Парк ҫинчен
Парк пӗтӗмӗшле 37 гектар лаптӑк йышӑнать. Унӑн 85% йывӑҫ-тӗм вырнаҫнӑ. Ытларах енӗпе юмансем ӳсеҫҫӗ[2].
Чи анлӑ сарӑлнӑ йывӑҫ тӗсӗ — йӗкеллӗ юман (пӗтӗм йывӑҫсен лаптӑкӑн 91 % йышӑнать). Канмалли тата паркӑн тӗп пайӗнче хурӑн тата вӗтӗ ҫулҫӑллӑ ҫӑка йывӑҫҫисене ятарласа лартнӑ. Ҫӗпӗр лиҫванӗ, шӗвӗр ҫулҫӑллӑ вӗрене, ахаль пилеш, симӗс ясень, шӗшкӗ тата ытти хӑш-пӗр йывӑҫ сахал тӗл пулать. Паркри юмансем 90 ҫултан пуҫласа 140 ҫула ҫитиччен тӗл пулаҫҫӗ, темиҫе 160 ҫулхи юмансем пур.
Паркри вӑрманта тӳрем вырӑнсем те, ҫырмаллисем те пур. Ҫырмара ҫӑлкуҫсем пур, вӗсен шывӗ Трусихӑна юхса кӗрет[2].
Паркра вӗсен кайӑксем пур, пакшасем тӗл пулаҫҫӗ[2].
Паркра аттракционсем, тӗрлӗ кафесем ӗҫлеҫҫӗ.
Историйӗ
Вӑрман хӑйӗн ятне 1-мӗш Усадка ял (яла ҫавӑн пекех Лакрей ятпа та каланӑ) хуҫисен ятӗнчен илнӗ. XVIII ӗмӗрте вӑл ял Фёдор, каярах Сергей Попов-Лакреевсен аллинче пулнӑ. Фёдор Сӗве провинци канцелярийӗнче секретарь пулса ӗҫленӗ[3]. Шӑп XVIII ӗмӗрте ял хуҫисем Трусиха шывӗн сылтӑм енчен вӑрман лартнӑ та[4].
Шупашкар хулин халӑхӗн кӑмӑлне тивӗҫтерсе 1950-мӗш ҫулсенче вӑрманӑн пӗр пайне парк йӗркелеме уйӑрнӑ. 1957 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар хула канашӗн йышӑнӑвӗпе парка «Аслӑ Октябрь ячӗллӗ культурӑпа канӑвӑн хула паркӗ» ят панӑ. Анчах ку ят ҫирӗпленсе ҫитеймен, хула ҫыннисем ӑна малтанхи пекех Лакрей вӑрманӗ тенӗ[4].
Пирвайхи вӑхӑтра парк 55 гектар ҫӗр йышӑннӑ, анчах майӗпен сарӑлса пынӑ. Парк шутне Патшалӑх вӑрман фондӗнчи лаптӑксем тата ҫырла ӳстерекен совхоз ҫӗрӗсем кӗнӗ. Ҫапла май тата 63 гектар ҫӗр хушӑннӑ[4].
1967 ҫулта культурӑпа кану паркӗнче капиталлӑ строительство пуҫланнӑ[4].
Нумай ҫул хушши Лакрей вӑрманӗн чи пысӑк ҫитменлӗхӗ ун йӗри-тавра ҫырмасем вырнаҫни пулнӑ. 1968 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар хула канашӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗнче ҫуран каҫмалли кӗпер тӑвас ыйту лартнӑ, ӑна 1968 ҫулхи IV кварталта хута ямалла пулнӑ[4].
1969 ҫулта паркра виҫӗ аттракцион, ҫуллахи симӗс театр тата шашкӑпа шахмӑтла вылямалли павильон пулнӑ. Ҫак ҫӳл «Чӑвашгражданпроекта» паркра хӗллехи ташӑ залне, кинолекторий, спорт инвентарь прокачӗн базине туса лартма проект хатӗрлеме ыйтнӑ. Пысӑк стройка пуҫланнӑран ку ҫулхине виҫӗ аттракцион кӑна ӗҫленӗ[4].
1970 ҫулта 1 гектар ҫӗре курав залӗ йӗркелеме уйӑрнӑ. 1971 ҫулта кафе тата ӗҫме таврашӗ сутмалли вырӑнсем йӗркелеме йышӑннӑ. 1975 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче паркра «Ача-пӑча хули» уҫӑлнӑ. 1975 ҫулта парк тавра карта тытма пуҫланӑ[4].
1978 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Шупашкар хулин Ленин район канашӗн ӗҫтӑвкомӗ йышӑннӑ тӑрӑх «Лакрей вӑрманне» ҫутҫанталӑк палӑкӗ тесе палӑртаҫҫӗ[4].
1978–1983 ҫулсем хушшинче паркра пурӗ 9 пин йывӑҫ, 14 пин тӗмӗ, 2 пин нумай ҫул ӳсекен чечек лартнӑ[4].
1982 ҫулта паркра «Шкул лесничестви» кружок йӗркеленӗ, вӑл нумай ҫул ӗҫленӗ. Кружок ӗҫне пула «Вӗҫен кайӑксен кунӗ», «Вӑрман кунӗ» тата ытти тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ, ҫулсерен 30–40 сырӑш, шӑнкӑрч вӗлли ҫакнӑ[4].
Наградӑсем
Ӗҫ вӑхӑчӗ
Мӗнле ҫитмелле
Парк хулан Ленин районӗнче вырнаҫнӑ. Унта Ленин проспектӗнчи «Николаев урамӗ» чарӑнуран (15, 41, 46, 101, 262-мӗш автобуссем; 1, 4, 5, 8, 9, 10, 11, 14, 20-мӗш троллейбуссем; 7, 7э, 24, 30, 43, 44, 47, 112-мӗш маршруткӑсем) ҫитме пулать. Ҫавӑн пекех Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ «Ярмарка» тата «Лакрей вӑрманӗ» чарӑнусем (33-мӗш автобус, 21-мӗш троллейбус, 5, 125 тата 325 маршруткӑсем) урлӑ лекме май пур.
Сӑнсем
Ӑнлантарусем
- ^ Парки и сады г. Чебоксары: Центральный парк культуры и отдыха «Лакреевский лес» // РГУ «Государственный архив технотронной документации Чувашской Республики», 2005. — Дата обращения: 29.07.2025.
- ^ 1, 2, 3 О парке Лакреевский лес (выр.). Лакреевский лес. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Гусаров, Ю. В. Лакреевы-Пановы // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. В. С. Григорьев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2008. — Т. 2: Ж—Л. — 491 с. — ISBN 978-5-7670-1549-8. // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 О. Морозова. Из истории Лакреевского парка (выр.). О. Морозова (18 юпан 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ В десятке лучших парков СНГ (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (24 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Правила посещения парка (выр.). Лакреевский лес. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
Вуламалли
- Чебоксары. Город юный, город древний: книга-альбом / рук. проекта И. Д. Тимофеев-Вутлан ; ред.-сост. Л. М. Кубашина ; макет, худож. оформл. В. Н. Гончаров и др.. — Чувашское книжное издательство, 2004. — С. 103. — 144 с. — ISBN 5-7670-1354-3.
- Дубрава превратилась в парк // Чебоксарские новости. 2005. 11 февраля. № 27.
- "Лакреевский" известен в России // Советская Чувашия. 2005. 27 сентября. № 191.
Каçăсем
- Паркӑн официаллӑ сайчӗ (выр.). go2park.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану тӗп паркӗ» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Лакрей вӑрманӗнче ҫуллахи кинотеатр уҫӑлӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Парк «Лакреевский лес» в Чебоксарах (выр.). — на сайте «Достопримечательности России». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. 2015 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ.