Чистай
Чистай Чистай
| |
Хула гербĕ
| |
Патшалăх: | Раççей
|
---|---|
Регион: | Тутарстан
|
Никĕсленĕ: | 1715
|
Хула, çултан: | 1781
|
Халăх йышĕ, пин çын: | 61,2 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | 34,26 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 54° 06′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 54° 08′ х.т.д. |
Чистай (Чистай хула хутлăхĕн администраци центрĕ.[1]
Хула статусне 1781 çулта тивĕçнĕ.
Тавралăхĕ
Хула Нижнекамск çинелле, Р239 çулпа — Алексеевское. Хулан çĕр лаптăкĕ 16,8 çм².
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Халăх йышĕ — 63,0 пин çын (2002)[2].
Наци йышĕ (1989):
Хула администраци пуçлăхĕ — Иванов Дмитрий Алексеевич[3].
Кун-çулĕ
Пĕрремĕш Пуш Уй çинчен çул çыравĕсенче XVII ӗмӗрĕн вĕçĕнче — XVIII ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче çырнă.
Ял мĕнле тапранса кайнă пирки темиçе халап пур. Чи паллипе, кунта чи малтан таркăн крепоç хресченĕсем е раскольниксем хăйсен ирĕк вырăнне никĕс янă. Анчах та ХVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсене кунтан кăларса янă, яла çунтарнă та вырăнта пуш уй çех юлнă. Çăлăнса юлнă çĕр ĕçченĕсем çĕнĕрен çурт-йĕр лартма тытăннă, часах çĕнĕ йыш килсе тĕпĕленнĕ, ятне вара çĕнĕ ял мăн пушара астуса йышăнать.
Пурăну вырăнĕ çав тери хăвăрт аталанма тытăннă, 1761 çулта кунта, халăх çыравĕпе, 1000 ытла çын пурăннă.
уес хули статусне куçарнă, пайăр герба тивĕçтернĕ.
XIX ӗмӗр вĕçĕнче Чистай — тырă сутă-илӳн шĕкĕр вырăнĕ. 1917 çулчен — Хусан кĕпернин чаплăхĕпе иккĕмĕш (Хусан хыççăн) хули.
Совет çыравçисен пĕрлĕхĕн кил йăви пулса тăрать. Леонид Леонов, «Синий платочек» юрă авторĕ Максимов кунта пурăннă.
Промăçлăхĕ
Савутсем — сехет («Восток»), карап юсав, «Автоспецоборудование», автоюсав; радиокомпани «Вектор»; ПКП БИСТ, йывăç ĕçлĕх комбиначĕ, сĕтел-пукан фабрики.
Çăмăл промăçлăх предприятисем (çĕвĕç, трикотаж, пушмак фабрикисем) апат-çимĕç (ликер-водка завочĕ, кондитер фабрики, пулă завочĕ, аш-какай комбиначĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çăкăр завочĕ).
Паллă çынсем
- Александр Бутлеров, вырăс химикĕ, уротропин шутласа кăларакан, 1828 çулта çуралнă.
- София Губайдулина, совет композиторĕ, 1931 çулта çуралнă.
- Борис Пастернак, совет çыравçи, 1942—1943 çулсенче пурăннă.
- Маринин Виктор Иванович - 1923-1943, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Николай Петрович Лихачёв, совет ăсчахĕ, историк, археограф, палеограф, ӳнер тĕпчевçи, библиограф, коллекционер, академик 1862—1936
Паллă вырăнсем
- Хула ĕçтăвкомĕн малтанхи çурчĕ.
- Шыв паракан башня
- Мăшăрлану керменĕ.
- Мельников çурчĕ.
- Перекет банкĕн тĕп çурчĕ.
Литература
- Поспелов Е. М. . — М.: Астрель, АСТ. — 523 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-17-054966-5.
Ӑнлантарусем
- ^ Закон Республики Татарстан от 31 января 2005 года N 44-ЗРТ «Об установлении границ территорий и статусе муниципального образования „Чистопольский муниципальный район“ и муниципальных образований в его составе»
- ^ http://perepis2002.ru/ct/html/TOM_01_04_4.htm 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Руководитель Исполнительного комитета Чистопольского муниципального района 2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- Чистай «Ман хула» энциклопедире
- Хулан хыпар сайчĕ. Хула хорумĕ
- Хула порталĕ
- Хула музейĕсем 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хула фотоархивĕ 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Таврари археологи ĕçĕсем
пуçламăшĕнчен варрине çити) |
|
---|---|
Афанасьево | Рудничный | Гайны | Соликамск | Усолье | Березники | Орёл | Чермоз | Добрянка | Полазна | Пермь | Краснокамск | Новоильинский | Нытва | Оханск | Оса | Чайковский | Сарапул | Камбарка | Николо-Берёзовка | Каракулино | Агидель | Мензелинск | Менделеевск | Чаллă | Алапӳ | Нижнекамск | Чистай |