектакльте выляма пултаратăп...» / Г. Еливанова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2005. – 23 раштав. – С. 10.
- Молодов, И. Канăçсăр чунлăччĕ вăл / И. Молодов // Тăван Атăл. – 1985. – № 12. – С. 70-71.
- Николай Айзман // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2014. – [Т. 3] : Драматурги. – С. 209.
- Николай Айзман – чăваш Мольерĕ : аса илӳсем / Н. Смирнова çырса илнĕ // Хыпар. – 1995. – 15 раштав.
- Павлов, Н. Пьесăсемпе вĕсен авторĕ çинчен / Н. Павлов // Айзман, Н. Савниçĕм : пьесăсем / Н. Айзман. – Шупашкар, 1965. – С. 5-6.
- Пайкова, Т. Чӑваш халӑхӗн сӳнми ҫӑлтӑрӗ : (Н. С. Айзман ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ май) / Т. Пайкова // Лукоморье. – 2015. – 23 дек. (№ 6). – С. 7 : сӑн ӳкерчӗк. – (Чӑвашлӑх вучахӗ).
- Пирӗн театр ӑстисем : Шупашкар районӗнчен тухнӑ паллӑ артистсем, режиссерсем, драматургсем // Тӑван ен (Шупашкар р-нӗ). – 2010. – 26 пуш. – С. 7.
- Хусанкай, А. Николай Спиридонович Айзман : драматург, актер, режиссер / А. Хусанкай, С. Журавлев // Самант. – 2017. – № 7 (июль/утӑ). - С. 21-22 : сӑн ӳкерчӗксем. - См. текст
- Ырьят, А. Николай Айзман драматург / А. Ырьят // Канаш (Ульяновск обл.). – 2000. – 9 раштав.
- Айзман, А. Н. Написать комедию... : жизнеописание чувашского драматурга Николая Айзмана : биогр. роман // Айзман, А. Н. Прощальный поход / А. Н. Айзман. – Чебоксары, 2018. – С. 103-414.
- Афанасьев, П. Айзман Николай Спиридонович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 15-16.
- Давыдов-Анатри, В. Незабываемый Айзман / В. Давыдов-Анатри // Чăваш ен. – 1996. – 13-20 янв. (№ 3). – С. 8. - См. текст
- Давыдов-Анатри, В. Таким его помню / В. Давыдов-Анатри // Совет. Чувашия. – 1985. – 15 дек. – С. 3.
- Дедушкин, Н. Творчество чувашских драматургов // Дедушкин, Н. Чувашская литература периода Великой Отечественной войны / Н. Дедушкин. – Чебоксары, 1962. – С. 113-117.
- Левацкая, Л. Айзман пурнӑҫне сӑнласа парать : [Альберт Айзманӑн «Прощальный поход» кӗнеки ҫинчен] / Л. Левацкая // Сувар (Тутарстан). – 2018. – 20 утӑ/июль (№ 28). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Николаева, В. Г. Айзман Николай Спиридонович / В. Г. Николаева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 39
- Современная драматургия (1954-1964) // Проблема конфликта в чувашской драматургии. – Чебоксары, 1966. – С. 71-108.
- Ялгир, П. Айзман Николай Спиридонович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 8.