Утӑ, 29
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери тигр кунӗ.
Молдави — Конституци кунӗ.
Норвеги — Сӑваплӑ Олафа хисеплемелли кун.
Фарер — Сӑваплӑ Олаф кунӗ.
Сан-Марино — Вӑтам ӗмӗрсен кунӗ[1].
Пулăмсем
- 1586 — Тура çинче Тĕмен хулана (капăрл.) никĕсленĕ
- 1907 — Роберт Бейден-Поуэлл сэр Аслӑ Британире бойскаутсене йĕркелесе янă
- 1938 — Хасан кӳлĕ таврашĕнчи çапăçусем пуçланнă
- 1941 — Смулен çапăçăвĕ: Смоленск ӳкет, 300 пине яхăн РÇХÇ салтакне хупăрласа илнĕ
- 1942 — Совет Союзĕнче Александр Невский, Суворов тата Кутузов орденĕсене вăя кĕртнĕ
- 1954 — трилогии Толкинăн «Ункăсене тытаканĕ» трилогин пĕрремĕш пайне пичетлесе кăларнă
- 1958 — АПШ президенчĕ Дуайт Эйзенхауэр НАСА тăвас пирки хутай çине алă пуснă
- 1981 — Чарльзпа Диана Спенсер туйĕ
Çуралнă
- 1926 — Прокопьев Илья Павлович, политикăпа парти ĕçченĕ, экономист, публицист.
- 1907 — Тукташ Илья Семёнович, чăваш сăвăçи, çыравçи, халăх пултарулăхне пухакан.
Вилнĕ
- 1890 — Ван Гог Винсент, пĕтĕм тĕнче пĕлекен нидерланд-француз ÿнерçи, импрессионизм хыçалхи тапхăрĕн элчи; перĕнет, хăйех больницана çитет, аманнă хыççăн 29 сехет иртсен, юн çухатнинчен вилсе каять.
- 1976 — Васянка Никифор Тарасович, сăвăç.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Ӑнлантарусем
- ^ Дни Средневековья в Сан-Марино. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.