Шăмăршă районĕ
Шăмăршă районĕ | ||
| ||
Патшалăх | РФ | |
---|---|---|
Статус | муниципаллă район | |
Кĕрет | Чăваш Ен | |
Тытăмĕ | 9 муниципаллă йĕркеленӳ | |
Администраци центрĕ | Шăмăршă чиркӳ ялĕ | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авӑн, 5 | |
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ | Денисов Владимир Васильевич | |
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | |
Лаптăк | 799,10çм² (11-мĕш вырăн) | |
Вăхăт тăрăхĕ |
MSK (UTC+3) | |
ISO 3166-2 кочĕ | 1927 год | |
Шăмăршă районĕ, — администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Чăваш Енĕн кăнтăрĕнче вырнаçнă. Районăн администрациĕ Шăмăршă салинче.
Çурçĕр енче Патӑрьел районӗпе, хĕвеланăç енче Улатӑр районӗпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе тата Чĕмпĕр облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Тутарстанăн Пăва районĕпе чикĕленет.
Шăмăршă районĕн территоринче Тутарстанăн виçĕ анклавĕ вырнаçнă, çавăн пекех Шăмăршă районĕн анклавĕсем Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕ чиккинче (Улмаллă ял), Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче (Канаш паçулки) тата Тутарстанăн Пăва районĕнче (Максим Горький паçулки)вырнаçнă.
Кун-çулĕ
Пĕрремĕш хут Хырла тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем Хусан ханлăхĕне хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалранах пурăннă. Археологсем Никишкинăпа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕххи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX–XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.
XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Иккĕ тапхăра палăртаççĕ:
- XVI-мĕш ĕмĕр вĕçĕ — XVII-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çурри: хырла засека йĕрне тунă хыççăн;
- 1648 çултан — Чĕмпĕр хулине никĕслесе Чĕмпĕр уесĕ тунăран.
Мишер Палтиел), Мордовские Тюки (Ирçе Тĕкки), Буяново, Малое Болтаево, Андреевка (Энтриел).
Çак ялсене Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, Улатăр уесĕнчи ирҫесем никĕсленĕ.
Чĕмпĕр кĕпернинче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, Хура Ката, Кахăрлă вулăсĕсене кĕнĕ.
1835-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат хутайĕпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр Килĕн министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.
1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне (тĕп хула — Шупашкар) тăвас текен йышăну тухнă. ЧАО шутне Хусан кĕпернин Шупашкар, Етĕрне тата Çĕрпӳ уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш тата Пăва уесĕсен хăшпĕр вулăсĕсем, çав шутра Шамкайпа Шăмăршă вулăсĕсем, кĕнĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи халăх çыравĕпе 17.2 пин çынна шутласа илнĕ. Районта 33 ял. Ялĕсем йышлă, вăтамран 547 çын пурăнать.
Халăх йышлăхĕ — 1 тв. çм. 23 çын пурăнать.
Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: чăвашсем - 78%, тутарсем - 11%, вырăссем - 6,9%.
Администрацилле пайланни
|
|
|
Çутçанталăк
Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта хир чăххи пурăнать. Пасна хĕрринче хăнтăрсем пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче Чăваш вăрманĕ наци паркĕ вырнаçнă.
Шыв ресурсĕсем
Район тăрăх Хырлапа Пасна тата вĕсен юррисем юхаççĕ. Çĕр айĕнчи шывăн пахалăхĕ начар пулинпе Хырла юханшывĕ çинче Патирек ялĕ патĕнче 15 млн м3 калăпăшлă шывуправĕ тăваççĕ.
МИХ
Районти хаçат "Шăмăршă хыпарĕ".
Ял тăрăхĕсем
Район шутне 9 ял тăрăхĕ кĕрет:
- Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕ — Пăчăрлă Пашъел ялĕ;
- Пуянкасси ял тăрăхĕ — Пуянкасси ялĕ;
- Карапай-Шăмăршă ял тăрăхĕ — Карапай-Шăмăршă ялĕ;
- Васан ял тăрăхĕ — Васан ялĕ;
- Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ — Кивĕ Чукал ялĕ;
- Палтиел ял тăрăхĕ — Палтиел ялĕ;
- Чаткас ял тăрăхĕ — Анат Чаткас ялĕ;
- Чукал ял тăрăхĕ — Вырăс Чукал ялĕ;
- Шăмăршă ял тăрăхĕ — Шăмăршă ялĕ.
Паллă çынсем
- Бараев Владимир Васильевич, — сăвăç.
- Денисов Мефодий Иванович, - юрăç.
- Ильпек Микулай, çыравçă, — тăлмач.
- Лашман Степан Митрофанович, — прозăç, сăвăç, драматург.
- Сайкин Семён Фёдорович - ăсчах, Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремеш ректорĕ.
- Матвеев Тимофей Матвеевич, — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи.
- Федотов Михаил Романович, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Улатимĕр Владимир Михайлович, — сăвăç, прозаик, тăлмач.
- Уруков Виталий Иванович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ
- Эсливанова Капитолина Никитична (1893-1979 — юрăçă[4].
- Яковлев Валерий Николаевич, СССР халăх артисчĕ.
Çав. пекех
- Шăмăршă районĕн ялĕсем
- «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат.
Асăрхавсем
Каçăсем
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Шăмăршă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Ялсем: Анат Чаткас • Асанкасси • Баскак • Варварино • Васан • Виçпӳрт Шăмăршă • Вырăс Чукал • Ивански • Иккĕмĕш Микишĕн • Ирçе Тĕкки • Канаш • Карапай-Шăмăршă • Кахăрлă Шăхаль • Кĕçĕн Хайпăла • Кивĕ Чукал • Кивĕ Шăмăршă • Кирлистан • Кучек • Максим Горький • Мулля • Пăчăрлă Пашъел • Палтиел • Патирек • Пĕрремĕш Микишĕн • Пуянкасси • Çĕнĕ Чукал • Çĕнĕ Шăмăршă • Çĕнĕ Тăрăн • Триер • Улмаллă • Хайпăла • Хапрăк • Тури Чаткас • Хĕрлĕ Васан • Шăмăршă • Шамккай • Энтĕрел • Ярăслав |
Шăмăршă районĕн ял тăрăхĕсем | |
---|---|
Анат Чаткас ял тăрăхĕ • Карпай-Шăмăршă ял тăрăхĕ • Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕ • Палтиел ял тăрăхĕ • Пуянкасси ял тăрăхĕ • Чукал ял тăрăхĕ • Шăмăршă ял тăрăхĕ |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |