Çеçпĕл Мишши музейĕ (Шупашкар)
Çеçпĕл Мишши музейĕ — Ҫеҫпӗл Мишши кун-çулĕпе пултарулăхне халалласа йĕркеленĕ музей, Чӑваш наци музейӗн филиалĕ.
Музей Республика харпăрлăхĕнче[1][2].
Почтă адресĕ: 428018, Шупашкар, Çеçпĕл Мишши урамĕ, 8 ç.
Музей ертӳçи — А. В. Андреева.
Кун-çулĕ
Экспозицисем
«Халăх астăвăмĕнче» литература хăна пӳлĕмĕнче куравсем, иртеççĕ, çыравçăсемпе тата сăвăçăн кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпчекен ăсчахсемпе тĕл пулаççĕ, сăвă тата пуплев каçĕсене ирттереççĕ. Музейе кĕрекекенсем «Сеспель» илемлĕ фильмпа килленме пултараççĕ.
Экскурсисем
Музейре экскурсисем иртеççĕ:
- Çеçпĕл Мишшин пурнăç асапĕпе хуйхи-суйхи;
- М. К. Кузьмин-Çеçпĕлĕн Чăваш Енпе Тутарстанăн пĕрремĕш патшалăх тата пĕрлĕхсенчи ĕçĕ-хĕлĕ;
- Çеçпĕл Мишши поэзийĕ;
- Çеçпĕлĕн юрату поэзийĕ;
- Черкасов мещанин çурчĕн историйĕ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чăваш наци музейĕн сайтĕнчи страница 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ..
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |