Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
Хĕрлĕ Çăлтăр о́рденӗ — СССР награди, ӑна СССР ТӖК 1930 çулхи акан 6-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йӗркеленӗ, орденăн статутне СССР ТӖК Президиумӗнче 1930 çулхи çăвăн 5-мешĕнче кĕртнĕ.
Сӑнласа пани
Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ рубин-хӗрлӗ эмальпе витнӗ пиллӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑртан тӑрать.
Орден варринче аллине винтовка тытнӑ, шинельпе будёновка тӑхӑннӑ хӗрлӗ ҫар ҫыннине ӳкернӗ щит вырнаҫнӑ. Щит хӗррипе «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» тесе ҫырнӑ, хӗррин аялти пайӗнче вара — «СССР» ҫыру пур. Щит айӗнче ҫурлапа мӑлатук сӑнарӗ вырнаҫнӑ. Щита, хӗрлӗ ҫар ҫыннин сӑнарне, ҫырӑва, ҫурлапа мӑлатука, ҫавӑн пекех ҫӑлтӑр хӗррисене оксидланӑ.
Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне кӗмӗлтен тӑваҫҫӗ. Орденри кӗмӗлӗ — 27,162±1,389 г (1975 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ тӗлне). Орденӑн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ — 33,250±1,620 г [31].
Орден ҫинчи ҫӑлтӑрӑн хирӗҫле вырнаҫнӑ кӗтесӗсен хушшинчи виҫе — 47-50 мм (кӑларнӑ ҫултан килӗшӳллӗн). Орден варринчен пуҫласа эмальпе витнӗ пиллӗк пайӑркан кирек хӑш кӗтесӗчченхи хушӑ 26-27 мм танлашать.
Тӳнтер енче ордена тумтир ҫине ҫыпӑҫтармалли гайкӑллӑ резьбӑллӑ штифт пур.
Орден хӑвӗ — бордо тӗслӗ пурҫӑн муар хӑю, унӑн варрипе тӑрӑхла сӑрӑ-кӑвак йӗр пырать. Хӑюн сарлакӑшӗ — 24 мм, йӗрӗн сарлакӑшӗ — 5 мм [2].
1935 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар уставне улӑштарнӑ, ҫавӑнпа ҫар ҫыннин штыкпа тапӑннӑ чухнехи позицийӗ те улшӑннӑ. Малтан хӗрлӗ ҫар ҫыннине пӑхакан еннелле питпе ӳкернӗ пулнӑ, 1936 ҫултан вара РККА ҫӗнӗ уставӗпе килӗшӳллӗн орден ҫинчи хӗрлӗ ҫар ҫыннине сылтӑмалла ҫавӑрса лартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн ури ҫине сыхӑллӑ пушмак мар, атӑ ӳкерме пуҫланӑ.[1]
Ӑнлантарусем
- ^ Орден Красной Звезды. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Колесников Г. А., Рожков А. М. . — М.: Воениздат.
- Шишков С. С., Музалевский М. В. . — Владивосток.
- Балязин В. Н., Дуров В. А., Казакевич В. Н. . — М.
- Дуров В. А. . — М.
- Дуров В. А. . — М.
- Дуров В. А. . — {{{1}}} м
- Горбачёв А. Н. . — М.: ПРО-КВАНТ.
- Горбачёв А. Н. . — М.