Чӑваш патшалӑх филармонийӗ

Чăваш патшалăх филармонийӗ (выр. Чувашская государственная филармония) — Чӑваш Республикин Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ патшалӑх культура учрежденийӗ. Организаци хӑйӗн артисчӗсемпе гастроле килнӗ ытти артистсен концерчӗсене йӗркелет[1].

Кун-ҫулӗ

1936 ҫулта Совет Союзӗн нумай облаҫӗпе тата наци республикинче филармонисем йӗркелеме пуҫланӑ. Вӗсем концерт пурнӑҫне йӗркелекен патшалӑх учрежденийӗсем пулнӑ.

1936 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ ҫумӗнчи Ӳнер ӗҫӗсен управленийӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тума хушу кӑларнӑ. 1936 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Совнаркомӗн постановленийӗ тухнӑ, вӑл ҫак йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ.

Филармони шутне Чӑваш патшалӑх хорӗ (1939 ҫулта Юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулса тӑнӑ), симфони тата вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрӗсем кӗнӗ. Ҫамрӑк музыкантсенчен хӗлӗхлӗ кӗвӗ хатӗрӗсемпе калакан квартет йӗркеленӗ, кӗслеҫӗсен ансамблӗ пуҫтарӑнма пуҫланӑ.

Филармонин пӗрремӗш директорӗ пулма Мускав консерваторийӗнче вӗренсе тухнӑ Иосиф Вениаминович Люблина ҫирӗплетнӗ. Вӑл пианист, композитор тата музыковед пулнӑ, 1930 ҫултанпа Чӑваш Енре ӗҫленӗ.

30-мӗш ҫулсенче В. Кривоносовӑн «Хаваслӑх» музыка комедине, В. Иванишинӑн(выр.)чăв. «Нарспи» оперин икӗ актне лартнӑ. Ҫак спектакльсенче филармонин хорӗ, симфони оркестрӗ тата солистсем хутшӑннӑ.

1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче республика шайӗнче культура тата ӳнер учрежденийӗсен ӗҫне вӑхӑтлӑха чарнӑ. Республикӑра эстрада ӗҫне пӗтӗмпех концерт-эстрада бюровӗ йӗркелесе пынӑ. Ҫак бюро 1941 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи театрӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ. 1942 ҫулта дирижер В. А. Ходяшев пур вӑйсене пухса симфони оркестрӗн репетицийӗсене ҫӗнӗрен пуҫланӑ. Филармони 1943 ҫулхи кӗркунне тӗлнелле каллех тулли ӗҫлеме пуҫланӑ. Артистсем ҫар чаҫӗсене тата госпитальсене кайнӑ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗ Калинин тата Брянск фрончӗсен салтакӗсем валли концертсемпе ҫӳренӗ.

1958 ҫулта оркестр хутшӑннипе «Пер Гюнт» литературӑпа музыка композицийӗ лартнӑ. Анчах 1959 ҫулта оркестра филармонирен ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Чӑваш музыка театрӗн шутне панӑ.

1993 ҫулта юрӑпа ташӑ ансамблӗ (халӗ — Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ) хӑй тӗллӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса тӑнӑ[2].

Директорӗсем

1945 ҫултан вара филармони директорӗсем А. С. Сергеев, А. Ф. Кравчук, Ю. П. Григорьев тата ыттисем пулнӑ. 2001 ҫултанпа филармоние Н. Н. Казаков ертсе пынӑ[1], 2021 ҫулхи утӑ уйӑхенчен вара М. Ю. Матросов[3].

Филармони паян

Тӗрлӗ вӑхӑтра филармони ҫумӗнче ҫак ушкӑнсем йӗркеленнӗ: «Сеспель» эстрада ансамблӗ (1968 ҫул), музыка-лектори ушкӑнӗ (1970), «Ҫавал» эстрада-фольклор ансамблӗ (1976), эстрадӑпа цирк ушкӑнӗ (1976), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виктор Петров ертсе пыракан Кулӑшпа сатира театрӗ (1983), «Чаваш ен» ушкӑн (1991), «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ ҫинче никӗсленнӗ хальхи хореографи центрӗ (2007) тата «Дуняша Style» фолк-ушкӑн (2013).

2003 ҫулта филармони шутне 1989 ҫултах йӗркеленӗ Камерлӑ оркестр кӗнӗ.

undefined

Филармони — концертсемпе уяв мероприятийӗсем, тӗрлӗ мероприятисем ирттермелли.

Филармонин юлашки ҫулсенчи проекчӗсем:

  • «Заветный час» ачасен валли музыка телепрограмми (1999—2006);
  • ача-пӑча мюзиклӗ «Солнце, пальмы… Дед Мороз» В. Г. Салихова (2002);
  • Г. Степанов ячӗллӗ ҫурхи ӳнер ассамблейи «Ҫамрӑксен пултарулӑхӗ» (2004—2013);
  • чӑваш культурин кун-ҫулӗнче пӗрремӗш мюзикл «Нарспи» (2007, музыки Н. Казаковӑн, чӑваш литературин классикӗ К. Ивановӑн поэмипе ҫырнӑ либретти Б. Чиндыковӑн);
  • республикӑри ҫамрӑк музыкантсен телеконкурсӗ «Мехел» (2007—2016);
  • «Авалхи сас» музыкӑпа театр проекчӗ (2010);
  • «Вуникӗ пукан» мюзикл (2012);
  • «Мюзиклсен ылтӑн хичӗсем» программа (2012);
  • «Чӑваш ҫӗрӗн чи лайӑх юррисем» (2014) тата ыттисем.

Филармонире Мускав патшалӑх филармонийӗн академи симфони оркестрӗ(выр.)чăв., «Виртуозы Москвы»(выр.)чăв. патшалӑх камерлӑ оркестрӗ[4], «Солисты Москвы» камерлӑ ансамблӗ, Хусан патшалӑх камерлӑ оркестрӗ «La Primavera», Тӗмен филармони оркестрӗ[5], Атӑлҫи Ҫамрӑксен симфони оркестрӗ тата ыттисем вылянӑ.

Харпӑр концертсемпе тӗнчери, ҫӗршыври паллӑ артистсем, музыкантсем килнӗ[1]: А. В. Корнеев флейтист, Л. А. Амбарцумян сӗрме купӑсҫӑ, Л. А. Сметанников тата О. Е. Погудин юрӑҫсем, Е. Ю. Финкельштейн гитарист тата ыттисем.

Филармонин пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 133,5 тӑваткал метр, залра куракансене лармалли 674 вырӑн, ҫав шутра 6 вырӑн сусӑрсене валли[6].

Пултарулӑх ушкӑнӗсем

1970 ҫулта йӗркеленӗ музыка-лектори ушкӑнӗнче тӗп солист-вокалистсем, солист-инструменталистсем, вулакансем ӗҫлеҫҫӗ.

1968 ҫулта филармонире Чӑваш Енӗн пӗрремӗш професси эстрада ансамблӗ — «Сеспель» ҫуралнӑ. Ушкӑнӑн тӗп ӗҫӗ — чӑваш эстрада юррине сарасси, ют ҫӗршыв кӗввисене чӑвашла юрласси. Вырӑсла та юрӑсем пур. Ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе Раҫҫейӗн нумай хулинче тата ют ҫӗршывсенче, ҫав шутра Польшӑра, Венгрире тата Югославире, куракансене паллаштарнӑ.

Чӑваш патшалӑх камерлӑ авалхи тата хальхи музыка оркестрӗ 1989 ҫулта йӗркеленӗ. 2003 ҫулта ушкӑн филармонире ҫӗнӗ тапхӑрне пуҫланӑ.

1976 ҫулта йӗркеленӗ «Ҫавал» фольклор ансамблӗ виҫӗ тӗнче фестивальне хутшӑннӑ: «Евромузыка — 94» Аслӑ Новгородра, Польшӑра тата Бельгире. Вӑл пӗрремӗш тӗрӗк халӑхӗсен тӗнче фестивалӗн дипломанчӗ (1977 ҫул). Ушкӑнӑн репертуарӗнче — тӗнче классики тата хальхи музыка, ҫав шутра чӑваш композиторӗсен Александр Васильевӑн, Лариса Быренкован, Андрей Галкинӑн, Виктор Ходяшевӑн, Лолита Чекушкинан оркестр валли ҫырнӑ хайлавӗсем.

«Чаваш ен» ансамбле 1991 ҫулта йӗркеленӗ. Ушкӑнӑн репертуарӗнче профессиллӗ чӑваш тата вырӑс композиторӗсен хайлавӗсем, ҫаплах чӑваш, вырӑс, украин, тутар тата касак халӑх юррисем.

В. Петров ертсе пыракан Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Кулӑшпа сатира театрӗ — республикӑра юратнӑ ушкӑнсенчен пӗри.

Вырнаҫӑвӗ

Филармони хӑйӗн пӗрремӗш концерт залне 1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче илнӗ. Вӑл 350 вырӑнлӑ пулнӑ, ӳнер училищин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.

1959 ҫулта филармонин пултарулӑх ушкӑнӗсем Гагарин урамӗнче ятарласа туса лартнӑ ҫурта куҫнӑ (халӗ кунта Вырӑс драма театрӗ вырнаҫнӑ).

1986 ҫулта филармоние Урицкий урамӗнчи ҫуртра вырнаҫнӑ 320 вырӑнлӑ концерт залне панӑ (халӗ унта Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ вырнаҫнӑ).

1989 ҫулта филармони юнашар ҫурта куҫнӑ. Унччен унта Политпросвещени ҫурчӗ вырнаҫнӑ пулнӑ (хальхи адресӗ — Президент бульварӗ, 9 ҫурт).

2021 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗ реконструкци хыҫҫӑн алӑкӗсене уҫнӑ. Реконструкцие 2017—2021 ҫулсенче «Культура» наци проекчӗпе(выр.)чăв. пурнӑҫланӑ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Л. И. Бушуева. Чувашская государственная филармония (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ История филармонии — Чувашская государственная филармония (выр.). chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ В Чувашской государственной филармонии сменился директор (выр.). АиФ — Чувашия (6 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  4. ^ В Чебоксарах прошли гастроли Государственного камерного оркестра «Виртуозы Москвы». Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ В Чебоксарах прошёл блистательный концерт Тюменского филармонического оркестра - Чувашия медиа (выр.). chuvashia.media. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  6. ^ Чувашская государственная филармония (выр.). https://sistema-stage.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
  7. ^ Чувашская филармония открылась после реконструкции (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (15 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.