Кӳл хĕрри (Вăрнар районĕ)

Кӳлхӗрри — Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнче вырнаҫнӑ кӳлӗ. Вӑрнар район центрӗ шутланакан Вӑрнартан 12 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнерех, Кӳлхӗрри ялӗн тухӑҫ айӑккинче эрозиллӗ лупашкинче вырнаҫнӑ. Вӑтам Ҫавал юханшывӗн сылтӑм юппин Ирар шывӗн айлӑмӗнче вырнаҫнӑ.

Кӳлӗ лаптӑкӗ 0,14 км². Карст мелӗпе йӗркеленнӗ. Шыв калӑпӑшӗпе вӑл республикӑра чи пысӑкки шутланать — 0,0007118 км³.

Этимологийӗ

Ҫак кӳлӗ мӗнле пулса кайни ҫинчен интереслӗ халап пур. Кӳлхӗрри ялӗнче пурӑнакан Муравьева Елизавета Максимовна сӑмахӗнчен ҫырса илнӗ, ӑна вӑл ача чухне ӑна хӑйӗн амӑшӗнчен илтнӗ[1].

Иртнӗ ӗмӗрте пурӑннӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх ку кӳлӗ ҫак вырӑнтан 12 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнерех вырнаҫнӑ Ҫавалкас ял патӗнчи шурлӑхлӑ вырӑнтан «вӗҫсе» килнӗ. Кӳлӗ хресченсем ҫӗре лашасемпе сухаланӑ чухне «вӗҫсе килнӗ» пулать.

Ҫак вӑхӑтра кӳлӗ «вӗҫсе килне» те ҫынсем лашасемпе пӗрле шыв айне пулнӑ.

Сӑкӑт ялӗн ватӑ ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳлӗ вӗсен ялӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче пулнӑ. Кӳлӗ пӗтӗм чӗрӗ чунсемпе шавлӑн вӗҫсе кайнӑ. Кӳлхӗрри ялне 1747 ҫултан пуҫласа асӑннӑран кӳлӗ ҫак вӑхӑтччен вӗҫсе кайнӑ пулать.

Ку ялти ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх кӳлӗ шывӗн сиплӗ, ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗртен сыватнӑ тӗслӗхсем ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Вӗсем шутланӑ тӑрӑх кӳлӗ тӗпӗнче тинӗс ҫӑлкуҫӗ пур, ҫӗр айӗнчи ҫулпа вӑл тинӗспе ҫыхӑнтарнӑ имӗш.

Ялта пушар тухас пулсан кӳлӗ шывӗ хӗрелет. Вӑйлӑ ҫумӑр умӗн кӳлӗ ҫийӗн пӗлӗт юпа пек тӑрать, унтан куҫран ҫухалать. Вырӑнти ҫынсем кунта нихӑҫан та пӑр ҫуни(выр.)чăв., ҫил-тӑвӑл тухни тата ҫутҫанталӑкӑн ытти пулӑм пулманнине ҫак кӳлӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем

Тавралӑхӗ — сӑртлӑ тӳремлӗх, Вӑтам Ҫавал юханшывӗн сылтӑм юппин, Ирар юханшывӗн, айлӑмне тухакан эрозиллӗ лупашкара вырнаҫнӑ кӳлӗ. Вӑл карст мелӗпе йӗркеленнӗ, ҫакна шыв ирӗлтернӗ сӑрт-ту тӑприсем, таврари кӳлӗн тата унӑн ҫыранӗн ҫӗр хуппине йӗркелекен ҫурӑк акшар чулӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ҫак кӳлӗ таврашӗнчи ҫӑлкуҫсенчен тухакан шыв питӗ хытӑ, ҫакӑ та карбонат тӑприсем пуррине ҫирӗплетет.

Кӳлӗн хурми тӑрӑхла, виҫи 630 м × 810 м, вӑтам тарӑнӑшӗ — 5,1 метр, чи тарӑн вырӑн — 11,7 метр, вӑл кӳлӗ варринче, унӑн виҫӗ пытӑкӗнчен пӗринче вырнаҫнӑ.

Тӗпӗ хӑйӑрлӑ. Кӳлӗ таврашӗнче ытларах тӗл пулакан тӑпра тӗсӗсем: 70 % — сӑрӑ вӑрманлисем, 11,5 % — ҫеремлӗ-кӗллисем[2].

Шывӑн витӗр курӑнаслӑхӗ 95 см (1996 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ), ҫиелти сийӗн температури ҫуллахи тапхӑрта +21 °C, анчах тарӑна аннӑ май хӑвӑрт чакса пырать, 11 метр тарӑнӑшӗнче +6-7 °C танлашать. Шывӗ симӗсрех тӗслӗ, ҫийӗ таса, ӳсентӑрансем ҫук тесен те юрать.

Флорӑпа фауна

Ӳсентӑрансем шыв хӗрринчи ӑшӑх вырӑнта ӳсеҫҫӗ, ытларах Канада элодейи тата шапа пӑтти анлӑ сарӑлнӑ.

Ҫыран хӗрринче ӳсентӑран сахал ӳсет. Ҫакӑ кӳлӗ выльӑх-чӗрлӗх шӑвармалли вырӑн пулнипе ҫыхӑннӑ, кунтах кӑвакалсемпе хурсем ишсе ҫӳреҫҫӗ. Кӳлӗ ҫывӑхӗнче ҫул иртет, ун тӑрӑх уйрӑм ҫынсен тата колхоз техники ҫӳрет.

Кӳлӗн шыв сыхлав зонинче 125 яхӑн кӗпҫеллӗ ӳсентӑран тӗсне тупса палӑртнӑ.

Кӳлӗре карпсем пур, вӗсен шултра экземплярӗсем 12-15 кг ҫитеҫҫӗ, ҫавӑн пекех уланкӑсем, ыраш пуллисем, ҫырма пуллисем, карассем пур.

1996 ҫулта ӳсентӑрансемпе кӗрешес тӗллевпе шыва шур куҫсене янӑ.

Хӗллехи зоопланктон йышӗнче 18 тӗс: 12 — коловраткӑсем, 2 — туратлӑ мӑйӑхлӑ рачкӑсем, 4 — кӗсмен ураллисем.

Экологи лару-тӑрӑвӗ

Ҫыран хӗррипе колхоз тата уйрӑм ҫынсен выльӑх-чӗрлӗхӗ ҫӳрет, кунтах шӑвармалли вырӑн пур, кӑвакалсемпе хурсем ӗрчеҫҫӗ. Кӳлӗ ҫывӑхӗпех чул сарман ҫул иртет. Кӳлӗ таврари ялсенче пурӑнакансем, килнӗ туристсем валли кану вырӑнӗ шутланать тата унпа хуҫалӑхпа йӑла валли усӑ кураҫҫӗ.

Кӳлӗне ҫутҫанталӑк палӑкӗ шутне кӗртнӗ, вӑл регион пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк территорине уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк палӑкӗ шутланать (Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2000 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнчи 140 №-лӗ «Чӑваш Республикинчи уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен Пӗрлехи кадастр сведенийӗсен пакетне ҫирӗплетесси ҫинчен» йышӑнӑвӗ)[3]. Шыв сыхлавӗн лаптӑкне симӗслетмелле, ҫыран хӗрринчи чул витмен ҫула хупмалла, кӳлле тасатмалла.

Хуҫалӑх пӗлтерӗшӗ

Кӳлӗ «Трактор» (1981) колхоз ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ. Кӳлӗ асӑннӑ ялти тата ҫывӑхри ялсенчи, Вӑрнар район центрӗнчи ҫынсемшӗн канупа туризм вырӑнӗ шутланать. Кӳлӗ шывӗпе вырӑнти ҫынсем хуҫалӑх тата йӑла валли усӑ кураҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем