Асанкасси (Шăмăршă районĕ)
Асанкасси, — Чăваш Енĕн Шӑмӑршӑ районӗнчи ял. Пасна хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 614 çын, çав шутра 293 арçын, 321 хĕрарăм пурăннă[2]. Ялти урамсем пирки калани[3]:
Пысăк урама виçĕ ят панă: Малтикас, Вăтакас, Хыçалтикас. Мишер касси те пур, Шкул касси, Хĕреслĕ урам, Сахалин урамĕ, Камчатка та пур ялта.... Сахалин урамĕн малтанхи ятне эпĕ астумастăп та, эпĕ пĕчĕкке чухне вăл Сахалин ятлăччĕ.... Ялти урамсен ячĕсем Пашелĕнчи вырăнсемпе çыхăннă: Шуркасси - шурлăхлă вырăнта; Хăйăркасси - хăйăрлă вырăнта вырнаçнă пирки. Партизан урамĕ - вăрман хĕрринче вырнаçнă пирки.
Истори
1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмкай вулăсĕнче шутланнă.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Паллă çыннисем
- Козлов Михаил Алексеевич, — ăславсене популяризацилекен, профессор.
- Корчаков Николай Васильевич — Чăваш Енĕн халăх артисчĕ.
Вуламалли
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ӑнлантарусем
- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Ванюшин М. Публикации » Камчаткăпа Сахалинти çуркунне. — 01 сентября 2017 г.
Каçăсем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)
- Чăваш энциклопедийĕ
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |