Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (акăл. Chuvash State Institute of Humanities, 1930 çулхи ҫурла, 18) — Чăваш Республикин ӑслӑлӑхпа тĕпчев институчӗ, чăваш ăслăлăх институчĕсенчен чи малтан йӗркеленӗскер шутланать. Шупашкарта вырнаçнă.

Ертӳçи — Ю.Н. Исаев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Ӑслӑлӑх ӗҫӗсен пай ҫумӗ — Г. А. Николаев, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Кун-çулĕ

1930 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх пур енлĕ ăслăх-тĕпчев институчĕ уçăлать, 1933 çулта Чăваш чĕлхин, литературин тата кун-çулĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕ шая куçарнă, 1994 çулта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ятне панă.

1999 кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне институтра 68 çын, çав шутра 38 ăслăх ĕçтешĕ (3 тухтăр, 20 ăслăх тухтăрĕ) вăй хурса тăрăшнă.

Ăслăх-тĕпчев центрĕн структури

  • Чĕлхе пĕлĕвĕн уйрăмĕ
  • Литература тĕпчевĕн тата халăх пултарулăхĕн уйрăмĕ
  • Этнологи, археологи тата антропологи уйрăмĕ
  • Социаллă экономика тĕпчев уйрăмĕ
  • Истори уйрăмĕ
  • Социологипе наци хутшăнăвĕсен уйрăмĕ
  • Ӳнер уйрăмĕ
  • Энциклопеди уйрăмĕ
  • Редакци-кăларăмĕпе полиграфи уйрăмĕ
  • Ăслăх вулавăшĕ
  • Ăслăх архивĕ

Институтăн ĕç-хĕлĕ, тĕллевĕ

Институт хушма ăслăхсемпе ыйтусене пур енлĕ тишкерсе тĕпчет:

Раççейре хăй тĕслĕ ăслăх-тĕпчев институтсем хушшинче хăй евĕрлĕхĕпе пĕртен-пĕрри шутланать.

Институт нумай енлĕ ăслăх тĕпĕ пулса, хăйĕн ĕç-пуçĕпе, тишкерӳ ыйтăвĕсен анлăшĕпе Чăваш Республикишĕн çеç мар, Раççей Федерацинче пурăнакан чăваш халăхĕшĕн, тăван çĕршыв ăслăхĕшĕн аслă пĕлӳн паллă тĕпĕ пулса тăрать.

Ăслăх-тĕпчев центрĕнче тăрăшакансем

  • В.П. Никитин (Станьял) — литература тĕпчев тата халăх пултарулăхĕн уйрăмĕн ертӳçи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачĕ.
  • А.П. Хузангай — чĕлхе пĕлĕвĕ уйрăмĕн ертӳçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • И.П. Павлов — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • Г.А. Дегтярев — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • Ю. Дмитриева — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • И.Е. Ильин — философи ăслăхĕсен кандидачĕ
  • В.П. Иванов — истори ăслăхĕсен кандидачĕ
  • Т.В. Погодина — социаллă экономика тĕпчевĕ уйрăмĕн ертӳçи, экономика ăслăхĕсен кандидачĕ
  • И.Н. Мадебейкин — ял хуçалăх ăслăхĕсен кандидачĕ
  • М.Н. Ергачев — биологи ăслăхĕсен кандидачĕ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем