Пăрăнтăк (Çĕпрел районĕ)

Пăрăнтăк (выр. Бурундуки)— Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чукун çул çумĕнчи поççолăк. Темшĕн тата ăна Воçмой теççĕ. Пăва районĕн территорийĕнче вырнаçнă анклав. Географи енчен пăхсан, Тăхăрьял текен тăрăхăн центрĕ пулса тăрать.

Истори

1942-мĕш çулта, чукун çул тума тытансан никĕсленĕ. 1967-мĕш çулччен Пăва районне кĕнĕ.

Хальхи вăхăтра пурăнакансенчен 65% — чăвашсем, 25% — тутарсем (2002)[1]. Халăх йышĕ: 567 çын (1989), 533 çын (2002), 513 çын (2010).

Паллă çынсем

  • Маскеев Иван Михайлович, — пенсионер, элеваторăн тĕп инженерĕ, Тутарстан ял хуçалахĕн тава тивĕслĕ ĕслевçи, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградаланă.
  • Ашкеров Михаил Степанович, — пенсионер, элеватор ертÿçин çумĕ, республикăри "Хисеп кĕнекине" кĕртнĕ.
  • Егорова Зоя Петровна, — элеваторти рабочи, "Мухтав орденен 3-мĕш капĕ" кавалерĕ.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ БОРЫНДЫК 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ..