Ҫӗпрел районӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
муниципаллӑ район
Çĕпрел районĕ
тут. Чүпрәле районы
выр. Дрожжановский район
Ялав Герб
Ялав Герб
54°46′ с. ш. 47°30′ в. д.GЯO
Патшалӑх Flag of Russia.svg РФ
Кӗрет Flag of Tatarstan.svgТутарстан
Адм. центрӗ Кивĕ Çĕпрел чиркӳ ялĕ
Историйӗпе географийӗ
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1930 ҫурла, 30
Лаптӑк 1029,5
Сехет тӑрӑхӗ
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • 20 429 ҫын (2023)[1]
Халӑхсем тутарсем, чăвашсем, вырăссем
Конфессисем мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем
Официаллӑ чӗлхе тутар, чăваш, вырăс

Официаллӑ сайт
Çĕпрел районĕ карттӑ ҫинче
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы, выр. Дрожжановский район) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.

Района 1930 çулта йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ — ?.

Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чӗмпӗр облаҫӗпе чикĕ тытать.

Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Наци йышĕ;

Районта хутăш халах пурнать: тутарсем — 16231 çын (58 %), чăвашсем - 11651 çын (41 %), вырăссем - 177 çын (0,6 %), ыттисем — 44 çын[2].

Район шутне 52 пурăнан вырăн, 19 ял тăрăхĕ кĕрет.

Промăçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
  • УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.

Ял хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.

Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.

Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.

Ишлĕ  • Кив Йĕлмел  • Кивĕ Шемĕршел  • Кивĕ Упи  • Матак  • Пасарлă Упи  • Паснапуç  • Саплăк  • Çĕнĕ Йĕлмел  • Çĕнĕ Упи  • Тăванъел  • Турхан Упи  • Хула Çырми  • Хурăнвар  • Чăваш Çĕпрел  • Чăваш Шемĕршел

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Союзӗн Паттӑрӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2 хут Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]