Илле Тукташ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ҫын пирки
Илле Тукташ
Tuktash Ille.jpg
Çуралнă вăхăт 1907 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ(1907-07-29)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ(1957-01-20) (49 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер

Тукташ Илья Семёнович (литературӑри хушма ячӗ — Илле Тукташ, паспортри хушамачӗ Семёнов) (1907 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ, Мӑн Тукташ, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1]1957 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССР) — чăваш поэчӗ, тăлмачӗ, фольклорисчӗ. 1934 ҫултанпа СССР Писательсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чăваш çыравçисен пӗрлешӗвӗн председателӗ, «Тăван Атăл» журнала йӗркелекенсенчен пӗри тата унăн тӗп редакторӗ пулнӑ[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1907 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Элӗк вулӑсӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ.

Мӑн Тукташри пуҫламӑш тата Хӗрлӗ Чутайри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулсенче вӗреннӗ. Вунпиллӗкрех ҫамрӑксен юхӑмне хастар хутшӑнма тытӑннӑ. 1925 çулта Элӗк вулăсӗнчи комсомол комитечӗн секретарӗ пулнă.

1926—1928 ҫулсенче И. Тукташ Шупашкарти совпартшкулта вӗреннӗ. Ун хыççăн «Çамрăк хресчен» хаçатпа «Хатӗр пул» журнал редакцисенче ӗçленӗ. 1930—1932 çулсенче вăл Самар хулинчи «Колхозник» хаçат редакцин яваплă секретарӗ.

Исаев Мӗтрипе, И. В. Викторовпа тата В. З. Иванов-Пайменпа пӗрле «Вăтам Атăл» ятлă альманах кăларас тӗлӗшпе нумай тăрăшнă. Каярах Чăваш кӗнеке издательствинче, Чăваш ăслăлăхпа тӗпчев институтӗнче ӗçленӗ.

1942—1944 çулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенчи хаçатсенче çар корреспонденчӗ пулнă. Вӑрҫӑран таврăнсан ăна Чăваш çыравçисен пӗрлешӗвӗн председателӗ пулма суйланă.

Вăрçăран ӳпке чирӗпе (туберкулёз) чирлесе таврăннă[3], сывалма май килмен.

1957 çулхи кăрлачăн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Ӑна хулари мемориал масарӗнче пытарнӑ[4].

Литературăри ӗçӗ-хӗлӗ

И. Тукташ литература ӗҫне 1927—1928 ҫулсенче пуҫӑннӑ. 1930 ҫулта Н. Янкас тата Уйӑп Мишши поэтсемпе пӗрле хӑйен сӑввисен пӗрремӗш кӗнекине кӑларнӑ[3]. Илле Тукташ — лирика сăвăçи. Унăн «Шур кăвакарчăн», «Ӳс, çӗршыв, хăватлан», «Тăван çӗршыв» сăввисем чăваш литературине ылтăн саспаллисемпе ҫырӑннӑ. Илле Тукташӑн «Тăван çӗршыв» сăввипе Герман Лебедев хывнă юрă Чӑваш Республикин гимнӗ пулса тăнă[5].

Илле Тукташ калавсем те, повеç те çырнă. Вӑл куҫару ӗҫӗнче те ӳсӗмсем тунӑ: М. Шолоховăн «Уҫнă çерем», «Лăпкă Дон» романӗсен хăш-пӗр сыпăкӗсене, М. Горькин «Хӗрпе вилӗм», «Кăйкăр çинчен хунă юрă» хайлавӗсене, В. Шекспир сонечӗсене, А. Навои, В. Лебедев-Кумач[ru], С. Алымов[ru] сăввисене чăвашла куçарнă.

Чăваш фольклорне пухса кăларас тӗлӗшпе чылай ӗçленӗ. Вăл пухнă сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен халӑх пултарулӑхӗн хайлавӗсем 1941, 1949 çулсенче «Чăваш фольклорӗ» ятпа пичетленсе тухнă.

Паллă кӗнекисем

  • «Сăвăсем» (1930, Н. Янкаспа тата Уйӑп Мишшипе пӗрле);
  • «Пӗрремӗш çӗнтерӳ» (1932);
  • «Октябрь»
  • «Вăкăр çырми» (1933);
  • «Чечек çыххи» (1939)
  • «Павел Лаптев» (1944);
  • «Çӗр хуçисем» (1954);
  • «Сăвăсемпе юрăсем» (1958).

Астӑвӑм

  • И. С. Тукташ ячӗллӗ литература музейӗ, Мăн Тукташ ялӗ.
  • Элӗкри литературӑпа истори музейӗнчи И. С. Тукташӑн литература кӗтесӗ, Элӗк.
  • 1990 ҫулта Шупашкар хулин Ленин урамӗнчи пер урама И. С. Тукташ ятне панӑ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Халӗ — Чӑваш Республики, Элӗк районӗ.
  2. ^ Родионов В. Г. Тукташ Илья Семёнович // Электронная Чувашская энциклопедия.
  3. ^ 1, 2 Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне: Тукташ (Семенов) Илья Семенович // Национальная библиотека Чувашской Республики. — 2010. — 27 Ҫу уйӑхӗн.
  4. ^ Илья Тукташ — один из авторов государственного символа Чувашской Республики // Официальный портал органов власти Чувашской Республики. — 2006. — 3 Ҫурла уйӑхӗн.
  5. ^ Художественный музей. artmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 11 Пуш уйӑхӗн 2025.
  6. ^ Улицы, бульвары, площади и переулки, названные в память о героях и участниках Великой Отечественной войны: Улица Тукташа // МБУК «Объединение библиотек города Чебоксары»: Чебоксары в годы Великой Отечественной войны.

Вуламалли

  • Илья Семенович Тукташ : (1907-1957). — Шупашкар : Чӑваш АССР гос. изд-ви, 1957. — 26 с.
  • Гимн авторӗ : Илле Тукташ ҫуралнӑранпа 100 ҫул // Сувар (Тутарстан Респ.). — 2007. — 21 авӑн (№ 38). — С. 6.
  • Власова, Р. «Ҫак килте Илле ҫуралнӑ» / Р. Власова ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2012. — 31 пуш. — С. 8.
  • Давыдов-Анатри, В. Тукташпа паллашсан… / В. Давыдов-Анатри // Хыпар. — 2007. — 27 авӑн. — С. 4.
  • Eфимов, Л. А. Илья Семенович Тукташ // Eфимов, Л. А. Элӗк енӗ : историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Eфимов. — Элӗк, 1994. — С. 288-290.
  • Зайцев, Ф. Ҫаплаччӗ вӑл пире вӗрентекен / Ф. Зайцев // Хыпар. — 2002. — 5 нарӑс. — С. 3.
  • Иванова, Е. Сӑввисем юрӑра янӑраҫҫӗ : [сӑвӑ] / Е. Иванова // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2007. — 5 раштав. — С. 4.
  • Илья Семенович Тукташ // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2015. — 26 ҫӗртме. — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Карпова, О. И. Тукташ ячӗллӗ аллея пулӗ / О. Карпова // Хыпар. — 2006. — 5 ҫу. — С. 1.
  • Малов, А. Илле Тукташпа пӗрле / А. Малов // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 8. — С. 96-106 : фот. — (Аса илӳ).
  • Петров, К. Тукташпа паллашни / К. Петров // Тӑван Атӑл. — 2006. — № 6. — С. 65-67.
  • Родина, В. Асран кайми Тукташ / В. Родина // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай районӗ). — 2007. — 3 авг. — С. 6.
  • Соловьева, Г. П. Ӑрусене вӑл пырӗ вӑй парса… / Г. П. Соловьева // Тӑван Атӑл. — 2017. — № 12. — С. 58-63.. — См. текст
  • Соловьева, Г. «Ҫынна ман ӗҫӗм савӑнтартӑр…» : (Илле Тукташ сӑвӑҫ, прозаик, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин Гимнӗн авторӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ май) / Г. Соловьева // Сувар. — 2017. — 8 авӑн/сентябрь (№ 35). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк ; Сувар. — 2017. — 15 авӑн/сентябрь (№ 36). — С. 8.. — См. текст
  • Станьял, В. П. Илле Тукташ — халӑх юрӑҫи / В. П. Станьял // Художественная словесность и проблемы чувашской духовной культуры. — Чебоксары, 2008. — С. 173-183.
  • Степанова, Р. Илле Тукташ пултарулӑхӗ тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсенче / Р. В. Степанова // Художественная словесность и проблемы чувашской духовной культуры. — Чебоксары, 2008. — С. 184-187.. — См. текст
  • «Тӑван ҫӗршывӑмӑр ҫинчен начар сӑвӑ ҫырма юрамасть» : [чӑваш поэчӗ Илья Тукташ ҫинчен] / страницӑна Т. Наумова хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2017. — 5 ҫурла/август (№ 30). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Терентьев, Г. И. Тукташ хӑҫан ҫуралнӑ? / Г. Терентьев // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2007. — 1 ҫурла. — С. 2.
  • Тукташ (1907-1957) // Элӗк енӗн самана сассиллӗ поэзийӗн классикӗсем / [В. А. Иванов пухса хатӗрленӗ ; В. Н. Шашков ред.]. — Шупашкар ; Элӗк, 2006. — С. 21-34.. — См. текст
  • Яруткина, С. В. Илле Тукташ / С. В. Яруткина // Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ / С. В. Яруткина. — Шупашкар, 2015. — С. 75-77.
  • Афанасьев, П. Тукташ (Семенов) Илья Семенович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 422-423.
  • Ефимов, Л. А. Тукташ (Семенов) Илья Семенович / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 530.
  • Илья Семенович Тукташ: 1907-1957. Поэт-песенник / подгот. Ю. С. Семендер // Выдающиеся люди Чувашии. — Чебоксары, 2002. — С. 171-176.
  • Родионов, В. Г. Тукташ (Семенов) Илья Семенович / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 276.. — См. текст
  • Семенов Илья Семенович (Илле Тукташ) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 390.
  • Трофимов, Г. Ф. Тукташ (Семенов) Илья Семенович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 409.
  • Тукташ Илья Семенович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930-2005. — Чебоксары, 2005. — С. 155.
  • Ялгир, П. Тукташ Илья Семенович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 117.

Каçăсем