Палтиел

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Палтиел
Ялав Герб
Ялав Герб
54°55′25″ с. ш. 47°40′23″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шăмăршă районĕ
Ял тăрăхĕ Палтиел
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 1376[1] ҫын (2010)
Национальноҫсем чăвашсем, мишерсем, ирçесем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83546
Почта индексӗ 429182
ОКТМО кочӗ 97647448101
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97247848001
Карттӑна кӑтарт/пытар
Палтиел на карте
Палтиел
Палтиел

Палтиел (тутар. Өчболтай, вырăс. Трёхбалтаево, ирçелле паллă мар) — Чăваш Енĕн Шӑмӑршӑ районӗнчи ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1376 çын, çав шутра 665 арçын, 711 хĕрарăм пурăннă[2].

Хальхи вăхăтра ялта пурнакансенчен чи пысăк пайĕ — тутарсем. Çав вăхăтрах "виççĕмĕш халăх" шутланакан ирҫесем мĕнпурĕ те 12 килте çеç пурнаççĕ[3]. Анчах вĕсенчен те ытларахăшĕсем — хутăш килйышсем.

Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи пурăнакан вырăнсен 1917-мĕш çулчченхи ят-йышĕсенче[4][5] "Трёхъ-Болтаево" тенине кăтартнă. Ытти çăлкуçсенче кашни ялне (леш хайхи Трёхъ- тенинчен кашнине) уйрăм каласа тухни те пур. Чăвашла ятне (ятсене) вара вăл йышсенче асăнман. Çапах та халăхра ун чухнех "Мишер Палтиелĕ" тата "Чăваш Палтиелĕ" ятсем çÿреме пултарнă темешкĕн май пур. 1922-мĕш çулта Ураçлей Палтиелĕнчен ("Балтаево-Уразлеево", унта тутарсем пурăннă) тата икĕ Палтиелтен ("Балтаево на речке Капоре", "Балтаево на речке Матаке") çапах та пĕр ялах туса хунă, хăйне майлă вăхăтлăх пăнчă лартнă ку тĕлĕшпе.

1920 çулхи утă уйăхĕн 29 вăл ялсем Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.

1929-1939-мĕш çулсенче ял, Чăваш АССРĕнче тутар ялĕсенчен тăракан Шăнкăртам районĕ туса хунине кура, Чăваш Палтиел тата Тутар Палтиел текен пайсенчен тăрать.

1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]