Патирек

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Патирек
Ялав Герб
Ялав Герб
54°56′29″ с. ш. 47°43′07″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шăмăршă районĕ
Ял тăрăхĕ Палтиел
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 511[1] ҫын (2010)
Национальноҫсем чăвашсем 23%, тутарсем 57%, вырăссем 20% (2002 ç)
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83546
Почта индексӗ 429182
ОКТМО кочӗ 97647448106
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97247803001
Карттӑна кӑтарт/пытар
Патирек на карте
Патирек
Патирек


Патирек, — Чăваш Енĕн Шӑмӑршӑ районӗнчи ял.

Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Ялăн айлăмрах пайĕнче вырăссем пурăнаççĕ. Ытти тĕлте чăвашсем тата тутарсем. Юлашкинчен асăннисем — чи йышлисем.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 511 çын, çав шутра 248 арçын, 263 хĕрарăм пурăннă[2].

1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мишер Патирекпе Чăваш Патиреке пĕрлештерсе туса хунă.

1920 çулхи утă уйăхĕн 29 вăл ялсем Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн икĕ ялĕ те Шăмăршă районне кĕнĕ. 1929 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Мишер Патирек ялĕ Шăнкăртан районне, каярахпа, 1939 çулхи нарăçăн 22-мĕшĕ хыççăн, каллех Шăмăршă районне кĕнĕ.

1929-1939-мĕш çулсенче ял, Чăваш АССРĕнче тутар ялĕсенчен тăракан Шăнкăртам районĕ туса хунине кура, Чăваш Патирек тата Тутар Патирек текен пайсенчен тăрать.

1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн пĕрлешнĕ ял Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]