Ешӗлвар

Ешĕл Айлăм (тут. Yəşel Üzən, Яшел Үзән, улăхри мари Парат) — (1932) (Раççей), Тутарстан республикин Ешӗлвар районӗ.

Халăхĕ 99,6 пин çын (2005).

1865 çулта Капачиçи чиркӳ ял ячĕпе никĕсленнĕ.

Диалект

Ешĕл айлăм (тайлăм, йăлăм, уйлăм,)

Тавралăхĕ

Хула Атӑлăн сулахай çыранĕнче, Хусантан 38 çм вырнаçнă. Ешĕл айлăм районĕ Чăваш Республикипе тата Мари Элпе чикĕ тытать.

Хуçалăхĕ

  • ФПУП ПО «Завод имени Серго» (компания POZIS) (машиностроение)[1]
хулана никĕслесе тăракан предприяти. 2006 çулта 6897 ĕç вырăнĕ панă.[2]
  • ОАО «Зеленодольский завод им. А. М. Горького»[3] (судостроение, титановое литье)
  • УАО «Зеленодольский фанерный завод»
  • УАО «Поволжский фанерно-мебельный комбинат»
  • Зеленодольский машиностроительный завод (филиал Казанского моторостроительного производственного объединение)
  • Зеленодольский шпалопропиточный завод

Халăхĕ

Халăх йышĕ, çулсем (пин çын)[4]

Çул 1939 1959 1962 1967 1970 1973 1976 1979 1982 1986 1989 1992 1996 1998 2000 2001 2003 2005 2006 2007
Шучĕ 30.2 60.5 66 72 77 82 84 84.5 86 91 94.1 98.7 101.1 100.9 100.2 99.6 100.1 99.6 99.2 99.0

Çутĕç

Ешĕл Айлăмра тĕрлĕ тĕслĕ пĕлӳ паракан кермен-шкул вырнаçнă.

Пĕрлехи вăтам пĕлӳ

  • 59 тĕрлĕ тĕслĕ шкул: 15169 вĕренекен:
  • 4 гимнази;
  • 2 лицей;
  • 3 шкул ятарлă уйрăм ăслăлăха вĕрентекен
  • 1 прогимнази;
  • 2 коррекци шкулĕ;
  • 2 уçă смена шкулĕ;
  • 1 шкул хушшинчи вĕренӳ комбиначĕ: 1500 вĕренекен

Культура

Музейсем

  • Ешĕл Айлăм халăх пултарулăĕпе этнографи музейĕ, 1978 çулта никĕс хунă, 1980 çулта уçнă. 7000 яхăн виçе япала упранать, вĕсенчен 6000 ытла япали тĕп фондĕнче.[5]
  • Карап тăвакан А. М. Горький ячĕллĕ заводăн Вăрçăпа Ӗçлĕх музейĕ, 1970 çулта никĕсленĕ. 15000 яхăн виçе япали упранать.
  • Константин Васильевăн астăвăм музейĕ, 1994 çулта никĕсленĕ. 1996 çулхи кăрлач, 10 уçнă[6] (ӳкерчĕк галерейи [7])

Мемориалсем

  • Пĕчĕк бронекатер N75 «Калюжный», Тĕп конструкторĕ Ю. Ю. Бенуа (ЦКБ-32). Бронекатера 1942 çулта ĕçченсем хăйсен ирĕкĕпе укçа пуçтарса тунă, шыва 1942 çулĕн вĕçĕнче антарнă та 1943 çурла, 5 Атăл-Каспи вăрçă флотилийĕ шутне кĕртнĕ. 1944 çулхи ака, 13 Танай вăрçа флотилине куçараççĕ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче 1939—1945 çç.: Ясса-Кишинев 1944, çурла, 20-29, Будапешт 1944 çулхи юпа, 29 тата Вена 1945 çулхи пуш, 16 — ака ,15 тапăну операцисене хутшăннă. 1967 çулта палăк вырăнне кĕртнĕ. Техника пахалăхĕсем: 29,3 т; 22,6х3,5х0,5 м; 850 л.в.; 20 уз; 250 миль; 1 — 76,2-мм турул кĕпçи, 3 — 12,7-мм пулемёт, 36 тарăн бомбă; 13 çын.

Транспорчĕ

Массăллă хыпар хатĕрĕсем

Инçекурав

Пур телеканала тытса илет: Хусан, (çӳллĕ антеннăпа) Чăваш Республикин (Пĕрремĕш канал, РФ, НТВ)

«Ешĕл Васан» телекомпание 1990 çулта никĕсленĕ. 2007 çулта эфирте тухма пăрахнă, кабель витĕр янă.

Пичет кăларăмĕсем

  • «Зеленодольская правда» хаçат— старейшая газета города, издается с 1929 года.
  • «Яшел Үзән» хаçат — образовалась в 1995 году.
  • «Наш Зеленый Дол. Зеленодольск» хаçат— «Зеленый Дол» телекомпанийĕн харпăр хатĕрĕ (1994, юпа, 10)

Тĕн

Зеленодольск — нумай халăхлă, нумай конфессиллĕ хула. Ешĕл айлăм муниципаллă район территоринче 63 тĕн йĕркеленӳлĕхĕ, çав шутра мăсăльман — 40, православин — 17, урăххи — 6.

Мăсăлман тĕн çурчĕсем — 39

  • Мечетсем — 37 (хулара — 3, вĕсенчен 2 туса хăпартаççĕ, районта 34, вĕсенчен 3 тăваççĕ)
  • Кĕл тумалли çуртсем — 1 (районта)
  • Медресе — 1 (хулара)

Православи — 17

  • Чиркӳсем — 10 (хулара-3, районта —7)
  • Мăнастырьсем — 2 (районта)
  • Мăнастăрь (кил картиллĕ — 3 (хулара — 1, районта — 2)
  • Часовньăсем — 2 (хулара — 1, районта −1)

Урăххисем — 6

  • Чиркӳсем — 3
  • Харпăр çуртсемпе хваттерсем −3

Çыхăну

Халĕ малтанхи (пралуклă) çыхăнăва пĕр оператор "Филиал ОАО "Таттелеком" Зеленодолький РУЭС" тытса пырать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ ФПУП ПО «Завод имени Серго» 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Информация о работе технической инспекции труда Федерации профсоюзов Республики Татарстан в 2006 году 2015 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ ОАО «Зеленодольский завод им. А. М. Горького» 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Ешĕл Айлăм. «Ман хула» халăх энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2008, çурла, 5.
  5. ^ МУЗЕИ ТАТАРСТАНА 2008 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Музей Константина Васильева
  7. ^ Картины Константина Васильева 2008 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем