Чи ватӑ чӑваш юманӗ

Чи ватӑ чӑваш юманӗЧӑваш Республикинчи чи капаш та ватӑ юман; регион шайӗнчи ҫутҫанталӑк палӑкӗ, культурӑпа истори тата ӑслӑлӑх енчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк объекчӗ.

Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗнчен 100 м хӗвеланӑҫнелле Опытнӑй вӑрман хуҫалӑхӗн Ильинка лесничествин 9-мӗш кварталӗнче ҫитӗнет[1]. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑҫ ӳсӗмне 1651 ҫултанпа шутламалла.

Юмана сӑнласа пани

Туналлӑ юман ҫурҫӗр ҫур чӑмӑрӗнче сарӑлнӑ. Бук йышшисен шутне кӗрет. Ҫитӗннӗ йывӑҫ ҫӳллӗшӗ 25—30 м ҫитет. 500 ҫултан пуҫласа 1000 ҫула ҫитме пултарать. Ҫамрӑк йывӑҫсен хуппи яка, вӑхӑт иртнӗҫемӗн куштӑрканать, вара тӑрӑхла та, урлӑ та тарӑннӑн ҫурӑкланса пӗтет.

2013 ҫулта йывӑҫа «Сывӑ вӑрман» НПСА (Мускав) йывӑҫ экспертизисен центрӗн специалисчӗсем пӑхса тухнӑ ҫапла май «Чи ватӑ чӑваш юманӗ» 362 ҫулта тесе палӑртнӑ (маларах вӑл 483 ҫулта тесе каланӑ пулнӑ), вуллин диаметрӗ — 182 см, ытам вӑрӑмӑшӗ — 570 см[2].

Аҫа ҫапнипе сиенлениччен унӑн ҫӳллӗшӗ 26 метра ҫитнӗ, сиенленнӗ хыҫҫӑн 20 метрпа танлашать. Юман ешерет, халӗ те ҫулсерен ҫулҫӑ кӑларать, йӗкел тӑкать.

Б. И. Гузовский вырӑс вӑрман тӗпчевҫин опыт лартнӑ тӗслӗхӗсенчен пӗри пулнӑ.

Сыхланин статусӗ

  • Юмана 1966 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Чӑваш АССР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви вӑрман промышленноҫӗпе вӑрман хуҫалӑхӗн НТО облаҫ правленийӗпе пӗрле ирттернӗ семинар вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ[3].
  • 1981 ҫулта юмана Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк палӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
  • 2000 ҫулта Реестра уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен реестрне кӗртнӗ (Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2000 ҫулхи утӑн 17мӗшӗнчи 140 №-лӗ «Чӑваш Республикинчи ҫутҫанталӑк территорийӗсене уйрӑмах сыхлакан кадастр сведенийӗсен Пӗрлехи пакетне ҫирӗплетесси ҫинчен» Постановленийӗ)[4].
  • 2012 ҫулта Раҫҫейӗн Чи ватӑ йывӑҫсен реестрне кӗртнӗ[5].
  • 2015 ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2000 ҫулхи утӑн 17мӗшӗнчи 140 №-лӗ «Чӑваш Республикинчи ҫутҫанталӑк территорийӗсене уйрӑмах сыхлакан кадастр сведенийӗсен Пӗрлехи пакетне ҫирӗплетесси ҫинчен» Постановленийӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ[6].
  • 2016 ҫулта Чӑваш Республикинчи регионти тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсен ҫӗнӗ списокне юмана кӗртмен[7].

Интереслӗ фактсем

2013 ҫулта юман Чӑваш Енри чи лайӑх ҫичӗ культура тата ҫутҫанталӑк паллӑ вырӑнӗсен шутне[8] кӗртме сӗннӗ объектсен йышӗнче пулнӑ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ О Моргаушском районе. Памятники природы. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  2. ^ Всероссийская программа «Деревья — памятники живой природы». Реестр деревьев. № 181 Дуб черешчатый. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  3. ^ Старейший дуб в Чувашии получил статус памятника живой природы — Новости России — ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Особо охраняемые природные территории. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Всероссийская программа «Деревья — памятники живой природы». Реестр деревьев. № 181 Дуб черешчатый. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  6. ^ Постановление Кабинета Министров Чувашской Республики «О признании утратившими силу некоторых решений Кабинета Министров Чувашской Республики», от 28.10.2015 г. № 384. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  7. ^ Приказ Министерства природных ресурсов и экологии Чувашской Республики от 19.02.2016 №155 «Об утверждении Перечня особо охраняемых природных территорий регионального и местного значения по Чувашской Республике». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  8. ^ Минкультуры Чувашии. Объявляется Интернет-голосование на 7 лучших культурных и природных достопримечательностей Чувашской Республики для размещения в тематическом парке «Россия». Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  9. ^ Минкультуры Чувашии. Культурные и природные достопримечательности Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем