Кутузов орденĕ

Кутузов орденӗ — СССР награди, ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ.

Сӑнласа пани

1-мӗш степеньлӗ Кутузов орденне ылтӑнтан тӑваҫҫӗ, вӑл мӑкӑрӑлса тӑракан пиллӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑртан тӑрать, унӑн ҫийне сарӑлакан пайӑркасем евӗр тунӑ. Ҫӑлтӑр варри — шурӑ эмальпе витнӗ ҫаврашка, унӑн хӗррипе ылтӑн лаврпа юман ҫулҫисен кӑшӑлӗ вырнаҫнӑ, аялта ӑна хӗрлӗ эмаль хӑюпа ҫыхнӑ. Ҫаврашка варринче рубин-хӗрлӗ эмальпе витнӗ пиллӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑрлӑ кӗмӗл кремль турулӗн фонӗнче Кутузовӑн рельефлӑ ылтӑн сӑнарӗ вырнаҫнӑ. Кутузов сӑнарӗ тавра, шурӑ эмаль хӑю ҫинче, «МИХАИЛ КУТУЗОВ» тесе ҫырнӑ. Хӑюн хӗррисем тата ҫырӑвӗ — ылтӑн. Ылтӑн ҫӑлтӑр кӗтесӗсен хушшинче шурӑ эмаль хӑю айӗнчен тухакан кӗмӗл пайӑркасен пиллӗк ҫыххи вырнаҫнӑ. Пайӑркасене кӗмӗлтен тунӑ[1].

undefined

Пӗрремӗш степеньлӗ орденри ылтӑнӗ — 19,976±0.76 г, кӗмӗлӗ — 18,952±0.734 г. Орденӑн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ — 42,0±1,8 г.

Орденӑн иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш степенӗсене тӗппипех кӗмӗлтен тунӑ. 2-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗн паллине кӗмӗлтен тӑваҫҫӗ, унӑн тавра кӑшӑл ҫук. Кутузов сӑнарӗ, «МИХАИЛ КУТУЗОВ» ҫыру тата аялти пиллӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр кӗмӗлтен тунӑскерсем, вӗсене оксидланӑ.

Иккӗмӗш степеньлӗ орденри кӗмӗлӗ — 36,161±1.391 г. Орденӑн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ — 37,3±1,7 г.

3-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗн паллин варринчи ҫаврашкан тата кремль турулӗ ҫинчи ҫӑлтӑрӑн эмалӗ ҫук. Кутузов сӑнарне, ҫаврашкана ҫыхса тӑракан хӑюна тата хӑю ҫинчи ҫырӑва оксидланӑ.

Виҫҫӗмӗш степеньлӗ орденри кӗмӗлӗ — 24,189±1.369 г. Орденӑн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ — 26,2±1,5 г.

I тата II степеньлӗ орденсенче ҫӑлтӑр кӗтесӗпе ун тӗлӗнчи хирӗҫле вырнаҫнӑ пайӑркасен ҫыххин вӗҫӗ хушшинчи виҫе — 50 мм. III степеньлӗ орденӑн виҫи — 44 мм.

Тӳнтер енче ордена тумтир ҫине ҫыпӑҫтармалли гайкӑллӑ резьбӑллӑ штифт пур.

Орден хӑвӗ — тӗттӗм кӑвак тӗслӗ пурҫӑн муар хӑю, вӑл тӑрӑхла сарӑ-хӗрлӗ йӗрсемлӗ:

  • I степень валли — хӑю варрипе пӗр йӗр пырать, сарлакӑшӗ 5 мм;
  • II степень валли — хӑю хӗррисемпе икӗ йӗр, кашнийӗн сарлакӑшӗ 3 мм;
  • III степень валли — виҫӗ йӗр: пӗри варринче тата иккӗшӗ хӑю хӗррисемпе, кашнийӗн сарлакӑшӗ 2 мм.

Хӑюн сарлакӑшӗ — 24 мм.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Орден Кутузова: описание, статут, награждённые. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем