Утӑ, 13
Уявсем
Казахстан — Наци хӑрушсӑрлӑх органӗҫченӗсен кунӗ.
АПШ, Теннесси штат — Натана Форрест кунӗ.
Черногори — Патшалӑхлӑх кунӗ.
Япони — Обон уявӗ (ваттисене асӑнмалли кун) (утӑн 16-мӗшӗччен).
Пулса иртнĕ
- 1728 — Витус Берингăн пĕрремĕш Камчат экспедицийĕ
- 1772 — Джеймс Кук HMS Resolution карапĕпе (капăрл.) хĕвел анăçĕнчен тухăçалла историре пĕрремĕш тĕнче тавра шыв çӳревĕ пуçлать.
- 1837 — Виктория хĕрарăм патша килне Сент-Джеймс керменĕнчен Букингема куçарать
- 1870 — Бисмарк Эмс депешине янă
- 1897 — Гульельмо Маркони радио патентне харпăрлать
- 1923 — пĕрремĕш хут Холливуд паллине çирĕплетнĕ
- 1930 — пĕрремĕш тĕнчери футбол чемпионачĕ Уругвайра тапранать
- 1962 — Киров савучĕ пĕрремĕш кустăрмаллă К-700 «Кировец» трактора туса кăларать
Çуралнă
- 1934 — Александров Михаил Александрович, авиаконструктор.
- [[1963] — Никитина Альбина Александровна, чӑваш ҫыравҫи-драматургӗ, Тӑвай районӗн «Ял ӗçченӗ» хаçатăн (выр. «Сельский труженик») журналисчӗ.
Вилнĕ
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |