Хайпăç районĕ
Хайпăç муниципаллă районĕ(тут. Кайбыч муниципаль районы, Qaybıç munitsipal' rayonı) Тутарстан Республикин анăç енче вырнаçнă муниципаллă район.
Район центрĕ — Мăн Хайпăç чиркӳ ялĕ.
Тавралăхĕ
Район Чăваш Республикипе, Апас, Тури Услон тата Ешĕл Айлăм муниципаллă районсемпе чикĕ тытать. Район территоринче Кĕтне, Сĕвепе Берля шывсем юхаççĕ. Районăн тухăç енче — Сĕве — Чĕмпĕр чукун çул (Куланга чарăну) пырать.
Района 1991 çулта, Апас районĕнчен уйăрса йĕркеленĕ.
Район территорин лаптăкĕ — 995,4 км².
Кун-çулĕ
1920 çулчен район çĕрĕсем Сĕве тата Теччӗ уесӗсене кĕнĕ пулнă, 1920-1927 çулсенче Сĕве кантонне кĕртнĕ. 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Ульяново районне (центрĕ — Ульянково ч. ялĕ) кĕртнĕ, 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче район тĕпне Пысăк Кайпаçине куçарнă та район ячĕ Кайпаçи районĕ пулса танă. 1956 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче Подберезинский района пĕтернипе унăн территорине Кайпăç районĕ çумне хушнă. 1963 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Кайпăç районне пăрахăçланă, унăн çĕрĕсене Пăва районне панă. 1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче Кайпăç районне каллех туса хунă[3].
Пурăнан халăх
Районта 17 ял тăрăхĕ, 56 пурăнан вырăн. Халăх йышĕ — 14 866 çын (2010).
Наци йышĕ: тутарсем 67,7% , вырăссем 26,2% , чăвашсем 5,3%.
Экономика
Районти промăçлăх:
- GQ «Хайпăç вăрхуçĕ»;
- УАО «Хайпăç пулхуçĕ»;
- УАО «Хайпăçагрохимсервис»;
- Хайпăç райповĕ;
- Куланга сĕт-çу савучĕ (УАО «Вамин Татарстан» филиалĕ);
- УАО «Куланга çăкăр предприятие».
Пысăк ял хуçалăх йĕркелĕвĕсем:
- Агрофирма «Ылтăн пучах»,
- Агрофирма «Кубня»;
- ООО «Золотая нива».
Районра «Кайбыч Таңнары» хаçат тутарла тата вырăсла («Кайбицкие зори») тухать.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Кайпăç муниципаллă районăн порталĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
- Кайпăç районĕ TatCenter.Ru порталра 2007 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |