Çыранçи Чаллă

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Чаллă
Хула гербĕ
Чаллă гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Тутарстан
Никĕсленĕ:
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: ([[]])
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ:
Геогр. вăрăмлăхĕ:


Çыранçи Чаллă е Чаллă е Чаллă Çыр е Чуллă Çыр (выр. Набережные Челны, тут. Чаллы) — Тутарстанри хула.

Тавралăхĕ

Кун-çулĕ

Авалхи Чаллăна хальхи Маматăш патĕнче никĕсленĕ.

Çак хулана тутар-монголсем 1236 çулта çĕмĕрсе тăкнă пулас. Çапах та вăл хыççăнах питĕ хăвăрт ура çине тăнă.

Тутар–монголсем тапăнса килсен Çарăмсан патшалăхĕ, анăçра — Сăвар патшалăхĕ. Сăвар патшалăхĕнче тутар-монголсене юраса та сутăнса пурăннă Каçи-Парăç ăрăвĕ хуçаланнă, вĕсене асанçăсем тенĕ. Çарăмсан патшалăхĕнче вара аслă чаплă кыпчаксемпе хутшăнса, ислам тĕнне кĕрсе пынă. Вĕсем Хусан хулине тытса тăнă.

XIV ӗмӗр варринче тутар-монголсемпе кăпчаксем пулашнипе асанçăсем ашравçăсене çĕнтерме тытăннă. Çакăнтан пуçласа вара пĕтĕм Атăлçи Пăлхар çĕрĕ тутарланасси пуçланать. Чăвашсен авалхи асаттисем çурçĕрте, хальхи Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕве патĕнче çеç питĕ çирĕп тăнă.

Пăлхар-Сăвар çĕрĕнчи халăх ислама тухса пынă. Авалхи йăлана, тăван чĕлхене упракан чăвашсене Чулман Атăл еннелле куçарма тытăнаççĕ. Хуласенче тутарланасси хĕрсе пынă. Аваллăх, хальхи саманари пекех, ялсенче çеç упранса юлать (Хальхи чăвашсен, хăйсен йăлисене сыхласа аталантарса пырас тесен, пурнăç йывăр килсен те чăваш уявĕсене кашни ялта ирттермелле, хуласенче те чăваш чĕлхине сарма тĕрлĕ меслетсем тупмалла.)

Тухăçъен Пăлхар çĕршывне йĕркелеççĕ, шĕкĕр хули — Чаллă пулать. Ун чухне Дмитрий Донской çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ.

Анчах та çапла патшалăх чылай тытăнса тăма пултарайман. Тухăçъен Пăлхар пикĕсем тутарсемпе кăпчаксен çарĕсене тарма тытăнаççĕ.

«Основной опорой Ашрафидов были свободные булгарские крестьяне (субаши) и служилые феодалы (казаки) Чалмы-Черемшанской провинции и не принадлежащие хану части Казанской области, составляющее ядро чаллинской армии — лучшей в стране», -

çырать тутар историкĕ Фаргат Нурутдинов.

Вырăс ушкуйникĕсем пĕрмаях тапăнса килеççĕ, чăваш ялĕсемпе хулисене çунтарса яраççĕ.

1506 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче «Чаллăри çапăçу» пулса иртнĕ. Пăлхар-чăвашсем вырăссен çĕр пин йышлă çарне пуçĕпех çапса тăкаççĕ.

Ливони вăрçине пинĕ-пинĕпе ăсатаççĕ, Псков, Новгород, Смоленск таврашне кнеçсем, «служилăй турхансем» туса яраççĕ. Тухăçъен Пăлхарăн пушаннă ялĕсене тăрахĕсене ислам тĕнĕпе пурăнакан кăпчаксене куçарса пыраççĕ. Çапла вара Атăлçи Пăлхарăн пулнă чи мухтавлă тарăхĕсем «тутарланса» пĕтеççĕ…

Паллă янташсем

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем


Wiki letter w.svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.