Ҫеҫпӗл Мишши

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ҫын пирки
Ҫеҫпӗл Мишши
МихаилСеспель.gif
Чӑн ят Çеçпĕл Мишши
Çуралнă вăхăт 1899 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ (28-мӗшӗ)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ(1922-06-15)[1] (22 ҫул)
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçлев тĕсĕ сӑвӑҫ, Куçаруçă (професси), çыравçă

Ҫеҫпӗл Мишши (выр. Сеспель Михаил) ҫеҫпӗл сӑмахран; 1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен официаллӑ ячӗ Кузьмин Михаил Кузьмич; 1899 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ [28-мӗшӗ], Çеçпĕл, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ[1]) — чӑваш поэчӗ, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ.

Биографийӗ

1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Касаккасси ялӗнче ҫуралнӑ[2]. Михаил ҫемьери ултӑ ачаран асли пулнӑ. Ҫуралсан тӑваттӑмӗш кунхине ӑна Шӑхасанти Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвӗнче тӗне кӗртнӗ[3].

Ашшӗ — Кузьма Фёдорович —1911 ҫулта хӑйӗн пиччӗшне унӑн туйӗнче хытӑ тарӑхнипе вӗлернӗшӗн каторгӑна лекнӗ[4]. Амӑшӗ — Агафья (Укахви) Николаева (Микулая), кукашшӗ Варлан Микулая паллӑ юмӑҫ пулнӑ[3].

1907—1911 ҫулсенче Михаил — Шӑхасанти иккӗмӗш класлӑ учительсен шкулӗ ҫумӗнчи пуҫламӑш классен вӗренекенӗ, унта чиркӳ-прихут шкулӗсем валли учительсем хатӗрленӗ. Ача чухне урине тӑм илтерсен шӑмӑ туберкулёзӗпе аптӑранӑ, хӑш чухне шӑллӗн Гурий Кузьминӑн ӑна шкула ҫунашкапа илсе кайма тивнӗ. Мишша шкулта (вӑл унтан мухтав хучӗпе вӗренсе тухнӑ) вӗренӳ литературӑпа ӳнер журналне йӗркеленӗ, унта хӑйӗн яш ҫулӗсенчи хайлавӗсене пичетленӗ.[5]

1911—1914 ҫулсенче Михаил Шӑхасанти вулӑс правленийӗн переписчикӗнче ӗҫленӗ, нумай вуланӑ, ӳкерме хӑтланнӑ, тӑмран ӑсталанӑ, чиркӳ хорӗнче юрланӑ. Кукашшӗн асамлӑ ӑсталӑхӗпе тата гипнозпа кӑсӑкланнӑ[3].

Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫин фронтӗнче Беларуҫре пулнӑ, малтан полк штабӗнче ҫыруҫу пулнӑ, кайран санитари пуйӑсӗнче службӑра тӑнӑ. 1916 ҫулта сывлӑхӗ хавшанӑран ӑна ӗҫрен янӑ, вӑл киле таврӑнсан Шӑхасанти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ[6]. Авӑн уйӑхӗнче Теччӗри учительсен семинарийӗнче итлекен пулса тӑнӑ.

Михаил нихӑҫан та авланман. Унӑн ача-пӑча пулман. Ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Анастасия Александровна Червяковӑна (1889—1960), Чӗмпӗр кӗпӗрнине кӗнӗ Астрамовка ялӗнчи хресчен хӗрне, качча кайнӑскере, юратса пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл упӑшкинчен уйрӑм пурӑннӑ, анчах ҫемьене аркатайман.[4] Вӗсем пӗр-пӗрин патне сакӑр уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ. Вӑл ӑна сӑвӑсем халалланӑ: Анастасия патне (ҫырусенче вӑл ӑна Нуся тесе чӗннӗ[7]) ҫырнӑ 100 ытла ҫыру упранса юлнӑ. Ҫеҫпӗл вилнӗ хыҫҫӑн Анастасия ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Кун пек юратма ҫав тери лайӑх ҫынсем ҫеҫ пултараҫҫӗ, вӗсем вара пирӗн ӗмӗрте питӗ сахал».[8]

22 ҫулти Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче синкерлӗ татӑлнӑ. Ӑна Украинӑра пытарнӑ. 1924 ҫулта тусӗ Федор Пакрышень поэтӑн вил тӑпри ҫине авалхи пӑлхар йӑлисемпе юман палӑк (юпа) лартнӑ[4]. 1954 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл виллине Остёр хулинчи паркра пытарнӑ, унта вил тӑпри палӑкне лартнӑ[3].

Общество ӗҫӗ-хӗлӗ

Ҫеҫпӗл Мишши (сылтӑмра) тата унӑн тусӗ Павел Бекшанский. Хусан. 1919 ҫ.

1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫеҫпӗл Мишши семинарири юлташӗсемпе В. Плаксинпа тата П. Бекшанскипе пӗрле хулари ӗҫлекен ҫамрӑксен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ, каярахпа вӑл РКСМ хула организацине кӗнӗ[9]. Партие кӗнӗ хыҫҫӑнах (1918 ҫулхи раштав уйӑхӗ) ӑна Мускава пропагандистсемпе агитаторсен курсне командировкӑна янӑ, унта В. И. Ленина пӗрре мар итленӗ[3].

1919 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Теччӗри судпа -следстви комиссийӗнче ӗҫленӗ. 1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ хыҫҫӑн ӑна, РКСМ Чӑваш обкомӗн ӗҫченне, ревтрибунал председательне тата Чӑваш автономи облаҫӗн юстици пайӗн заведующине суйланӑ. Ҫак наципе территори пӗрлешӗвӗн пӗрремӗш «тӗп прокурорӗ».

Пролетари юстици ӗҫне 22 ҫулта чухне кӳлӗнтӗм. Манра карьеризм, чыссӑрлӑх ҫук. Хамӑн чыса нихӑҫан та вараламасса шанатӑп, анчах 22 ҫула кайнӑ май хама пурнӑҫра ытларах хӑюлӑх сунатӑп, — кун кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ вӑл.

1920 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен иртнӗ Чӑваш автономи облаҫӗн Канашӗсен облаҫри 1-мӗш съездне хутшӑннӑ[10].

Совет Чӑваш автономи облаҫӗн 1-мӗш облаҫ съездӗнчи делегатсем. 1920 ҫ. чӳкӗн 7-11-мӗшӗсем. Сӑнӳкерчӗкре: Чӑваш облӗҫтӑвком председателӗ Даниил Элмен, Чӑваш автономи облаҫӗн ЧК председателӗ Иван Кадушкин, парти тата совет ӗҫченӗ Лев Лукин, облаҫри халӑх вӗрентӗвӗн пайӗн (облоно) заведующийӗ Илья Яштайкин, композитор тата педагог Федор Павлов, облаҫри куҫару комиссийӗн председателӗ Федор Тимофеев (Тимухха Хветӗрӗ), Чӑваш тӗп музейӗн заведующийӗ Николай Неверов тата ыт.

1920 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Ҫеҫпӗле суя айӑплава пула арестленӗВоспоминания Гурия Кузьмина, брата Сеспеля = Кавар чĕре. Поэт çинчен аса илнисем(чăв.). — 1979. — С. 50.</ref>. Уйӑх ҫурӑ тӗрмере ларнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума, шӑрпӑк кӳкӗрчӗпе наркӑмӑшланса вилме, хӑтланнӑ[4]. 1921 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче[11] Даниил Элмен, Александр Лбов, Сергей Коричев хута кӗнипе ӑна ирӗке кӑларнӑ[7]. Вӑл ӗҫ вырӑнне улӑштарнӑ, Чӑваш облононе куҫарупа издательство комиссине вырнаҫнӑ[4].

П. Г. Кипарисов. «Ҫеҫпӗл Мишши хресченсен хушшинче Колчака хирӗҫ революци отрячӗсем йӗркелет. 1919 ҫул» 1985.

1921 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ӳнерҫи Алексей Кокель сӗннипе вӑл Киеври ӳнер шкулне вӗренме кӗнӗ. Анчах уесри ҫар комиссариачӗ ӑна ҫара мобилизациленӗ те телефонпа телеграф полкне ӑсатнӑ[12]. Аманнӑран тата шӑмӑ туберкулёзӗ вӑйланса пынӑран ӑна комиссиленӗ[4].

1922 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши Чернигов кӗпӗрнинчи Остёр уесӗнчи Кашкӑр Ту ялне тусӗ Федор Пакрышень патне кайнӑ. Остёр уесӗн ҫӗр пайне делопроизводителе ӗҫе кӗнӗ (1922 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ). Ҫав вӑхӑтрах вӑл куҫару комиссийӗн инструкторӗнче ӗҫленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тыр-пул пӗтнине пула выҫлӑхпа шар курнӑ кӗпӗрнесенчен куҫса килекенсене пулӑшас ӗҫе хастар хутшӑннӑ[13].

Ҫеҫпӗл ҫӗнӗ экономика политикине йышӑнман, вӑл пурлӑх пайланӑвӗ тата капитализм реставрацийӗ патне илсе пырать тесе шутланӑ. Сывлӑхӗ япӑхланнипе поэтӑн тӗнчекурӑм кризисӗ вӑйланса пынӑ — тахҫантанпах асаплантарнӑ шӑмӑ туберкулёзӗсӗр пуҫне куҫӗ те япӑхланма пуҫланӑ. Ҫеҫпӗлӗн хӑйӗн ҫине алӑ хурас шухӑшсем тӗвӗленнӗ[14].

Поэт Чӑваш облаҫӗн РКП (б) обкомне хӑйне РКП (б) пайташӗн прависене пама тата парти билетне ярса пама ыйтса темиҫе заявлени ҫырнӑ. 1922 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15 тата 22-мӗшӗсенче Остёр РКП (б) укомӗ Ҫеҫпӗл ыйтнипе РКП (б) Чӑваш обкомне ыйтса ҫырнӑ: «Кузьмин Михаил РКП (б) пайташӗ пулнӑ-и, партие кӗнӗ вӑхӑт, характеристика ярса парӑр». Хурав пулман[3].

1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Херсон кӗпӗрнинчен тарса килнӗ икӗ ҫемьене хӑй тӗллӗн сакӑр пӑт ыраш панӑшӑн Н. Савченко пуҫлӑхпа хирӗҫнӗ[15]. Ҫав кунах Ҫеҫпӗл пахчари йывӑҫран ҫакӑнса вилнӗ. Следстви темиҫе кун ҫеҫ пынӑ, ӗҫе питӗ ҫиелтен пӑхса тухнӑ. Ҫавна май ҫамрӑк ҫын вилӗмӗ унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ, ӑна вӗлернӗ текен верси те пур[4].

Литература ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑваш поэзийӗнчи силлабо-тоника виҫин никӗслевҫи. Ҫеҫпӗл сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ, тутарла тата украинла лайӑх пӗлнӗ[4].

Вырӑс классика поэзийӗнчи опыт, революцичченхи чӑваш литературинчи, фольклорти чи лайӑх тӗслӗхсем ҫине таянса сӑввӑн лирикӑллӑ майӗсене анлӑлатнӑ. Сӑвӑсен пӗрремӗш пуххи 1928 ҫулта тухнӑ. Унтанпа унӑн хайлавӗсене тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхипе кӑларнӑ. Темиҫе публицистика статйи тата 2 калав ҫырнӑ: «Вӑрман ачисем» тата «Истома», «Упик» драма.

Тӗп кӑларӑмӗсем: «Ҫырнисен пуххи = Собрание сочинений», «Ҫӗнӗ кун аки», «Хурҫӑ шанчӑк», «Чӑн чӗрӗлсен», «Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм», «Паянтан», «Поэзи чечекӗ», «Стальная вера», «Голодный псалом», «Мильоном стих мой повторен» тата ытти те[16].

Чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пӗрремӗш сӑввисене Ҫеҫпӗл Мишши 1919 ҫулта «Революци ялавӗ», «Теччӗ хыпарӗсем», «Канаш» хаҫатсенче пичетлеме тытӑннӑ. «Хурҫӑ шанчӑк» сӑвӑсен пуххи пӗрремӗш хут 1927 ҫулта кун ҫути курнӑ.

Паллӑ кӗнекисем:

  • «Ҫӗн Кун аки»;
  • «Хурҫӑ шанчӑк»;
  • «Пуласси»;
  • Ҫырнисен пуххи, Шупашкар, 1959;
  • Стальная вера. Стихи, М., 1957.

Поэтӑн сӑввисене 56 чӗлхене куҫарнӑ.

Астӑвӑм

Остёр хулинчи вил тӑпри

1967 ҫултан пуҫласа литература тата ӳнер тытӑмӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине парасси йӑлана кӗнӗ. Шупашкар хулинче поэт ячӗпе урам, сквер, вулавӑш, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хисепленет, палӑк лартнӑ, музей уҫнӑ; Канаш районӗнчи Шӑхасанти шкула унӑн ятне панӑ; поэӑн тӑван тӑрӑхӗнче «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван тӑрӑхӗ» мемориал комплексӗ ӗҫлет[16].

Ленин проспектӗнчи палӑк, Шупашкар

Палӑксем тата асӑну хӑмисем

«Ҫеҫпӗл Мишши» теплоход
  • Остёр хулинчи паркра Ҫеҫпӗл Мишшин вил тӑпри палӑкӗ;[17]
  • Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Старогородка салинчи палӑк-стела (ӑна 2022 ҫулта тӗп тунӑ);
  • Шупашкарти Ленин проспекӗнчи поэт бюсчӗ;
  • 1970-мӗш ҫулсенче Киевра Ульяновсен урамӗнче Ҫеҫпӗл пурӑннӑ 7-мӗш ҫурт стени ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • Чернигов облаҫӗнчи Остёр хулинчи поэтӑн вил тӑпри тата таврапӗлӳ музейӗн уйрӑмӗ.

Музейсем

  • Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Чӑваш Енри Канаш районӗ, Ҫеҫпӗл ялӗ;
  • Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Шупашкар;
  • Таврапӗлӳ музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши кӗтесӗ, Тутарстан, Теччӗ, Педтехникум;
  • Остёрти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ 1-мӗш гимназири Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ[18].

Поэта халалласа ят панӑ

  • 1969 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ялне унӑн ятне панӑ;
  • Шупашкарти тата Остёрти урамсем.
  • Остёрти Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ парк.
  • «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ , Шупашкар хули.
  • «Ҫеҫпӗл Мишши» теплоход[18].

Кӗнекесем

  • Г. О. Збанацкий Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен «Ҫеҫпӗл» роман ҫырнӑ.

Кинофильмсем

  • «Ҫеҫпӗл» — 1970 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ӳкернӗ фильм, Киеври А. Довженко ячӗллӗ киностуди ӳкернӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Сеспель Мишши // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ Халӗ — Раҫҫейри Чӑваш Республикине кӗрекен Ҫеҫпӗл ялӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Михаил Сеспель как чувашский культурный герой ХХ века. Канашский муниципальный округ Чувашской Республики.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Михаил Сеспель. Голос чувашской революционной поэзии. visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  5. ^ Биография Михаила Сеспеля (Кузьмин Михаил Кузьмич). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  6. ^ Родионов В. Г. Сеспель — цветок Земли и Неба.. — 2009. — С. 70-71.
  7. ^ 1, 2 Михайлов, Евгений. Старая фотография с неизвестным Сеспелем. Советская Чувашия (26 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  8. ^ Большая любовь и короткая жизнь поэта-революционера Михаила Сеспеля. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Питеркинская сельская библиотека знакомит своих читателей с книгами о Михаиле Сеспеле.(паллӑ мар). Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  10. ^ Сеспель, Михаил Кузьмич (поэт; 16.11.1899-15.06.1922). Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  11. ^ Родионов В. Г. Сеспель — цветок Земли и Неба.. — 2009. — С. 184.
  12. ^ Гусарова, А.Ю. Сеспель Мишши: 125 лет со дня рождения основоположника чувашской поэзии. Архивы Чувашской Республики (16 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  13. ^ Чувашские писатели почтили память чувашского поэта-классика Михаила Сеспеля. Чувашский народный сайт (17 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  14. ^ Родионов В. Г. Сеспель — цветок Земли и Неба.. — 2009. — С. 332.
  15. ^ Родионов В. Г. Сеспель — цветок Земли и Неба. Чебоксары, 2009 г. — Стр. 329—331
  16. ^ 1, 2 Сеспель, Михаил Кузьмич (поэт; 16.11.1899-15.06.1922). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  17. ^ Чувашский национальный музей. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 Сеспель Михаил (выр.). rostselmash.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Сироткин М. Я. Очерки истории чувашской советской литературы. — 1956.
  • Основоположник чувашской советской поэзии. — «Уч. зап. Чуваш. НИИ», 1971. — Т. 51.