1953

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Çулсем
1949 1950 1951 1952 1953 1954 1955 1956 1957
Вунӑҫуллӑхсем
1930-мĕш1940-мĕш1950-мĕш1960-мĕш1970-мĕш
Ĕмĕрсем
XIX ĕмĕрXX ĕмĕрXXI ĕмĕр

1953 (пин те тӑхӑрҫӗр аллӑ виҫҫӗмӗш) ҫул (григориан календарӗпе — пуҫламӑшӗ кӗҫнерникун ҫине лекет). Вӑл пирӗн эрӑри 1953 ҫул, 1950-мӗш ҫулсен 4 ҫулӗ. Вӑл 73 ҫул каялла вӗҫленнӗ.

Пулӑмсем

Кӑрлач

  • Кӑрлач, 7 — Бэр кӳлли хӗрринче C-46 персе аннӑ — Айдахо штатӗнчи чи пысӑк (40 вилнӗ) пӑтӑрмах.
  • Кӑрлач, 13 — Совет Союзӗнче «тухтӑрсен» ӗҫӗпе арестлеме тытӑннӑ.
  • Кӑрлач, 15 — Египетри «Ирӗклӗ офицерсен» режимӗ «Пӗртӑван-мӑсӑльмансем» ассоциаци тата ХАДЕТУ марксизмла организаци пайташӗсене арестлеме тытӑннӑ[1].
  • Кӑрлач, 16 — Египет ҫарӗн тӗп ҫарпуҫӗ Мохаммед Нагиб декречӗпе Египетра мӗнпур политика парти ӗҫне чарнӑ.
Кӑрлачӑн 20-мӗшӗ: Дуайт Эйзенхауэр генерал — АПШ 34-мӗш президенчӗ

Нарӑс

  • Нарӑс, 10 — Египетӑн вӑхӑтлӑх конституцийӗ пичетленсе тухнӑ, унпа килӗшӳллӗн виҫӗ ҫул хушши влаҫ Революци ертӳлӗхӗн канашӗнче ҫирӗпленнӗ, аслӑ суверенитет ыйтӑвӗсене татса парассине ӑна панӑ[2].
  • Нарӑс, 11 — Тель-Авивра СССР посольствинче бомба сирпӗннӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗ Израильпе дипломати хутшӑнӑвӗсене татнӑ.
  • Нарӑс, 12Суданра кондоминиума пӑрахӑҫласси пирки акӑлчансемпе египетсем хушшинче килӗшӳ тунӑ[3].
  • Нарӑс, 14Мексика кӳлмекӗнчи DC-6 самолётпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
  • Нарӑс, 21ТАССР Пӗкӗлме облаҫне туса хунӑ.
  • Нарӑс, 28 — Фрэнсис Крикпа Джеймс Уотсон биологи историйӗнчи тӗп открытисенчен пӗрине — Дезоксирибонуклеинлӑ йӳҫекӗн тытӑмне — уҫнӑ.

Пуш

  • Пуш, 1 — Ирӗклӗх радио калаҫма пуҫланӑ.
  • Пуш, 5 — СССР КПСС ТК Секретарӗ Иосиф Виссарионович Сталин вилнӗ.
  • Пуш, 9Мускавра И. В. Сталина пытарни иртнӗ.
  • Пуш, 14 — СССР ТК Пленумӗ Г. М. Маленкова (СССР Министрсен Канашӗн Председательне лартнӑ май) тата А. Б. Аристова ТК секретарӗсен тивӗҫӗсенчен хӑтарнӑ. Пленум ЦК Секретариатне ҫак йыша суйланӑ: Н. С. Хрущёв, С. Д. Игнатьев, П. Н. Поспелов, М. А. Суслов, Н. Н. Шаталин[4][5].
  • Пуш, 15 — совет истребителӗсем Камчатка районӗнче СССР чиккине пӑснӑ АПШ СҪВ «РБ-50» самолёта тапӑннӑ.
  • Пуш, 20Калифорнири Альварадо ҫывӑхӗнче Skymaster Transocean Air Lines компанин Douglas C-54G-10-DO самолёчӗ персе аннӑ, 35 ҫын вилнӗ.
  • Пуш, 21 — СССР-та 20 ытла пысӑк стратегиллӗ объект строительствине чарса хунӑ: «материк — Сахалин» тоннель тата ытти.
  • Пуш, 27 — СССР-та миллиона яхӑн тӗрмере ларакансене, тӗпрен илсен, уголовниксене амнистиленӗ, «политикӑна пула хупнӑ» ҫынсене ку лекменнипе пӗрех.

Ака

  • Ака, 1 — СССР-та мӗнпур хаксене вӑтамран 10 % чакарнӑ.
  • Ака, 2 — Токио хулинче АПШ элчи Р. Мёрфи тата Японин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Кацуо Окадзаки Японипе АПШ хушшинчи туслӑх, суту-илӳ тата тинӗс ҫӳревӗ пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ.
  • Ака, 3 — СССР-та «Тухтӑрсен» ӗҫне чарса хунӑ.
  • Ака, 13 — Лаосра Патет Лао вӑйӗсем Вьетнамри «халӑхри ирӗклӗхшӗн кӗрешекенсемпе» пӗрле Самныа хулана ярса илнӗ[6].
  • Ака, 15Буэнос-Айресра Аргентина президенчӗ Хуан Перон халӑх умӗнче тухса калаҫнӑ чухне президент керменӗ умӗнче бомба сирпӗннӗ. 6 ҫын вилнӗ, 92 ҫын амантнӑ. Перон аманман.
  • Ака, 19 — Венесуэла наци конституци ассамблейи XX ӗмӗрти диктаторсен шутне кӗртнӗ Маркос Перес Хименес генерала ҫӗршыв президентне суйланӑ.
  • Ака, 19Лаосра Патет Лао вӑйӗсем Вьетнамри «халӑхри ирӗклӗхшӗн кӗрешекенсемпе» пӗрле Сиангкхуанг хулине ярса илнӗ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче пуҫланнӑ лаос-вьетнам тапӑнӑвӗнче Франци ҫарӗ Хуапхан провинцине, Сиангкхуанг провинцине тата Луангпхабанг провинцин пӗр пайне пӑрахса хӑварнӑ, унта Патет Лао влаҫӗ йӗркеленнӗ[6].
  • Ака, 25 — А. И. Покрышкин авиаци маршалӗ ячӗллӗ Киеври аслӑ инженери радиотехника ПВО училищине йӗркеленӗ.
  • Ака, 30 — Атӑл ҫийӗн вӗҫен кайӑксемпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн Хусан районӗнче Ил-12 самолёт ирӗксӗр шыв ҫине ларнӑ. Эвакуациленӗ чухне пӗр пассажир пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ҫу

  • Ҫу, 2 — Пӗрремӗш реактивлӑ самолёт пӑтӑрмахӗ: Калькутта ҫывӑхӗнче ҫил-тӑвӑлра сывлӑшра BOAC авиакомпанин De Havilland DH-106 Comet 1 («Комета 1») самолёт арканнӑ, вӑл Сингапуртан Лондона BA783 рейспа вӗҫнӗ, 43 ҫын вилне.
  • Ҫу, 3Германире Нимӗҫ хумӗ радиостанци эфира тухнӑ.
  • Ҫу, 6Египетра республикӑллӑ влаҫ йӗркелени пирки пӗлтернӗ.
  • Ҫу, 14 — Египет Суэц каналӗн тӑрӑхӗнче Британи ҫарӗсем тӗлӗшпе апат-ҫимӗҫ блокадине йеркеленӗ.
  • Ҫу, 16 — Британи Нигеринчи Кано хулинче хауспа йоруб халӑхӗсем хушшинче тытӑҫусем пуҫланнӑ. Колони полицийӗ хумханусене 4 кунран кӑна пусарма пултарнӑ[7].
  • Ҫу, 23Аддис-Абебӑра Эфиопипе АПШ хушшинчи ҫар килӗшӗвне алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн американсем Эфиопине ҫар хатӗрӗсене тата патшалӑх ҫарне вӗрентес ӗҫре пулӑшма палӑртнӑ[8].
  • Ҫу, 27Кемӗр патӗнче икӗ Ли-2 ҫапӑннӑ.
  • Ҫу, 29 — Эверест ҫине пӗрремӗш хут Тенцинг Норгей шерппа Ҫӗнӗ Зеланди ҫынни Э. Хиллари хӑпарнӑ.

Ҫӗртме

  • Ҫӗртме, 2 — Вестминстер аббатлӑхӗнче II Елизавета коронаци церемонийӗ иртнӗ.
  • Ҫӗртме, 7Италире парламент суйлавӗ иртнӗ[9].
  • Ҫӗртме, 13 — Колумбире ҫар ҫыннисем влаҫа алла илнӗ, партизансен юхӑмӗ анлӑланма пуҫланӑ. Лауреано Гомес Кастро консерваторӑн гражданла правительствин влаҫне ҫавӑрса пӑрахса влаҫа Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен командующийӗ Густаво Рохас Пинилья генерал (1957 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗччен) ярса илет[10].
  • Ҫӗртме, 14 — Зугдиди (Грузи) патӗнче ҫиҫӗм лекнӗрен МускавТбилиси маршрутпа вӗҫнӗ Ил-12 самолёчӗн катастрофи пулса иртнӗ. 18 ҫын, ҫав шутра Нато Вачнадзе актриса, вилнӗ.
  • Ҫӗртме, 17 — ГДР-та рабочисен массӑллӑ пӑлхавӗ иртет.
  • Ҫӗртме, 18 — Египет республика пулса тӑрать. Президент тата премьер-министр — Мохаммед Нагиб генерал[11].
    Египет ҫарӗн тӗп ҫарпуҫӗ Мохаммед Нагиб
  • Ҫӗртме, 18 — 100 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑ пӗрремӗш авиакатастрофа пулса иртнӗ: Татикавӑра (Япони) двигатель ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн АПШ СҪВ Douglas C-124A-DL Globemaster II самолёт персе аннӑ. 129 ҫын вилнӗ.
  • Ҫӗртме, 26 — Мускавра СССР шалти ӗҫсен министрне, СССР правительствин пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне, ССКП ТК Президиумӗн пайташне Л. П. Берийӑна арестленӗ
  • Ҫӗртме, 28Венгри ӗҫҫыннисен партийӗ икӗ кун пленум ирттернӗ хыҫҫӑн партин Тӗп секретарӗн вырӑнне пӑрахӑҫланӑ, Матьяша Ракошине правительство пуҫлӑхӗн постӗнчен кӑларнӑ. Политбюропа Секретариатӑн ҫӗнӗ йышне йӗркеленӗ, Матьяш Ракоши ВПТ ТК пӗрремӗш секретарӗ пулса тӑнӑ[12].

Утӑ

  • Утӑ, 27 — Мускавра КПСС ТК Пленумӗ иртнӗ, ӑна «Л. П. Берия ӗҫне» халалланӑ[13]. Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче арестленӗ Берийӑна КПСС ретӗнчен кӑларнӑ[14]. Пленум пирки информацие утӑн 10-мӗшӗнчи хаҫатсенче пичетленнӗ[15].
  • Утӑ, 3 — Герман Буль Австри ҫынни чи малтан Нангапарбат(выр.)чăв. туне парӑнтарнӑ.
  • Утӑ, 4Венгрире Имре Надя правительствине йӗркеленӗ (1955 ҫулхи акан 18-мӗшӗччен)[12]. Надь ҫӗрпе куҫман пурлӑха унчченхи хуҫасене тавӑрса пама тата ҫӗрсене ирӗклӗн тара илме ирӗк пама шутлани ҫинчен пӗлтернӗ[16].
  • Утӑ, 6 — СССР-па Израиль хушшинчи дипломати хутшӑнӑвӗсене ҫӗнӗрен тавӑрнӑ.
  • Утӑ, 26 — Фидель Кастро Сантьяго де Кубӑра Монкад казармине штурмласа Кубӑна ирӗке кӑларассишӗн кӗрешме пуҫланӑ. Штурм путланнӑ, Фидель Кастро тата унӑн юлташӗсен пӗр пайне арестленӗ. Куба революцийӗ пуҫланнӑ кун тесе шутланать.
  • Утӑ, 27 — Мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснипе Корей вӑрҫи вӗҫленнӗ.
  • Утӑ, 29 — икӗ совет истребителӗ Япони тинӗсӗ ҫийӗнче Аскольд утравӗнчен кӑнтӑрарах Владивосток патӗнче RВ-50 АПШ СҪВ разведчикне персе антарнӑ.

Ҫурла

  • Ҫурла, 2Киеври ача-пӑча чукун ҫулӗ уҫӑлнӑ.
  • Ҫурла, 58 — Мускавра СССР Аслӑ Канашӗн виҫҫӗмӗш пухӑвӗн пиллӗкмӗш сессийӗ иртнӗ[17]. Ҫурлан 8-мӗшӗнчи сессире СССР Министрсен Канашӗн Председателӗ Г. М. Маленков(выр.)чăв. ҫӗнӗ экономика курсне сӗннӗ, унпа килӗшӳллӗн совет историйӗнче пӗрремӗш хут ҫӑмӑл тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫне, ҫавӑн пекех халӑх кирлӗ таварсем туса кӑларассине приоритетлӑ аталантарма палӑртнӑ; ҫар программисене икӗ хут чакарнӑ, пушаннӑ укҫана вара хаксене чакарнине пула хысна тӳснӗ ҫухатусене компенсацилеме янӑ[18].
  • Ҫурла, 8 — Инди влаҫӗсем постран кӑларса Кашмир правительствин пуҫлӑхне Абдулла шейха арестленӗ, ӑна шанманнишӗн айӑпланӑ[19].
  • Ҫурла, 12 — СССР-та 400 килотонна хӑватлӑ пӗрремӗш совет водород бомбине тӗрӗслесе пӑхнӑ.
  • Ҫурла, 16Дели хулинче Индипе Пакистан хушшинчи хутшӑнусене йӗркелесси тавра тӑватӑ кунлӑх калаҫусем пуҫланнӑ[19].
  • Ҫурла, 23 — Венгрире Надя Имре правительстви СССР тӗслӗхне тӗпе хурса хресченсенчен пухакан налука чакарнӑ[12].
  • Ҫурла, 27 — Испани Ватиканпа конкордат алӑ пуснӑ.
  • Ҫурла, 29Пномпенра(выр.)чăв. франксемпе камбоджӑсен килӗшӗвне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, ун тӑрӑх Франци администрацийӗ Камбоджи патша влаҫне полиципе суд ирттерес ӗҫе шанса панӑ.

Авӑн

  • Авӑн, 6 — ФРГ-ра парламент суйлавӗ иртнӗ, ХДС/ХСС ҫӗнтернӗ.
  • Авӑн, 7 — КПСС ТК пленумӗнче Пӗрремӗш секретарь пулма Н. С. Хрущёва (Г. М. Маленков сӗннипе) суйланӑ[20].
  • Авӑн, 21 — СССРӑн Министрсен Канашӗ тата КПСС ТК «Ҫӗршывра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе малалла аталантарас тата патшалӑха колхозниксен, рабочисен тата служащисен хуҫалӑхӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫсен нормисене чакарас енӗпе мерӑсем ҫинчен», «Машшинпа трактор станцийӗсен ӗҫне малалла аталантармалли мерӑсем ҫинчен», «1953–1955 ҫҫ. колхозсемпе совхозсенче ҫӗрулмипе пахча ҫимӗҫ туса илессипе хатӗрлессине ӳстермелли мерӑсем ҫинчен» постановленисене йышӑннӑ[21].
  • Авӑн, 26Мадридра АПШпа Испани хушшинче килӗшӳ тунӑ, унпа килӗшӳллӗн Испанире АПШ Тинӗс ҫарӗн, сывлӑш ҫарӗн тата ядерлӑ ракета базисене вырнаҫтарма ирӗк илнӗ, Испан ҫарӗ валли американ ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтерме тата ҫар тӑкакӗсене пӗрле саплаштарма килӗшсе татӑлнӑ[22].

Юпа

  • Юпа, 1 — Египетра патша режимӗнче ӗҫленӗ ҫынсене суд тумашкӑн йӗркеленӗ Революци трибуналӗ ӗҫе пуҫӑннӑ[23].
  • Юпа, 5 — Египет правительствине реорганизациленӗ. Премьер-министр ҫумӗ пулса тӑнӑ Гамаль Абдель Насер(выр.)чăв. подполковникӑн позицийӗ вӑйланӑ[24].
  • Юпа, 10 — СССР Министрсен Канашӗ тата КПСС ТК «Промышленноҫ таварӗсене туса кӑларассине анлӑлатасси тата вӗсен пахалӑхӗсене лайӑхлатасси ҫинчен» постановлени йышӑннӑ[21].
  • Юпа, 12 — СССР Министрсен Канашӗ тата КПСС ТК «Апат-ҫимӗҫ таварӗсене туса кӑларассине анлӑлатасси тата вӗсен пахалӑхӗне лайӑхлатасси ҫинчен», «Совет суту-илӗвне малалла аталантармалли мерӑсем ҫинчен» постановленисем йышӑннӑ[21].
  • Юпа, 15Парижра Франци Лаоса пӑхӑнманлӑхпа тивӗҫтересси пирки калаҫусем пуҫланнӑ[25].
  • Юпа, 16 — Сантьяго-де-Куба суд процесӗнче Фидель Кастро «Истори мана тӳрре кӑларӗ» каланӑ сӑмахӗ.
  • Юпа, 17 — Франципе Камбоджа хушшинче килӗшӳ алӑ пуснӑ, Франци Сианука Камбоджа патшине Камбоджа лаптӑкӗнче аслӑ ҫар пуҫӗ пулассине тивӗҫтернӗ.
  • Юпа, 22Парижра Венсан Ориоль Франци президенчӗпе Сисаванг Вонг Лаос патши Франци Республикипе Лаос патшалӑхӗ хушшинчи туслӑхпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ, ун тӑрӑх Франци Лаоса никама пӑхӑнман тата суверенлӑ патшалӑх пулнине йышӑннӑ[25].
  • Юпа, 27Магадан патӗнчи Ил-12 катастрофи(выр.)чăв..

Чӳк

  • Чӳк, 4Магдагачири Ил-12 катастрофи(выр.)чăв..
  • Чӳк, 9 — Пномпенра Франци администрацийӗ Камбоджӑри хӑйӗн ӗҫ-хӗле чарни тата Франци ҫарӗсене илсе тухни пирки чаплӑ церемони иртнӗ. Ҫак куна наци уявӗ тесе пӗлтернӗ — Камбоджа никама пӑхӑнманлӑх кунӗ[26].
  • Чӳк, 20 — СССР Министрсен Канашӗ атомлӑ пӑрҫӗмрен тума йышӑннӑ.
  • Чӳк, 2830 — Ереванра Армени КП ТК пленумӗ иртнӗ. Г. А. Арутинова ЦК пӗрремӗш секретарӗн тивӗҫӗсенчен хӑтарнӑ. КПСС ТК пӗрремӗш секретарӗ пулма С. А. Товмасяна суйланӑ.

Раштав

  • Раштав, 2СССР-па Инди хушшинчи пӗрремӗш суту-илӳ килӗшӗвне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
  • Раштав, 3 — Хабаровск крайӗнчен Магадан облаҫне уйӑрнӑ[27].
  • Раштав, 9 — КПСС ТК, СССР Министрсен Канашӗн тата СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ «Украина Раҫҫейпе пӗрлештернӗренпе 300 ҫул ҫитнӗ пирки» постановлени кӑларнӑ.
  • Раштав, 18 — АПШ-ра NTSC системинче тӗрлӗ тӗслӗ телекурав ӗҫлеме пуҫланнӑ.
  • Раштав, 22 — Роберт Оппенгеймера коммунистсемпе ҫыхӑну тытнӑ тесе айӑпласа АПШ атом проектӗнчи ӗҫрен хӑтарнӑ[28].
  • Раштав, 23 — СССР-та Л. П. Берия тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ процесӗ вӗҫленнӗ. Берие персе вӗлернӗ.

Ҫуралнӑ

Вилнӗ

Нобель премийӗ

  • Физика — Фриц Цернике(выр.)чăв. — «Фазӑпа контрастлӑ мелпе усӑ курнине ҫирӗплетнишӗн, уйрӑмах фазӑпа контрастлӑ микроскопа шутласа кӑларнишӗн.
  • Хими — Герман Штаудингер(выр.)чăв. — «Ҫӳллӗ шайри молекулярлӑ япаласене тӗпченишӗн»
  • Медицина тата физиологи — Ханс Кребс(выр.)чăв. — «Трикарбонлӑ йӳҫексене уҫнӑшӑн (Кребс циклӗ)», Фриц Липман(выр.)чăв. — «А кофермента тата метаболизмри куҫам тапхӑрӗнчи унӑн пӗлтерӗшне уҫнӑшӑн».
  • Литература — Сэр Уинстон Леонард Спенсер Черчилль — «Историллӗ тата биографиллӗ хайлавсене ҫӳллӗ шайра ӑсталанӑшӑн, ҫавӑн пекех хӑйӗн чаплӑ ораторла пултарулӑхӗпе этемлӗхӗн аслӑ хаклӑхӗсене хӳтӗленӗшӗн».
  • Мирлӗх премийӗ — Джордж Кэтлетт Маршалл(выр.)чăв. — «Европа экономикине вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗклемелли программӑшӑн» (Маршалл планӗ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хамруш А. Революция 23 июля 1952 года в Египте/М.1984 — С.217.
  2. ^ Хамруш А. Революция 23 июля 1952 года в Египте/М.1984 — С.219.
  3. ^ БСЭ 3-е изд. т. 9 — С. 45.
  4. ^ Секретариат ЦК КПСС(недоступная ссылка — история). // Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898—1991. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
  5. ^ Руководство Коммунистической партии: Секретариат ЦК: 1952—1956. // Praviteli.org. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Кожевников В. А. Очерки новейшей истории Лаоса. — М., 1979. — С. 83.
  7. ^ Глущенко Е. А. Первая республика в Нигерии. — М.: Наука, 1983. — С. 33.
  8. ^ СИЭ. Т. 1. — С. 461.
  9. ^ Ежегодник БСЭ. 1958 / М. 1958 — С. 260.
  10. ^ Латинская Америка. Энциклопедический справочник. Т. 2. — М.: Советская энциклопедия, 1982. — С. 17.
  11. ^ Хамруш А. Революция 23 июля 1952 года в Египте. — М., 1984. — С. 221.
  12. ^ 1, 2, 3 История Венгрии / Редкол.: А. И. Пушкаш (отв. ред.), И. М. Гранчак, В. А. Крючков, Л. Н. Нежинский. — Наука, 1972. — Т. III. — С. 905.
  13. ^ Пленумы ЦК КПСС. // Викип. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  14. ^ Руководство Коммунистической партии: Президиум ЦК: 1952—1956. // Praviteli.org. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
  15. ^ Информационное сообщение о Пленуме ЦК КПСС // Известия, 10 июля 1953 года.
  16. ^ История Венгрии. — Наука, 1972. — Т. III. — С. 6425.
  17. ^ ГПИБ. Заседания Верховного Совета СССР (Пятая сессия) : 5-8 августа 1953 г. : стенографический отчёт. // elib.shpl.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
  18. ^ Георгий Маленков. Крестьянская политика 1953 года. // Студенческий научный форум. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
  19. ^ 1, 2 СИЭ. Т. 5. — С. 309.
  20. ^ Бои у гроба Сталина: как Хрущев подчинил себе партию, Газета.Ru. 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2, 3 CCCP при Н.С. Хрущёве. www.hrono.info. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  22. ^ СИЭ т. 1 — С. 450.
  23. ^ Хамруш А. Революция 23 июля 1952 года в Египте/М.1984 — С.224.
  24. ^ Хамруш А. Революция 23 июля 1952 года в Египте/М.1984 — С. 246—247.
  25. ^ 1, 2 Кожевников В. А. Очерки новейшей истории Лаоса. — М., 1979. — С. 85.
  26. ^ БСЭ 3-е изд.т.11 — С.245.
  27. ^ Сборник законов СССР, Указов Президиума Верховного Совета СССР 1938 — июль 1956/М. Издательство юридической литературы, 1956 — С.48.
  28. ^ Всеволод Овчинников, Горячий пепел. Хроника тайной гонки за обладание атомным оружием. / М. 1984 — С. 116.