Ҫуткӳл (кӳлӗ, Муркаш районӗ)

Ҫуткӳл — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи кӳлӗ, Сурӑм юханшывӗн бассейнӗн тури юхӑмӗнче, Ҫуткӳл ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ кӳлӗ[2]. Вылӑ шывне юхса кӗрекен Ерпаш юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.

Кӳлӗ лаптӑкӗ 4 га. Чи пысӑк тарӑнӑшӗ — 16,75 м, сарлакӑшӗ — 140 м, тӑршшӗ — 250 м. Ку Чӑваш Республикин территорийӗнчи карст евӗрлӗ чи тарӑн кӳлӗ.

Этимологи

Ячӗ — «ҫутӑ» тата — «кӳлӗ» — сӑмахсенчен пулса кайнӑ.

Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем

Кӳлӗ карста пула йӗркеленнӗ, унӑн кӳлепи тӑрӑхла. Ҫыранӗсем акшар чулӗ ҫурӑлнипе йӗркеленнӗ, ҫавна пула кунти шыв питӗ хытӑ. Тӗпӗ тӑмлӑ, хытӑ. Кӳлӗ тӑрӑхӗнче ытларах сӑрӑ вӑрманлӑ тата тӑмлӑ тӑпрасем. Шывӗ таса, тӗссӗр тата шӑршӑсӑр, витӗр 70 см таран курӑнать. Шыв хӗрринче ӳсентӑран сахал. Йӗри-таврари тавралӑхра ҫырма-ҫатра пит нумай, ҫӗр ҫийӗн ҫӳллӗшӗ 90—145 метр таран пулнипе вылять. Ҫыранӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче хыр, тирек лартса тухнӑ, тӑвайккинче колхоз сачӗ вырнаҫнӑ.

Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх тӗпӗнче вӑйлӑ ҫӑлкуҫсем тапса тӑраҫҫӗ, ҫавна пула кунти кӳлӗ ҫийӗнчи шыв, унӑн ытти пайӗнчипе танлаштарсан, яланах сивӗ.

Ҫуткӳл Азов тинӗсӗнчен тарӑнрах, ҫавӑн пекех унӑн тарӑнӑшӗ Чуд кӳллинчен, Ханка кӳллинчен, Чад кӳллинчен тата Эйр кӳллинчен тарӑнрах.

Флорӑпа фауна

Ҫыран хӗрринчи ӳсентӑрансен йышӗнче 100 яхӑн кӗпҫеллӗ ӳсентӑран тӗсӗ пур: хӑях, йӳҫӗ чӗп куҫ, хӗрлӗхен, шӑши чикенекӗ, чӑрӑш тӑрри, икӗ ҫулҫӑллӑ любка (Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки). Кӳлӗре карпсем пур, хӑйшӗ-пӗри вӗсенчен 7 кг таран таяҫҫӗ, ҫавӑн пекех карассем, йӑпӑлтансем тӗл пулаҫҫӗ.

Экологи тӑрӑмӗ

Ҫыран хӗррипе ял хуҫалӑх кооперативӗн тата Ҫуткӳл ялти ҫынсен выльӑх-чӗрлӗхӗ ҫӳрет, кунтах шӑвармалли вырӑн пур. 20 метртан аякра ана пур, ҫакӑ, паллах, шывпа ҫырана япӑхлатать. Кӳлӗ таврари ялсенчи халӑхпа ытти тӑрахран килнӗ туристсем валли кану вырӑнӗ шутланать, унсӑр пуҫне унпа хуҫалӑхра усӑ кураҫҫӗ.

Кӳлӗ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ шутланать, унӑн регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗ статус пур (Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2000 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче йышӑннӑ 140 №-лӗ «Чӑваш Республикин уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсен кадастр сведенийӗсен Пӗрлехи пакетне ҫирӗплетесси ҫинчен" Постановленийӗ)

Хуҫалӑхра усӑ курнин пӗлтерӗшӗ

Кӳлӗ Киров ялӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Моргаушский район. Памятники природы (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ Чувашская энциклопедия: Сюткюль (выр.). enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем