Кивĕ Шемĕршел
Кивĕ Шемĕршел (выр. Старое Шаймурзино)— Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи ял. Ялта вăтам шкул, "Земля и люди" музей пур.
Истори
1674-мĕш çулта ял Уразбаево тесе документсенче асăннă. Унта чăвашсем кăна пурăннă. Каярахпа хĕсмет тутарĕсем килсе вырнаçнă. 1861-мĕш çулта, хресченсене ирĕке ярсан, тутарпа чăвашсен пĕрлĕхĕсем уйрăлнă. XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче тутар пайĕнче юлнă чăвашсем урăх çĕре уйрăлса тухнă. Анчах вырăн çитменнипе 20 кил-йыш хăйсен вырăнăнчех юлнă. Вĕсем мусульман тĕнне йышăннă.Халь Кивĕ Шемершелте чăваш урамĕ пур.
Паллă çынсем
- Абдреев Ахметгарей Шакирзянович( ӗҫлемен каҫӑ) - Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
Вуламалли
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с. 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- Кивĕ Шемĕршел музейĕ 2005 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче архивланӑ.