Иванщиков Юрий Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Иванщиков Юрий Васильевич, — техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1953 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Муркаш районӗнчи Çуткӳл ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă.

Кун-çулĕ

Турайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан тӳрех ĕçе кӳлĕннĕ: пĕр çул хушши Шупашкарти резина техника изделийĕсен заводĕнче ĕçленĕ, ун хыççăн 1971-1973 çулсем хушшинче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан аслă пĕлӳ илес тĕллевпе хăй тахçанах ĕмĕтленнĕ Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл 5 çул хушши инженер-механик специальноçне тимлесе вĕреннĕ, теорипе илнĕ пĕлĕве институтри мастерскойсемпе лабораторисенче практикăпа тачă çыхăнтарса ăс пухнă.

Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Юрий Иванщиков малтан Муркаш районĕнчи Киров ячĕллĕ колхозра тĕп инженер (1979-1981), ун хыççăн Шупашкарти юсавпа техника предприятийĕнче (Ленинградри аграри университечĕн аспирантурине вĕренме кĕнĕ, унтан тепĕр виçĕ çултан вĕренсе тухнă (1991), çак çулах диссертаци хӳтĕлесе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.

Юрий Васильевич аспирантурăран таврăннăранпах паянхи кунчченех Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ академийĕнче) ĕçлет: малтанхи тапхăрта — доцент пулса ĕçленĕ, халĕ вара — машина юсавĕпе конструкци материалĕсен технологи кафедрин пуçлăхĕ. Вĕрентӳ ĕçĕпе пĕрлех ăслăлăх тĕпчевĕсене те манмасть ăсчах: кĕске вăхăт хушшинчех 30 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ, 8 автор свидетельствипе патент çĕнтерсе илнĕ. Унăн тĕпчевĕсенчен ытларахăшĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула çĕмĕрĕлсе стройран тухнă ял хуçалăх техникине тухăçлăрах та перекетлĕрех юсаса хăвăртрах ĕçе кĕртессипе çыхăннă.

Пичетленнĕ ĕçсем

  • Восстановление работоспособности сельскохозяйственной техники в условиях рынка. Чебоксары. 1994;
  • Оценка и повышение долговечности сопряжения вал-подшипник качения отремонтированных тракторов. Ленинград - Пушкин, 1991;
  • Экологические последствия при эксплуатации неисправной сельскохозяйственнои техники. Чебоксары, 1996.