Уруков Виталий Иванович

Уруков Виталий Иванович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 1919 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялĕнче (хăшпĕр хыпарсем тăрăх — Чĕмпĕр хулинче[1][2]) çуралнă.

Кун-çулĕ

В. И. Уруковăн амăшĕ — Ольга Васильевна Урукова (малтанхи упăшкин хушамачĕпе — Вериалова[3], çуралнă чухнехи хушамат — Васильева[4]). Тӑван ашшĕ — Иван Осипович Вериалов, 1920 çулта вилнĕ[5]. Усрава илнĕ ашшĕ — Александр Васильевич Уруков, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртрен тухнă çын[5]. О. В. Урукова тата И. О. Вериалов Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел çыннисем пулнă[6].

В. И. Уруков 1937 çулта Мускаври метеорологи институтне вĕренме кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен. 1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Симферопольти çар пехота училищипе «Выстрел» курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ.

Вăрçăна 1941 çулăн раштавĕнче хутшăннă. Майор, 11 гварди танк корпусĕн 40 гварди танк бригадин автоматчиксен батальонĕн командирĕ.

Хăйĕн паттăрлăхне 1945 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Белехово патĕнчи çапăçусенче кăтартнă. Унта вăл хăйĕн ротипе бригадăна тапăнса пыма чарнă нимĕçсене тӳнтернĕ.

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче тăшман миномётпа тата пулёметпа персе тăнине пăхмасăр хăйĕн батальонĕпе Варта юханшывĕ урлă каçса плацдарм ярса илнĕ, нимĕçсене хирĕç контратака йĕркеленĕ. Кĕпер тума май парса ытти çар пайĕсене Варта урлă каçма май тунă.

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Германи чиккинче хӳтĕлев йĕрне иртнĕ чухне паттăрлăхне кăтартнă. Танкпа десант ротине ертсе пырса вăрманпа кӳлĕсем хушшине тăшмансенчен тасатнă, траншейăсенчен хăваласа кăларнă. Рота умĕнче пырса фашистсене пистолетпа пенĕ чухне йывăр аманнă. Сурансемпе госпитальре сывалма янă. Польшăн Познань воеводствин Ивно посёлокӗнче пытарнă.

Пысăк çар ăсталăхĕпе паттăрлăхшăн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ ăна 1945 çулхи ака уйăхĕн 31-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне (вилнĕ хыççăн) панӑ.

Шупашкарта, Шӑмӑршӑра унăн ятне урамсене панă.

1967 çулта Шӑмӑршӑра Уруковăн палăкне лартнă.

Чыславсем

  • Ленин орденĕ.
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
  • Александр Невский орденĕ.
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.

Вуламалли

  • Ентешсем — Совет Союзӗн Геройӗсем // Тантӑш. — 2005. — 3 чӳк (№ 44). — С. 2.
  • Ильина, Н. Герой ячӗпе — Асӑну хӑми / Н. Ильина // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 2025. — 30 апрель (№ 17). — С. 2.
  • Саландаев, И. Паттӑр чӑвашсем — ӗмӗр-ӗмӗр асра : [Н. Г. Князьков, Е. Т. Воробьев, В. И. Уруков Совет Союзӗн Геройӗсем ҫинчен] / И. Саландаев // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 2015. — 12 август. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Уруков паттӑрлӑхӗ ӗмӗрех асра // Хыпар. — 1997. — 23 кӑрлач.
  • Харькова, В. Манмастпӑр Уруков ятне / В. Хорькова // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 2009. — 11 нарӑс. — С. 2.
  • Белебенцев, Д. Навечно в рядах бойцов / Д. Белебенцев // Советская Чувашия. — 2003. — 22 мая.
  • Белебенцев, Д. Наши земляки — герои-танкисты / Д. Белебенцев // Советская Чувашия. — 2000. — 9 сент.
  • Войнов, В. Герой Чувашии Уруков / В. Войнов // Чебоксарские новости. — 1994. — 6 мая.
  • Изоркин, А. В. Уруков Виталий Иванович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 421.
  • Михайлов, В. М. Уруков Виталий Иванович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 323.
  • Наша гордость : шумерлинцы — Герои Советского Союза // Вперед (Шумерлин. р-н). — 2011. — 6 мая. — С. 3.
  • Николаев, Д. Карта военного подвига : [об улицах г. Чебоксары, названных в честь героев ВОВ] / Д. Николаев // Моя Империя. — 2010. — № 4 (38). — С. 56-59 : портр. — (Наследие).
  • Уруков Виталий Иванович (08.08.1919-29.01.1945) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии : [изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
  • Юхма, М. Улица Урукова / М. Юхма // Имена улиц твоих, Чебоксары! / М. Юхма. — Чебоксары, 2000. — С. 56-58.

Каçăсем