Шӑмӑршӑ районӗ
Шăмăршă районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).
Чăваш Енĕн кăнтăрĕнче вырнаçнă. Районăн администрациĕ Шӑмӑршӑ салинче.
Çурçĕр енче Патӑрьел районӗпе, хĕвеланăç енче Улатӑр районӗпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе тата Чӗмпӗр облаҫӗпе, хĕвелтухăç енче Тутарстанăн Пăва районĕпе чикĕленет.
Шăмăршă районĕн территоринче Тутарстанăн виçĕ анклавĕ вырнаçнă, çавăн пекех Шăмăршă районĕн анклавĕсем Тутарстанпа Чӗмпӗр облаҫӗ чиккинче (Улмаллă ял), Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче (Канаш паçулки) тата Тутарстанăн Пăва районĕнче (Максим Горький паçулки)вырнаçнă.
Кун-çулĕ
Пĕрремĕш хут Хырла тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем Хусан ханлăхĕне хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалранах пурăннă. Археологсем Никишкинăпа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕххи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX–XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.
XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Иккĕ тапхăра палăртаççĕ:
- XVI-мĕш ĕмĕр вĕçĕ — XVII-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çурри: хырла засека йĕрне тунă хыççăн;
- 1648 çултан — Чĕмпĕр хулине никĕслесе Чĕмпĕр уесĕ тунăран.
1667-мĕш çулта Чĕмпĕр уесĕнче çак ялсене асăнаççĕ: Шимурша (Шӑмӑршӑ), Болтайка Уразлеева (Мишер Палтиел), Мордовские Тюки (Ирçе Тĕкки), Буяново, Малое Болтаево, Андреевка (Энтриел).
Çак ялсене Чăваш республикин çурçĕр тата вăта районсенчи чăвашсем, Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, Улатăр уесĕнчи ирҫесем никĕсленĕ.
1797-мĕш çулта Чӗмпӗр кӗпӗрнинче тӗп çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, улпутсен, хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем Пӑва уесӗн Вăрманкасси, Хура Ката, Кахăрлă вулăсĕсене кĕнĕ.
1835-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат хушӑвӗпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпӗрнинчи патшалăх хресченĕсене Императăр Килĕн министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.
1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне (тĕп хула — Шупашкар) тăвас текен йышăну тухнă. ЧАО шутне Хусан кĕпернин Шупашкар, Етĕрне тата Çĕрпӳ уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш тата Пăва уесĕсен хăшпĕр вулăсĕсем, çав шутра Шамкайпа Шăмăршă вулăсĕсем, кĕнĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи халăх çыравĕпе 17.2 пин çынна шутласа илнĕ. Районта 33 ял. Ялĕсем йышлă, вăтамран 547 çын пурăнать.
Халăх йышлăхĕ — 1 тв. çм. 23 çын пурăнать.
Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: чăвашсем - 78%, тутарсем - 11%, вырăссем - 6,9%.
Администрацилле пайланни
Çутçанталăк
Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта хыр вăрманăнĕ анлă сарăлнă, хутăш хурăнпа ăвăс ӳсет. Вăрмансен 54 % хыр йышăнать, 8 % - юман, çĕмçĕ çулçăллă йывăçсем (ăвăс, хурăн, çăка) - 35 %. Вăрманта пăши, сăсар, путене, хир чăххи пурăнать. Пасна хĕрринче хăнтăрсем пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче Чӑваш вӑрманӗ наци паркĕ вырнаçнă.
Шыв ресурсĕсем
МИХ
Районти хаçат "Шăмăршă хыпарĕ".
Ял тăрăхĕсем
Район шутне 9 ял тăрăхĕ кĕрет:
- Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕ — Пăчăрлă Пашъел ялĕ;
- Пуянкасси ял тăрăхĕ — Пуянкасси ялĕ;
- Карапай-Шăмăршă ял тăрăхĕ — Карапай-Шăмăршă ялĕ;
- Васан ял тăрăхĕ — Васан ялĕ;
- Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ — Кивĕ Чукал ялĕ;
- Палтиел ял тăрăхĕ — Палтиел ялĕ;
- Чаткас ял тăрăхĕ — Анат Чаткас ялĕ;
- Чукал ял тăрăхĕ — Вырăс Чукал ялĕ;
- Шăмăршă ял тăрăхĕ — Шӑмӑршӑ ялĕ.
Паллă çынсем
- Бараев Владимир Васильевич, — сăвăç.
- Денисов Мефодий Иванович, - юрăç.
- Ильпек Микулай, çыравçă, — тăлмач.
- Лашман Степан Митрофанович, — прозăç, сăвăç, драматург.
- Сайкин Семён Фёдорович - ăсчах, Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремеш ректорĕ.
- Матвеев Тимофей Матвеевич, — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи.
- Федотов Михаил Романович, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Улатимĕр Владимир Михайлович, — сăвăç, прозаик, тăлмач.
- Уруков Виталий Иванович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ
- Эсливанова Капитолина Никитична (1893-1979 — юрăçă[3].
- Яковлев Валерий Николаевич, СССР халăх артисчĕ.
Çав. пекех
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |