Маяковский ячӗллӗ Шупашкар тӗп библиотеки

Маяковский ячӗллӗ Шупашкар тӗп библиотеки (выр. Центральная городская библиотека им. Маяковского (Чебоксары)) — Чӑваш Республикин тӗп хулин культура учрежденийӗ.

Истори

  • Библиотекӑна 1954 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкар хулин Комбинат урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче уҫнӑ;
  • 1960 ҫул — И. Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫуртри ҫӗнӗ пӳлӗме куҫнӑ;
  • 1964 ҫул — Шупашкар хулинчи мӗнпур тытӑмсемпе ведомствӑсен библиотекисен меслетлӗх центрӗн статусне панӑ;
  • 1966 ҫул — хулари тӗп библиотека статусне панӑ, пӗтӗм хула халӑхне тивӗҫтерме пуҫланӑ;
  • 1975 ҫул — икӗ вулавӑш тытӑмӗ туса хунӑ: ҫитӗннӗ вулакансене пӑхса тӑракан тата ачасене пӑхса тӑракан. В. Маяковский(выр.)чăв. ячӗллӗ хула тӗп библиотеки хулари аслисене тивӗҫтерекен 16 вулавӑшшӑн пуҫ пулса тӑнӑ;
  • 1975 ҫул — Октябрь 50 ҫулӗ урамри 3-мӗш ҫуртри ҫӗнӗ пӳлӗме куҫнӑ;
  • 1986 ҫул, кӗркунне — Гузовский урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри ҫӗнӗ пӳлӗме куҫнӑ, хальхи вӑхӑтра унтах вырнаҫнӑ[1].

Ертӳҫӗсем

Пӗрремӗш библиотекарь Н. В. Морозова пулнӑ.

Тӗрлӗ ҫулсенче библиотека тытӑмне Гущенкова Любовь Ивановна, Ивченко Вера Васильевна, Бондарев Евгений Викторович ертсе пынӑ[2]. Хальхи вӑхӑтра директор пулса Пыркина Маргарита Николаевна ӗҫлет[3].

Хальхи вӑхӑтра

Библиотека фондӗнче — 180 пин единица управ.

1993 ҫултанпа ҫӗнӗ информаци технологийӗсене ӗҫе кӗртеҫҫӗ: кӗнекесене уйрӑм шута илес тата периодикӑна ҫырӑнассине автоматизациленӗ, электронлӑ каталог тата картотекӑсем йӗркеленӗ.

2000 ҫулта культурӑпа ҫутӗҫ медиатекине уҫнӑ.

2002 ҫулта «Росянка» экологи информацийӗпе культура центрӗ туса хунӑ.

Библиотекӑра электронлӑ каталогпа, Наци электронлӑ вулавӑшӗпе, Литрес кӗнекисемпе, КонсультантПлюс право базипе усӑ курма май пур.

Клубсемпе кружоксене йӗркеленӗ: «Ылтӑн ӳсӗм», «Ладья» шахмат клубӗ, «FunDay: вулатпӑр, вӗренетпӗр, вылятпӑр», «МАЯК» ҫамрӑксен центрӗ[4].

Вулавӑш пурлӑхӗ

  • Лаптӑкӗ — 2098,9 тв. м;
  • кӗнеке фончӗ — 221106 экз.
  • вулакансен йышӗ – 23796;
  • ҫӳрекенсен шучӗ – 340103;
  • документ пани – 451621;
  • ҫырӑнтару – 22 хаҫат-журнал[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 60 лет назад открыта Центральная городская библиотека им. В. Маяковского(паллӑ мар). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (17 ҫурлан 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ Наша гордость. nashagordost.tilda.ws. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  3. ^ В Чебоксарах нашли главного библиотекаря. 2025 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Центральная городская библиотека им. В. Маяковского (выр.). gcheb.bibliochuvashia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.