Романова Зоя Васильевна
Зоя Васильевна Романова (хӗр чухнехи тата псевдоним пулса тăнă хушамат, чăн хушамачӗ Филиппова; ҫур. 1943 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Патирек, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш тăлмачĕ, çыравçи.
СССР ÇП пайташĕ (1979), Чăваш Республикин Профессиллĕ çыравçăсен пӗрлӗхӗн пайташĕ[1]. Чăваш Республикин литература тата ӳнер енӗпе паракан Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2016).
Пурнӑҫӗ
1943 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Патирекре çуралнă.
1957 çулта Патирекри çичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. Малалла Мишер Палтиелти вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ.
Вăтам шкул хыççăн Чăваш педагогика институчӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ, 1964 çулта вӗренсе тухнӑ. Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче редактор, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче яваплă секретарь пулса ĕçленĕ.
1980–1982 çулсенче Шупашкар хулин халăх депутачӗсен Канашӗн депутачӗ пулнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
Хайлавсене чăвашларан вырăсла куçарас ĕçре тăрăшать. Литература ӗҫне 1965 çултанпа кӳлленĕ. Илпек Микулайĕ (кӗнеке вырăсла «Черный хлеб» ятпа тухнă), Анатолий Емельянов («Запоздалый суд»), Марфа Трубина («Детство»), Хветĕр Уяр («Тенета», «Близ Акрамова»), В. Садай, Г. Харлампьев тата ытти ҫыравҫӑсен кӗнекисене куҫарса кӑларнă.
Ирина Митта палăртнă тăрăх, чăваш чĕлхинчен вырăсла куçаракан чи паллă тата вулакансем ыйтса илекен тăлмачсен шутĕнче Аристарх Дмитриевпа Николай Максимовсăр пуçне Зоя Романова та пур[2].
Зоя Васильевна Романова (Филиппова) ятне Чăваш Республикин Наци вулавӑшӗ хатӗрленӗ «Чӑваш Енӗн литература картти» базине кӗртнӗ[3].
Чыславсемпе премисем
- Чăваш Республикин Патшалăх премийӗ (2016) — Хветĕр Уярăн «Шурча таврашĕнче» романне вырăсла («Близ Акрамова») куçарнăшăн (Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 60-мĕш хушăвĕпе килĕшӳллĕн)[4].