Анат Кама

Анат Кама (выр. Нижнекамск) — Раççейри хула. Тутарстанăн Анат Кама районĕн администрацие кунта вырнаçнă. Хула Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче ларать. Хусантан 237 çухрăмра вырнаçнă. Хула лаптăкĕ 61,0 км2.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

2003 çулта хулара 225,4 пин çын пурăннă. Вĕсен хушшинче тутарсем 46, 5%, вырăссем 46,1%, чăвашсем 3,0%, украинсем 1,0%, пушкӑртсем 1,0% шутланнă.

Анат Камăра 8 пин чăваш пурăнать[4].

Историйӗ

Хулана 1961 çулта ку вырăнта нефтехими комбинатне никĕсленĕ вăхăтра йĕркеленме пуçланă. 1966 çулчен Анат Кама посёлокĕ пулнă, кайран вара хула шутне кĕртнĕ.

Влаҫ органӗсем

Хула мэрӗ:

  • Муллин Рамиль Хамзович — (2022—2025)
  • Беляев Радмир Ильдарович — (2025— х. в.)

Çутĕç, этеплĕх

Анат Камăра Хусанти технологи университечĕн филиалĕ, Политехника техникумĕ, нефтехими колледжĕ тата Тутарстанăн пĕрремĕш чăваш гимназийĕ[4] пур. Медицина, педагогика тата юрă-кĕвĕ училищисем вырнаçнă.

Хулара çавăн пекех «Нижнекамск — нефтехими хули» музей пур, «Тамаша» халăх театрĕ тата «Шăнкăрав» ансамбль ĕçлет[4].

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем