Ҫӗпрел районӗ
Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы, выр. Дрожжановский район) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.
Района 1930 çулта йĕркеленĕ.
Район пуçлăхĕ — ?.
Тавралăхĕ
Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чӗмпӗр облаҫӗпе чикĕ тытать.
Кун-çулĕ
Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Хуçалăхĕ
Промăçлăхĕ
- Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
- УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.
Çутĕç
Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.
Культура
Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.
Ял
Ишлĕ • Кив Йĕлмел • Кивĕ Шемĕршел • Кивĕ Упи • Матак • Пасарлă Упи • Паснапуç • Саплăк • Çĕнĕ Йĕлмел • Çĕнĕ Упи • Тăванъел • Турхан Упи • Хула Çырми • Хурăнвар • Чăваш Çĕпрел • Чăваш Шемĕршел
Паллă çынсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗсем
- Юхвитов Петр Сергеевич
- Зариф Алимов
- Уганин Семен Артемьевич
- Нуррула Фазлаев
- Исмагил Хакимов
- Зиатдин Арсланов
- Газинур Хайруллин
2 хут Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Петр Дементьев, СССР Авиаци промăçлăхĕн министăрĕ.
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Дергунов Лазарь Васильевич
- Абдреев Ахметгарей Шакирзянович
- Усман Алиев
- Абдулла Сабирзянов
- Александр Мокшин
- Сергей Немасев
- Равиль Низамутдинов
Каçăсем
- Район администрацийĕн сайчĕ 2011 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |