Шульженко Клавдия Ивановна
Шульженко Кла́вдия Ива́новна (1906 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ [24-мӗшӗ], Харьков[2] — 1984 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ[1], Мускав) — совет саманин эстрада юрăçи, актриси. СССР халӑх артисчӗ (1971). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннăскер.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ
1906 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче Харьков хулинче Александровски пульницинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Иван Иванович Шульженко, чукун ҫул тӗп управленийӗнче бухгалтерӗ пулса ӗҫленӗ. 1923 ҫултанпа Москалёвкӑра — Владимир урамӗнче, 45-мӗш ҫуртра, 6-мӗш хваттерте пурӑннӑ.
Халӑх юррисене 1910-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен юрлама пуҫланӑ. Нота вулама тата юрлама Харьков консерваторийӗн(выр.)чăв. Н. Л. Чемезов профессорӗ патӗнче вӗреннӗ. 1923 ҫулта Харьковри Н. Н. Синельников ертсе пыракан драма театрӗн артистки пулса тӑнӑ. Ҫав ҫулах «Казнь» спектакльти «Звёзды на небе» романса юрласа юрӑҫ пек палӑрнӑ. Театрта лартакан пур дивертисмента та хутшӑннӑ, рабочисен клубӗсенче тата хулари ҫуллахи эстрада площадкисенче юрланӑ. Вӑл ҫак тапхӑрта шӑрантарнӑ «3-мӗш шахта» тата «Кирпӗч савучӗ ҫинчен хывнӑ юрӑ» хальхи йӑла юррин пӗрремӗш тӗслӗхӗсем шутланаҫҫӗ. 1925 ҫулхи ҫулла Харьков Краснозаводлӑ драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1927 ҫулта Юлий Мейтус(выр.)чăв. композитор ун валли ятарласа темиҫе ҫӗнӗ хайлав ҫырнӑ («Хӗрлӗ мак», «Хӗрлӗ ҫар», «Гренада»), кӗҫех вӗсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ.
1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл пӗрремӗш хут Ленинградри Мариинка театрӗн сцени ҫинче, Пичет кунне халалланӑ концертра тухса юрланӑ.
1929—1942 ҫулсенче — Ленгосэстрада артисчӗ, Я. Б. Скоморовский ертсе пынӑ джаз-оркестр солистки пулса ӗҫленӗ[3].
1931 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Ленинградри мюзик-холра «Условно убитый» спектакль премьери пулнӑ, вӑл унта Машенька Фунтикова рольне вылянӑ[4]. Ҫак спектакль кӗввине Дмитрий Шостакович ҫырнӑ, дирижёр пулса Исаак Дунаевский ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех «Аттракционы в действии» программӑсене хутшӑннӑ. 1934 ҫулта М. А. Авербах режиссёрӑн «Кто твой друг?» кинофильмӗнче Вера ролӗнче ӳкерӗннӗ. 1936 ҫулта пӗрремӗш хут унӑн сассине граммофон(выр.)чăв. ҫине ҫырса илнӗ. 1939 ҫулхи кӗркунне Пӗтӗм Союзри I эстрада артисчӗсен конкурсӗ иртнӗ. Юрӑҫ юрласа панӑ «Челита», «Хӗр, сыв пул» тата «Записка» виҫӗ юрӑ жюрие тата куракансене калама ҫук тӗлӗнтернӗ.
1937 ҫултанпа Клавдия Шульженко Владимир Коралли упӑшкипе пӗрле трубач тата дирижёр Алексей Семёнов ертсе пыракан Ленинградри джаз-оркестрта ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Шульженкопа Коралли ҫак оркестрӑн илемлӗх ертӳҫисем пулса тӑнӑ, Алексей Семёнов — музыка ертӳҫи. Клавдия Шульженкӑпа Владимир Коралли ертсе пыракан Ленинградри джаз-ансамбле халӑх аван пӗлсе ҫитнӗ, вӑл 1945 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланӑ чухне юрӑҫ Ереванри гастрольсенче пулнӑ. Вӑл хӑй ирӗкӗпе ҫапӑҫакан Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ. Кораллипе пӗрле йӗркеленӗ вӗсен оркестрӗ Ленинградри ҫар округӗн фронт джаз-оркестрӗ (1942 ҫулта С. М. Киров ячӗллӗ Ленинградри Хӗрлӗ Ҫар ҫурчӗ ҫумӗнчи джаз-ансамбль) пулса тӑнӑ, юрӑҫ Ленинград фрончӗн боецӗсем валли ҫӗршер юрӑ шӑрантарнӑ. Вӑл вӑрҫӑн малти хирӗсенче те, госпитальсенче те юрланӑ.
Ленинград блокади вӑхӑтӗнче вӑл салтаксем валли 500 ытла концерт панӑ. Фронтри «Кӑвак тутӑр»(выр.)чăв., «Давай закурим» тата ытти юрӑсене юрланӑ май Шульженкӑна Союзӗпех пӗлсе ҫитнӗ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ленинградри Хӗрлӗ Ҫар ҫурчӗн сцени ҫинче юрӑҫӑн тата Фронтри джаз-ансамблӗн 500-мӗш концерчӗ иртнӗ. Вӗсемпе пӗрле вӑл вӑрҫӑ тӑршшӗпех ҫапӑҫакан ҫарсенче гастрольте ҫӳренӗ.
1943 ҫултанпа Мускавра пулнӑ, малтан Пӗтӗм Раҫҫейри гастрольпе концерт пӗрлешӗвӗн, кайран Москонцертӑн(выр.)чăв. артистки пулнӑ. 1945 ҫулхи ҫулларан пуҫласа юрӑҫ уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ. Ют ҫӗршывсенче гастрольте пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хӑйӗн концерт ӗҫне малалла тӑснӑ. 1947 ҫулта унӑн репертуарне каярахпа анлӑ сарӑлнӑ «Друзья-однополчане» юрӑ кӗнӗ. 1954 ҫулта юрӑҫӑн пӗрремӗш нумая тӑсӑлакан пластинки тухнӑ. Ҫав ҫулах пуш уйӑхӗнче вӑл В. П. Строева режиссёрӑн «Весёлые звёзды» кинофильмра ӳкерӗннӗ.
1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Георгий Епифанов(выр.)чăв. кинооператорпа паллашнӑ, лешӗ ӑна 1940 ҫултах, ӑнсӑртран пӗрремӗш пластинкине туянсан, юратса пӑрахнӑ. Тепӗр темиҫе уйӑхран вара унӑн Ленинградри концертне лексен «татӑклӑ юратӑва путнине» ӑнланса илнӗ. Нумай ҫул хушши хӑйӗн чылай командировкисенчен ун патне ҫырусем, телеграммӑсем тата открыткӑсем ярса тӑнӑ, вӗсем ҫине «Г. Е.» алӑ пуснӑ. Каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: нумай ҫыру илсе тӑракан юрӑҫ «Г. Е.» тесе палӑртнӑ ҫырусене уйрӑм уйӑрса упранӑ. Чӑн пурнӑҫра тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗр-пӗрне килӗштернӗ те каярах чӑн-чӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Епифанов Клавдия Ивановнӑран 12 ҫул ытла ҫамрӑкрах пулнӑ, анчах яланах хӑйне аслӑрах туятӑп тенӗ: уншӑн вӑл яланах сыхлама тата хӳтӗлеме кирлӗ хӗрача пек туйӑннӑ. Шульженко хӑйӗн гастроль ҫӳревӗнчен ярса тӑнӑ ҫырусемпе телеграммӑсене вӑл тирпейлӗн пуҫтарса пынӑ: «Паян саншӑн ҫеҫ юрларӑм, манӑн тӑван юратнӑ Жорж! Пурнӑҫ маншӑн хӑйӗн тӗллевне ҫухатсан эсӗ манӑн пурнӑҫа кӗтӗн. 1956 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ, эпир тӗл пулнӑ кун, маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун, юратушӑн иккӗмӗш ҫуралнӑ кун пулса тӑчӗ. Пурнӑҫра мӗн чухлӗ юлчӗ манӑн — пӗтӗмпех сан валли». Ҫак фактла мӑшӑрлану 1964 ҫулта саланса кайнӑ та 1976-мӗш ҫулта Союзсен ҫурчӗн Колонна залӗнче(выр.)чăв. иртнӗ Клавдия Ивановнӑн юбилей концерчӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен пуҫланнӑ. Концертра пулнӑ Епифанова вӑл юрланипе питӗ тӗлӗннӗ, мирлешмешкӗн малтанхи утӑма тунӑ.
1965 ҫулхи юпа уйӑхӗнче юрӑҫ Мускаври патшалӑх эстрада театрӗнче иртнӗ совет эстрада юррин пӗрремӗш фестивальне хутшӑннӑ. Тепӗр икӗ ҫултан (1967 ҫулта) вӑл ҫак фестивалӗн жюри членӗ пулса тӑнӑ.
1980 ҫулта вӑл хӑйӗн юлашки вӑрӑм юрлакан «Портрет» пластинкине ҫырса кӑларнӑ. 1981 ҫулта «Молодая гвардия» издательствӑра унӑн «Когда вы просите меня…» мемуарӗсем пичетленсе тухнӑ (Глеб Скороходов(выр.)чăв. литературӑлла ҫырса илни)[5]. 1983 ҫулхи раштав уйӑхӗнче юрӑҫ «Сире Клавдия Шульженковна йыхравлать» телефильмра (режиссёр — С. Журавлёв) ӳкерӗннӗ, унӑн премьери раштавӑн 18-мӗшӗнче Тӗп телекуравӑн пӗрремӗш каналӗпе иртнӗ.
Пурнӑҫра юрӑҫ питӗ тиркевлӗ характерпа палӑрнӑ, ҫителӗклӗ пурнӑҫа юратнӑ. Вӑл нихӑҫан та перекетлемен, хаклӑ парфюмерие юратнӑ, концерт тумне паллӑ модельерсенчен саккасланӑ. Чаплӑ кутюрье хатӗрленӗ унӑн тумӗсем хушшинче ытла палӑрма ӗлкӗреймен Вячеслав Зайцев модельер ӑсталанӑ концерт кӗпи те пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Шульженкӑн нихӑҫан та хӑйӗн автомобилӗ пулман. Унӑн Мускаври хваттерӗнче тахҫан Дмитрий Шостакович(выр.)чăв. Исаак Дунаевскийне(выр.)чăв. преферансла выляса янӑ рояль тӑнӑ, юрӑҫ инструмента укҫалла туяннӑ. Ҫырмаллисен кӗнекинче — Пысӑк театрӑн поликлиникин телефонӗсем тата Аркадий Райкинӑн (унпа вӑл туслӑ ҫыхӑну тытнӑ) килти номерӗ.
Шульженко вӑрахччен чирленӗ. Вилес умӗн икӗ эрнене тӑсӑлакан камӑна кӗрсе ӳкнӗ. Клавдия Ивановна 1984 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Мускаври Новодевичье масарӗнче (10 №-лӗ участок) пытарнӑ. Ун вӑхӑтӗнчи ҫынсем аса илнӗ тӑрӑх, ӑна пытарнӑ кун ҫумӑр пӗрӗхкеленӗ, анчах тупӑка шӑтӑка антарнӑ чухне сасартӑк хӗвел пӑхса илнӗ.
Владимир Коралли 11 ҫултан вилнӗ, ӑна унчченхи арӑмӗпе юнашар пытарнӑ.
Ҫемье
- Упӑшки (1930–1956) — Владимир Филиппович Коралли(выр.)чăв. (чӑн хушамачӗ — Кемпер, 1906—1995), эстрада юрӑҫи тата калаҫу жанрӗн артисчӗ. РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1979).
- Ывӑлӗ — Игорь Владимирович Кемпер (1932—2020), «Мосгазра» тӗп инженер пулса ӗҫленӗ.
- Мӑнукӗсем — Вера, Елизавета, Наталия.
- Ывӑлӗ — Игорь Владимирович Кемпер (1932—2020), «Мосгазра» тӗп инженер пулса ӗҫленӗ.
- Гражданла брак (1956–1964 тата 1976 ҫулта Клавдия Ивановна виличчен) — Георгий Кузьмич Епифанов (1918—1997), кинооператор.
Хисепӗсемпе ятсем
- Пӗтӗм Союзри эстрада артисчӗсен I конкурс лауреачӗ (1939);
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1945);
- РСФСР халӑх артисчӗ (1962);
- СССР халӑх артисчӗ (1971);
- Ленин орденӗ (1976);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1945);
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1967);
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа» медаль (1970);
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1942);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул ҫитни» медаль (1965);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑтӑр ҫул ҫитни» медаль (1975);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль (1945);
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 50 ҫулта» медаль (1968);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 60 ҫулта» медаль (1978);
- «Мускав 800 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (1947);
- «Ленинград 250 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (1956).
Дискографи
- Улӑпла дисксем
- 1960 — Клавдия Шульженко (ВСГ / Д 5888-9)
- 1963 — Лирические песни (ВСГ / Д 011981-2)
- 1964 — Клавдия Шульженко (Мелодия / Д 013329-30)
- 1966 — Песни о любви (Мелодия / Д 017657-8)
- 1969 — Клавдия Шульженко (Мелодия / Д 025651-2)
- 1972 — Клавдия Шульженко (Мелодия / СМ 03655-6)
- 1977 — Юбилейный концерт Клавдии Шульженко (Мелодия / С60-09163-6, MEL CO 1322)
- Юрӑсен пуххисем
- 2000 — 20 лучших песен (20 чи лайӑх юрӑ; RCD)
- 2001 — Синий платочек (Кӑвак тутӑр; Bomba Music / BoMB 05-12)
- 2001 — Старинный вальс (Авалхи вальс; Bomba Music / BoMB 05-13)
- 2005 — Великие исполнители России ХХ века (XX ӗмӗрти чи чаплӑ юрӑҫсем; Moroz Records / RMG 1730)
Фильмографи
- 1933 — Кто твой друг — Вера[5]
- 1936 — На отдыхе — сасӑлани — «Не звала его я, не искала…» юрра юрлани (Т. Гурецкайӑна вылянӑ — Маруся лётчица)[5]
- 1941 — Дочь моряка — кадр хыҫӗнче «Мы из Одессы моряки» юрра шӑрантарни
- 1942 — Концерт фронту — «Кӑвак тутӑр» юрра юрлани
- 1954 — Весёлые звёзды — «Молчание» тата «Звёзды милой Родины» юрлани[5]
- 1962 — Голубой огонёк (телепередача) — «Посмотри на меня повнимательней» юрра юрлани
- 1975 — Военные сороковые (фильм-спектакль)[5]
- 1983 — Я возвращаю ваш портрет (документаллӑ, сценари авторӗ тата режиссёрӗ В. Виноградов)
- 1983 — Вас приглашает Клавдия Шульженко (документаллӑ, сценари авторӗ Г. Скороходов, режиссёрӗ С. Журавлёв)
- Архивлӑ кадрсем
- 2006 — Виҫӗ вальс (документаллӑ)
- 2006 — Клавдия Шульженко (ДТВ телеканалти «Как уходили кумиры» передачӑсен ярӑмӗ) (документаллӑ)[5]
Астӑвӑм
- Тӑван Харьковра юрӑҫӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Мускаври Спиридоновка урамӗнчи (Алексей Толстой ятлӑ пулнӑскер) 22-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ ҫинче астӑвӑм хӑмине вырнаҫтарнӑ, юрӑҫ кунта 1948 ҫултан пуҫласа 1962 ҫулччен пурӑннӑ.
- Харьковра асӑну хӑмисене вырнаҫтарнӑ: юрӑҫӑ пурӑннӑ Владимир урамӗнчи ҫурт ҫинче, маларах Харьковри электромеханика савучӗн культура керменӗн ҫурчӗ ҫинче (унта вӑл юрланӑ), К. И. Шульженко ячӗпе хисепленекен Харьковри 12-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн ҫурчӗ ҫинче.
- Харьковра ҫуртсем ҫинче К. И. Шульженкона халалланӑ муралсем ӳкернӗ.
- 1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Байкал тӑкӑрлӑкӗ, 1 адреспа К. Шульженко ячӗллӗ чаплӑ Харьков ҫыннисен музейӗ уҫӑлнӑ. Музей экспозицийӗнче унӑн унӑн япалисене, концерт тумӗсене, хутсене тата ытти япаласене вырнаҫтарнӑ.
- «Ҫулталӑк юрри» фестивалӗн финал концертӗнче Клавдия Шульженко ячӗллӗ Премипе чыслаҫҫӗ.
- Клавдия Шульженко ячӗпе Харьковри тата Харьков облаҫӗнчи Люботинӑри урамӗсем хисепленеҫҫӗ.
- Харьковра тапхӑрӑн-тапхӑрӑн К. И. Шульженко ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери эстрада юррин фестивалӗ иртет.
- Мускаври Эстрада ҫӑлтӑрӗсен тӳремӗнче Клавдия Ивановна Шульженко ҫӑлтӑрне вырнаҫтарнӑ.
- Юрӑҫа хисеп туса (4787) Шульженко(выр.)чăв. астероида ят панӑ.
- 1984 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче юрӑҫӑн тусӗ, Михаил Пляцковский сӑвӑҫ «Тихая, усталая (К. И. Шульженкӑна халалласа)» ятлӑ сӑвӑ ҫырнӑ. Ҫак сӑвӑпа Сергей Зубковский композитор юрӑ хайланӑ, чи малтан ӑна Владимир Трошин(выр.)чăв. юрласа панӑ.
- К. Шульженко 100 ҫул тултарнӑ тӗле Сарӑтури Ретро джаз-оркестр юрӑҫ юрлама хатӗрленнӗ оркестрсемпе ансамбльсен чӑн-чӑн партитурисем тӑрӑх программа хатӗрленӗ. 2006 ҫулта ҫак юрӑсене ҫӗнӗрен Мускаври Союзсен ҫурчӗн Колонна залӗн сцени ҫинче юрланӑ.
- 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче юрӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ «Клавдия Шульженко. Авалхи вальс» спектакль премьери пулнӑ. Вӑл Киеври Леся Украинка ячӗллӗ вырӑс драма театрӗнче (тӗп роле Ольга Когут вылянӑ) иртнӗ[6].
- 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шульженко ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун Google интернет-порталӗнчи Doodle-а юрӑҫа халалланӑ пулнӑref>Klavdiya Shulzhenko’s 110th birthday. www.google.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.</ref>.
- К. Шульженкӑна халалласа 2018 ҫулта Анатолий Журавлёв(выр.)чăв. «Клава» спектакль-концерт лартнӑ, «арҫын» юррисене унта вӑл хӑй юрланӑ, хӗрарӑмсенне — Полина Приходько-Журавлёва.
- 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Харьковри Т. Шевченко ячӗллӗ хула садӗнче К. Шульженко тата И. Дунаевский кӳлеписемлӗ композици вырнаҫтарнӑ (авторӗ Катиб Мамедов)[7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Шульженко Клавдия Ивановна // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Клавдия Шульженко. Одиночество в розовом цвете — «Аргументы и факты», № 10 (1063) от 07.03.2001. Официальный веб-сайт газеты «Аргументы и факты». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Зарубин В. И. Шульженко Клавдия Ивановна // Музыкальная энциклопедия. — Т. 6. — М, 1982.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 ШУЛЬЖЕНКО • Большая российская энциклопедия - электронная версия. old.bigenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ Клавдия Шульженко. Старинный вальс (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ В саду Шевченко появилась скульптура известного киноактера (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Василинина И. А. . — М.: Искусство. — 176 с., [32] с. — 25 000 экз.