Кузнецов Иван Данилович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Иван Кузнецов
Kuznecov i d.jpg
Ҫуралнӑ Ҫӗртме, 11, 1906
Ҫуралнӑ вырӑн Вырăскасси ялĕ, Теччӗ уесӗ, Хусан кĕперни, Раҫҫей империйӗ (халĕ Елчӗк районӗ, Чăваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ)
Вилнӗ Нарӑс, 1, 1991
Вилнӗ вырӑн Шупашкар, Чăваш АССР, СССР
Гражданлӑх (подданство)
Пӗлӳ илни
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ, чăваш çыравçи, литература тишкерӳçи, историкĕ
Премисем Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ
Наградӑсем
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Халăхсен туслăхĕ орден

Иван Данилович Кузнецов (1906 çулхи ҫӗртме, 11, Вырăскасси ялĕ, Теччӗ уесӗ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Елчӗк районӗ) — 1991 çулхи нарӑс, 1, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш литературин тишкерӳçи, чăваш çыравçи.

Профессор, истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (1970 ç.).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчӗк районӗнчи Вырăскасси ялĕнче çуралнă.

Шупашкар рабфакĕнче, Мускав хĕрлĕ профессура институтĕнче пĕлӳ пухнă. Парти обкомĕн культурăпа пропоганда пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пынă. Чăваш кĕнеке издательствин ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.

Чăваш патшалăх университечĕн СССР истори кафедрин пуçлăхĕ, профессор пулнă. ĂТИ ăслăлах ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

1991 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ)

Рабфакра ĕçленĕ чухнех тишкерӳ статьисене çырма пуçланă. Г. Келипе тупăшса çырнă. К. Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, П. Хусанкай, е Н. Шелепи пултарулăхне тĕрĕс мар хаклакансен йăнăшĕсене тӳрлетсе те çырма тивнĕ. «Чăваш культурипе литературин хăш-пĕр ыйтăвĕсем» кĕнекере паллă çыравçăсен пултарулăхне тĕплĕн тишкерсе тухнă.

Кĕнекисем:

  • «Национальный вопрос и чувашская литература»
  • «Литература и время»
  • «Правда истории и художественная достоверность»
  1. Артемьев, Ю.М. Наци культурин паянхипе ыранхи ыйтавĕсем / Ю.М. Артемьев // Тăван Атăл. - 1992. - № 4. - С. 60 – 65.
  2. Васильев, Е. Прошлое вопрошает, допрашивает / Е. Васильев // Советская Чувашия. - 1993. - 3 июня.
  3. Денисов, П.В. Неутомимый исследователь / П.В. Денисов, В.Д. Димитриев // Советская Чувашия.-1976.- 12 июня.
  4. Димитриев, В.Д. Коммунист, критик, историк / В.Д. Димитриев, Н.С. Павлов // Советская Чувашия. –1966.- 16 июня.
  5. Михайлов, Е.П. Наш учитель / Е.П. Михайлов, Г.Б. Матвеев // Молодой коммунист. - 1981. - 11 июня.
  6. Румянцев, М.В. Классик чувашской исторической науки / М.В. Румянцев // Ульяновец. - 1996.-20 июня.
  7. Хлебников, Г.Я. Хватка «железного» критика / Г.Я. Хлебников // Советская Чувашия. - 1993. - 2 февраля и др.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]