Юхвитов Петр Сергеевич
Петр Сергеевич Юхвитов (1918 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Хурăнвар (Çĕпрел районĕ), Упи вулӑсӗ[d], Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1944 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ, Галич районӗ[d], Ивано-Франковск облаҫӗ[d]) — ҫар ҫынни, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Вăл 1918 çулта юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕчи Хурăнвар ялĕнче çуралнă.
Патăръел педагогика училищинчен вĕренсе тухнă (1937). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1943 ҫултан хутшăннă. Рота командирĕ пулса çапăçнă. 1944 çулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Коростенька ялĕ патĕнче хăйĕн ротипе нимĕçсен батальонне тылран пырса çапăçу пуçланă. Тăшмана вăйсăрлатса хупăрланă, 47 салтака пĕтернĕ, 19 салтакпа 2 офицера тыткăна илнĕ. Çав майпах 521-мĕш сăрта ярса илнĕ.
1944 çулхи çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Украинӑн Ивано-Франковск облаçĕнчи Коростеньки ялӗ патӗнче хĕрӳ çапăçура Юхвитов паттăррăн пуçне хунă.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивĕçтернĕ.
Украинӑри Ивано-Франков облаçĕчи Бурштын поселокра пытарнӑ[2].
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Юхвитов Пётр Сергеевич аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24. 03.1945);
- Ленин орденӗ (24. 03.1945);
- Александр Невский орденӗ (11.08.1944);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (12.01.1944);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Паттӑр ятне икӗ шкула панӑ: Хурӑнвар-Шӑхаль тӑван ялӗнче 1965 ҫулта Ивано-Франковск облаҫӗнчи Галич районӗнчи Киношево вӑтам шкулне;
- Хурӑнвар-Шӑхаль ялӗнче Паттӑр бюстне вырнаҫтарнӑ;
- тӑван ялӗнче Юхвитов ятне урам ятне панӑ;
- Хурӑнвар-Шӑхаль ялӗнчи вилнӗ ҫар ҫыннисене-ентешсене асӑнса хывнӑ Мемориалта асӑну стелине вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ https://chuvenc.ru/show_Person/4766 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Антон Бочаров. Юхвитов Пётр Сергеевич (выр.). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 275.
- Совет Союзӗн Геройӗ : [Петр Юхвитов ҫинчен] // Хыпар. – 2013. – 21авӑн. – С. 4 : портр.
- Михайлов, В. М. Юхвитов Петр Сергеевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 699.
- Юхвитов Петр Сергеевич // Наши земляки – Герои Советского Союза. – Чебоксары, 1980. – С. 508.
- Юхвитов Петр Сергеевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 415;
- Власов, П. Паттӑрлӑх / П. Власов // Коммунизм ялавӗ. — 1984. — 8 июнь;
- Максимов, В. Герой амӑшӗ / В. Максимов // Коммунизм ялавӗ. — 1966. — 18 марта;
- Паттӑр ентеш // Хыпар. — 2011. — 16 утӑ. — С. 13. — (Ыйту-хурав / кӑларӑма В. Багадерова хатӗрленӗ);
- Совет Союзӗн Геройӗ : [Петр Юхвитов ҫинчен] // Хыпар. — 2013. — 21авӑн. — С. 4 : портр.;
- Изоркин, А. В. Юхвитов Петр Сергеевич / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 511.
Каçăсем
Юхвитов Петр Сергеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Культурное наследие Чувашии
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |