Хан (титул)
Истори
Малтан çак сăмахпа йăх çулпуçне палăртнă (тĕслĕхрен, Иранри тата Афганистанри куçса çӳрен йăхсен). Сельджукидсем тата Хорезмшахсем вăхăтĕнче — кнеç титулĕ, монголсен империнче XIII—XIV ӗмӗрсенче — улус ертӳçи. Монголсен империнче патшалăх пуçлăхне хан титулĕпе палартаççĕ, Чингисхан вăхăтĕнче - Аслă хан ятпа чыслаççĕ. Монголсен империйĕ арканнă вырăнта çуралнă патшалăхсенче, хан — патша титулĕ, Османсен империнче — султан титулĕ. Иранра, Сефевидсем тапхăрĕнче, хан — облаç ертӳçи, çаплах çар-феодалĕ. Хан титулне торе - Чингисхан ар йĕрĕпе тӳрĕ тăхăмĕ çеç илме тивĕç.